Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Матвеева Раиса Владимировна

Матвеева Раиса Владимировна — чӑваш спортсменӗ, биатлонист. Биатлон енӗпе Раҫҫейӗн тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ. Эстафетӑра ҫуллахи биатлон енӗпе тӗнче чемпионки.

Пурнӑҫӗ

Матвеева Раиса Владимировна 1979 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш АССР-не кӗрекен (хальхи Чӑваш Республики) Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ялӗнче ҫуралнӑ.

В. И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство пӗрлешӗвӗн ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн тата А. В. Игнатьев ячӗллӗ Шупашкарти олимп резервӗн училищин воспитанникӗ. Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Салдимиров Геральд Прокопьевич ертсе пынипе тренировкӑсенче вӑй хунӑ.

2002 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн физкультура факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

Спорт ҫитӗнӗвӗсем

1997 ҫулта биатлон енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ ятне тивӗҫнӗ. 1996 тата 1997 ҫулсенче юниоркӑсем хушшинчи биатлон енӗпе Чӑваш Енпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ. 2000 ҫулта Чӑваш Ен команди йышӗнче юниоркӑсем хушшинчи ҫуллахи полиатлон енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче 3×4 км эстафетӑра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ҫав ҫултах ҫуллахи биатлон енӗпе Европа чемпионатӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

2001 тата 2002 ҫулсенче Раҫҫей сборнӑйӗн йышӗнче 4×4 км эстафетӑра ҫуллахи биатлон енӗпе тӗнче чемпионки ятне ҫӗнсе илнӗ. 2003 ҫулта 12,5 км масс-стартра Пӗтӗм тӗнчери универсиадӑн бронза медальне тивӗҫнӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче Чӑваш Республикишӗн ӑмӑртнӑ. 2000 ҫулта ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫей Кубокӗнче хӑваламалли ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн, спринтра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хисепӗсем

  • Биатлон енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ (1997).
  • Биатлон енӗпе Раҫҫейӗн тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-25 19:55:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем