Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мирун Еник

Мирун Еник (чӑн ячӗ Романов Мирон Романович) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. 1914 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Пурнӑҫӗ

1931–1933 çулсенче чăвашсен Мускаври «Коммунар» хаçачĕн редакцийĕнче промышленноçпа транспорт пайне ертсе пынă. 1934-мĕш çулсенче тăван район хаçачĕн редакцине ĕçлеме кĕнĕ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан унта тухса кайнӑ, Карели фронтĕнче çапăçнă. 842-мĕш уйрăм çыхăну ротин йышĕнче отделени командирĕ пулса çапăçусене хутшăннă.

Аслă Çĕнтерӳ хыççăн Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ, «Хыпар» хаçатра яваплă секретарь, аслă куçаруçă пулса ĕçленĕ. Хаҫатра вӑл Парти съезчĕсен, Аслă Канашĕн сессийĕсен материалĕсене, ытти хутсене куçарса пынӑ.

Пултарулӑхӗ

Унăн «Çул çинче», «Каçхи атака», «Арманта» тата ытти калавсем пичетленнĕ.

Мирон Еник ҫавӑн пекех илемлĕ литература хайлавĕсене куçарнипе те паллӑ.

Каҫӑсем

Ҫӑвӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Мирун Еник
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-03-23 10:35:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2506 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем