Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малтанхи утӑмсем (ЧФКФ)

Сисӗнмесӗр хǎвǎрт иртет вǎхǎт, ӗнер кǎна пӗрремӗш курсра вӗренме пуҫларǎмǎр, паян акǎ хамǎра вӗрентекен шутне кӗртсе шкула педпрактикǎна кайма та вǎхǎт ҫитрӗ. Ку пире, аслǎ курсри студентсене, шаннǎ пӗрремӗш яваплǎ ӗҫ.
Пире, Чǎваш Патшалǎх университечӗн чǎваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсене: Лена Андреевǎна, Оля Ивановǎна, Настя Антоновǎна, Таня Семеновǎна, Алина Васильевǎна тата Алена Барышниковǎна тӗп хуламǎрǎн Ленин проспектӗнче вырнаҫнǎ 24-мӗш номерлӗ шкулта вӗрентӳ практикине ирттерме тӳр килчӗ. Мӗнле хǎюсǎррǎн та хǎраса кӗтӗмӗр эпир шкул директорǎн кабинетне. Анчах вǎл пире ǎшǎ кǎмǎлпа кӗтсе илчӗ. Унпа паллашса кǎшт калаҫсассǎнах пирте шикленӳ туйǎмӗ сӗвӗрӗлчӗ.
Пире икшерӗн пайларӗҫ те пӗр вӗрентекен ҫумне ҫирӗплетрӗҫ. Вӗсем пире шкулти кун йӗркипе, расписанипе паллаштарчӗҫ, хӑюллӑрах пулма хавхалантарчӗҫ. Эпир пӗрремӗш кунах вӗсемпе уроксене ҫỹреме пуҫларӑмӑр. Виҫӗ кун уроксем итленӗ хыҫҫӑн пире хамӑра уроксем ирттерме шанса пачӗҫ. Эпир хамӑра шаннӑ ӗҫе пысӑк яваплӑхпа пуҫӑнтӑмӑр, университет ятне ярас мар тесе чунтанах тӑрӑшрӑмӑр.
24-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен учительсене Ирина Николаевна Орловӑна, Светлана Николаевна Федотовӑна, Людмила Германовна Агафоновӑна тата Галина Николаевна Пичужкина завуча тав сӑмахӗ калатпӑр. Вӗсем пире мӗн-пур йывӑрлӑхсене сирме пулӑшса пычӗҫ, уроксене хатӗрленӗ, ирттернӗ чухне ӗҫлӗ канашсем парсах тӑчӗҫ.
Пире практика вӑхӑтӗнче Ҫӑварни уявӗ шкул ачисемпе йӗркелесе ирттерме шанчӗҫ. Эпир асаннесен йӑли-йӗркине тӗпе хурса ҫак уява йӗркелесе ирттертӗмӗр.
Кашнинех икшер зачет урокӗ ирттерме тӳр килчӗ. Темӗнле хаваслӑ вӑхӑтӑн та вӗҫӗ пулать. Эпир те шкулта ачасене, вӗрентекенсене хӑнӑхса ҫитрӗмӗр кӑна - практика вӗҫленчӗ те. Ачасене пирӗнпе питӗ интереслӗ пулнӑ иккен, вӗсем пиртен уйрӑлма йывӑррине палӑртрӗҫ.
Хулари шкулсенче чӑваш чӗлхине юратса вӗренменни пирки илтеттӗмӗр, шкула килсессӗн вара ку сӑмах тӗрӗс мар пулнине ӑнлантӑмӑр. Хамӑр куҫпа курса ӗнетӗмӗр, чӑвашла мӗнле таса та ҫепӗҫ калаҫаҫҫӗ, тӑрӑшса вӗренеҫҫӗ ачасенчен ытларахӗшӗ!
Манӑн тата ҫакна каласа хӑварас килет: тӑван университетра тӑватӑ ҫул пухнӑ теориллӗ пӗлỹ пире шкулта мӗн тери кирлине педпрактика вӑхӑтӗнче уҫҫӑн туйса илтӗмӗр, ҫавӑнпа хамӑра чунтан юратса вӗрентекен уриверситетри преподавательсене тав сӑмахӗ калас килет.

Лена Андреева, Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 4 курс студентки


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-09-16 18:31:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3399 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем