Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Манӑҫми Вархуш Эншей

Кашни ял тӑрӑхӗ ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе пуян. Ҫав йышра — Еншик Чуллӑ ялӗ те. Акӑ кӑҫалхи августӑн (ҫурла уйӑхӗн) 25-мӗшӗнче кунта ҫуралса ӳснӗ поэт-фронтовик Вархуш Арсентьевич Арсентьев (Эншей) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ.
Йышлӑ ҫемьере вӑй илнӗ вӑл. Ашшӗ — Арсентий Дмитриевич Дмитриев ял-йышра хисеплӗ ҫын пулнӑ. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ, унтер-офицер. Амӑшӗ — Анастасия Васильевна Васильева икӗ ывӑлпа икӗ хӗр ҫуратнӑ. Асли — Елизавета, иккӗмӗшӗ — Варфоломей, виҫҫӗмӗшӗ — Катя, чи кӗҫӗнни вара халь тӗп килте пурӑнакан Дмитрий Арсентьевич Арсентьев. Дмитрий 1936 ҫулхи февралӗн (нарӑс уйӑхӗн) 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Профессийӗпе техник-строитель. Тата пултаруллӑ та ӗҫчен сад ӑсти.
Эпӗ сентябрь (авӑн уйӑхӗн) пуҫламӑшӗнче поэт-фронтовикӑн тӑван кӗтесне ҫитсе куртӑм. 74 ҫул тултарнӑ сӑпайлӑ арҫынпа куҫа-куҫӑн пӑхса чун-чӗре ӑшшипе калаҫрӑм.
— Мана мӗн ытларах кӑсӑклантарчӗ-ха? Дмитрий Арсентьевичшӑн пиччӗшӗн — Вархушӑн — сӑнарӗ еплерех асра юлнӑ-ши?
— Мӗн каламалла… Ӑна салтака ӑсатнине астӑватӑп эпӗ. Ун чухне виҫҫӗри ачаччӗ кӑна ӗнтӗ. Пирӗн пӳрт-ҫурт ҫак вырӑнтах, урама тӑрӑхла ларнӑ. Вархуша 1939 ҫулхи ноябрӗн (чӳк уйӑхӗн) 29-мӗшӗнче салтака ӑсатрӗ кил-йыш. Ӗлӗкрех лашапа тутӑрсем сулласа салтак чупасси йӑлараччӗ паллах. Килсеренех парнесем: ал шӑлли ҫакатчӗҫ, кӗпе-тумтир тӑхӑнтартатчӗҫ. Салтак парнисем пӳртри кашта ҫинче ҫакӑнса тӑнине халӗ те манаймастӑп. Пӳрчӗ хальхи пек мар, пысӑкчӗ.
Ҫакӑ та куҫ умӗнчех-ха маншӑн. Ҫуртра ҫӳлӗк (полка) вырнаҫтарнӑччӗ. Ҫавӑнта хӗрлӗ тӗслӗ хуплашкаллӑ кӗнекесем вырӑн тупнӑччӗ. Пурте тирпейлӗ те ҫыпӑҫуллӑччӗ. Аслӑ аппа хӗр ҫулне ҫитсен хамӑр яла качча тухрӗ. Пӗррехинче Лиза: «Эншей салтака кайсан кӗнекесем сан валли юлаҫҫӗ», — терӗ. Кусем — вырӑнсӑр сӑмахсем. Мӗн тӑвӑн… Хам, виҫҫӗри ача, вулама та пӗлместӗп вӗт…
Пӳртри урайӗнче ещӗк ларатчӗ. Ҫавӑнта «Хатӗр пул», «Капкӑн» тата ытти журналсем пурччӗ. Ку ещӗкрен Юра тусӗсемпе хӑпма пӗлмен ӗнтӗ. Пӗчӗкскерсем пӗрле ларса кӗнекесене суйлаттӑмӑр, сӑн ӳкерчӗксене пӑхаттӑмӑр. Кайран каялла кӗртсе хураттӑмӑр.
Юра манпа пӗр ҫулхиччӗ. Сӑмах май Лиза аппан ачисенчен пӗри пулнӑ вӑл — кам пӗлмест-ши Юрий Петров-Вирьяла! Хаклӑ тӑванӑм, чӑвашсен паллӑ поэчӗ Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. Унӑн куккӑшӗ Варфоломей Эншей те халӑх хушшинче ырӑ йӗр хӑварнӑ паллӑ ҫын шутланать.
Тепӗр самант та аса килет. Енше ҫырмипе юнашарах тӗлӗнмелле сад хунаса кайнӑччӗ. Унта тӗрлӗ йышши улмуҫҫисем, грушӑсем ҫитӗннӗ. Мана, виҫҫӗри ачана, Эншей сад пахчине кӗртсе кӑтартнӑччӗ, эпӗ хам алӑпа груша татнӑччӗ. Ҫавна астӑватӑп тата… 1941—1942 ҫулсенче хӗл сиввипе ҫимӗҫ йывӑҫҫисем хӑрса пӗтрӗҫ. Хальхине ҫине тӑнипе утмӑлмӗш ҫулсенче ӗрчетсе ятӑм эпӗ.
— Дмитрий Арсентьевич, Вархушӑн сӑвӑ-калав ҫырас туртӑм хӑҫан аталаннӑ-ши?
— Пичче 1927 ҫулта Еншикри тӑватӑ класлӑ шкула ҫӳреме тытӑннӑ. Виҫҫӗмӗш класра вӗреннӗ чухне Апполон Федоров учитель ертсе пынипе ачасем алӑпа ҫырса "Калта" ятлӑ журнал кӑларса тӑнӑ. Тӑрӑшуллӑ, тавра курӑмлӑ Вархуша журналӑн редакторӗ пулма шаннӑ. Эншейӑн сӑввисем малтанах унта кун ҫути курма пуҫланӑ.
Варфоломей Арсентьевич ҫине тӑрса вӗреннӗ. Еншикри шкул хыҫҫӑн Супарти шкулта пӗлӳ пухнӑ.
1935 ҫулта, учитель пулас ӗмӗт-шухӑшпа, Ҫӗрпӳри педучилищӗне вӗренме кӗнӗ. Пичче 1937 ҫулта литература ӗҫне нихҫанхинчен те ытла кӳлӗннӗ. Педучилищӗре вӑл юратнӑ хӗрӗпе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Верӑпа паллашнӑ. Ҫакӑнтах хамӑр районти Кӗрекаҫ каччипе — Филипп Андреев ҫыравҫӑпа — тӗл пулнӑ.
Пиччен сӑвви-калавӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл хӑй ҫырнисене типтерлӗ, тӗплӗ пухса пынӑ. Шел, ҫирӗм пӗр ҫултах, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тухнӑ ҫул Тӑван ҫӗр-шыва хӳтӗлесе паттӑрсен вилӗмӗпе пуҫне хунӑ. Хыпарсӑр ҫухалнӑ вӑл. Ӑҫта вилни паллӑ мар. Те Украина, те Белорусси ҫӗрӗсем ҫинче…
Автортан. Вархуш Эншей ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнӑ май 2005 ҫулта районта поэт-фронтовикӑн сӑввисене пухса «Чечекленчӗ ман ҫӗр-шывӑм» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна вулакансем патне ҫитерес тӗлӗшпе Николай Ершов (Янгер) сӑвӑҫ пысӑк тӳпе хывнӑ.

Г.Тусли,
«Ял пурнӑҫӗ», 109-110№, 2010, авӑн, 24


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-29 09:51:31 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4360 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем