Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Л (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



ЛАВККАҪӐ, ч.с. 1. Лавккара ӗҫлекен, магазинра сутӑ тӑвакан ҫын; сутӑҫ, сутуҫӑ. Хӑмӑр куҫлӑ хӗр лавккаҫӑ... Каччӑ татӑлмасть магазинран! А.Тимофеев, 1994, 45 с. Йысна юлташӗпе лавкка умӗнче тӑрать... «Ма пулӑшмастӑн йыснуна.» — тет мана лавккаҫӑ. Ҫ-т, 1999, 1—2 /, 59 с. Ачаранах лавккаҫӑ пулма ӗмӗтленнӗ... Сутуҫӑ пулатӑп теттӗм. К-ш, 2000, 25 /, 1 с.
2. Лавкка-магазин тытакан ҫын; лавкка хуҫи, усламҫӑ. Шупашкарти пысӑк лавккаҫӑ, аслӑ пӗлӳллӗ ҫын, кӗнеке кӑларсан мӗн чухлӗ услам пулассипе кӑсӑкланчӗ. Х-р, 5.09.1996, 3 с.
ЛАМБАДА, ҫ.с. Латинла Америкӑран килнӗ, пӗҫҫе вылятса мӑшӑрлӑн ташламалли хӗрӳллӗ ташӑ. Иксӗмӗр ламбада ташланӑ чух пӳлӗме ... ашшӗ кӗрсе тӑчӗ. ҪХ, 23.11.2001, 12 с. Каччӑпа хӗр ламбада ташлаҫҫӗ. Ар, 2002, 35 /, 4 с.
ЛАНКӐШТАТ, п.в. Лакӑштат, лӑкӑштат; лӑпсӑртат, танкка. Ирӗксӗрех ун ҫуран ланкӑштатмалла пулчӗ яла. Хв. Уяр, 1984, 251 с. Иккӗшӗ те каялла пӑхса илчӗҫ те пӗр чарӑнмасӑр ланкӑштатрӗҫ. ҪХ-рӗ, 8.12.1999, 2 с.
ЛАРТӐМ, ҫ.с. Пьеса лартни; спектакль, постановка. Ҫавӑн пек лартӑмсенчен пӗри — Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши ҫырнӑ «Итлемен чӑх чӗппи» пьеса-юмах. Т-ш, 1998, 5 /, 2 с. Сцена ӑстисен коллективӗ куракансене ҫӗнӗ сезонра чӑвашла лартӑмсемпе татах та савӑнтарӗ. Т-ш, 2000, 42 /, 3 с.
ЛАҪ, п.п. Пултарулӑха аталантармалли, ӑсталӑха туптамалли вырӑн; пӗр-пӗр ӗҫ хутлӑхӗ. Пӗлетӗп, сӳнмӗ лаҫ — сатирӑн ҫулӑмлӑ лаҫҫи. К-н, 1982, 17 /, 2 с. Ара, «Капкӑн» вӑл — кулӑш лаҫҫи-ҫке! К-н, 1987, 11 /, 6 с. Политика лаҫҫинче мӗн хӑтланнине ӑнланакансем... ХС, 1999, 17 /, 3 с. Ӑслӑлӑх лаҫҫи сӳнмен-ха, вутне хурса тӑракансем пур. Х-р, 28.04.2000, 2 с.
— кадрсен «лаҫҫи» (Х-р, 6.02.2003, 1 с.).
ЛАША, 1. Ҫ.п., астрол. Хӗвелтухӑҫ йӑлипе ҫулталӑксен ылмашӑвне кӑтартакан вуникӗ паллӑран (чӗрчунтан) ҫиччӗмӗшӗ. 1990 ҫул, Авалхи Китай календарьне пӑхсассӑн, Лаша ҫулӗ ятлӑ. Тепӗр тӗрлӗ каласан, унӑн паллиЛаша. ЯБ, 1990, 1 /, 61 с. Лаша ҫулӗ вӑрӑсене ӑнӑҫу кӳмест. Х-р, 10.01.2002, 1 с.
— Вутлӑ Лаша ҫулӗ (ЯБ, 1990, 1 /, 63 с.).
2. Ҫ.п., астрол. Ҫак чӗрчунпа палӑртакан ҫулталӑкра (Лаша ҫулӗнче) ҫуралнӑ ҫын. Ҫак ҫул Лашана тӗрлӗ ҫитӗнӳ валли вӗҫсӗр-хӗрсӗр анлӑ майсем туса парать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Лашасем питӗ вӑйлӑ юратса пӑрахӗҫ. ҪХ, 1998, 52 /, 7 с.
3. П.п., спорт. Гимнастика хусканӑвӗсем тумалли тӗревлӗ пӑрӑс. Нина «лаша» урлӑ сикессипе иккӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. ҪХ, 1999, 11 /, 12 с.
4. П.п., шӳтл. Ал туйи, патак. Кукамай кайма пуҫтарӑнчӗ, «Вӗт-шакӑр, ҫавӑтса килсемӗр манӑн лашана». Н.Ишентей, 1997, 70 с.
— кукамайӑн эрешлӗ лаши (А-а, 2002, 46 /, 3 с.).
ЛӐПКӐЛӐХ, п.п. Хастарлӑха ҫухатни; сӳрӗклӗх, мӑранлӑх. Шел, хӑшӗ-пӗрисем ... лӑпкӑлӑх тыткӑнӗнчен тухасшӑн мар курӑнать. К-н, 1979, 18 /, 8 с. Мехколонна начальникӗ пулнӑ Г.Матвеев лӑпкӑлӑх серепине кӗрсе ӳкнӗччӗ. К-н, 1985, 20 /, 9 с. Ҫын хӑй мӗнле пурӑннипе килӗшме пуҫлать иккен, хӑй ҫине лӑпкӑлӑх чирне утлантарать. А.Емельянов, 1990, 219 с.
— лӑпкӑлӑх ытамне ҫаклан (Я-в, 1967, 7 /, 28 с.); лӑпкӑлӑх тапхӑрӗ (Х-р, 15.06.1993, 2 с.).
ЛӐПЛАНТАРУ, п.с. Ӑша вырттарни, сапӑрлани; йӑпату. Халӑхӑн ватӑлнӑ пайне лӑплантарупа килӗшӳ сӑмахӗ калама пултарчӗҫ вӗсем. Б.Чиндыков //П-н, 1990, 2 /, 9 с. Шалти политикӑра Горбачев 10 процент хӑратупа тата 90 процент лӑплантарупа усӑ курнӑ. Х-р, 13.03.1996, 3 с. Тӗн кӗнекисенче час-часах тӗл пулакан чылай сӑмах революци хыҫҫӑн тухнӑ чӑвашла-вырӑсла словарьсенче ... тивӗҫлӗ вырӑн тупайман, лӑплану, ... ӳпкелӳ, тиркӳ, лӑплантару. ЧЧП, 1999, 134 с.
ЛӐПЛАНУ, п.в. Лӑпланӑҫ, лӑпкӑлӑх; канӑҫлӑх, канлӗх. Таса-лӑх, лӑплану, этем хисепӗ... П.Хусанкай, 1982, 260 с. Анчах этем ... лӑпланупа ҫутӑ шанчӑк кӳрсе тӑракан асаилӳсене манмасть. П.Афа-насьев, 1985, 162 с. Упраӑшри тӳлек сасса, лӑпланӑва. Г.Айхи, 1988, 63 с. Сыпам-ха, ман ҫук лӑплану. К.Бельман, 1999, 61 с.
— лӑплану туйӑмӗ (А.Игнатьев, 1978, 54 с.); «лӑпланусӑр» пурӑн (ҪХ, 9.10.1998, 9 с.).
ЛЕГИТИМЛӐ, ҫ.с. Саккунлӑ, правӑпа килӗшӳллӗ. Саккун хӑй вето правине легитимлӑ тума май парать. Х-р, 13.02.1997, 2 с. Каччӑн легитимлӑ тупӑш ҫӑл куҫӗ ҫук. ҪХ, 2000, 5 /, 4 с. Эпир ... Чӑваш патшалӑхӗ пулса юласшӑн пулсан, ҫак ыйтӑва [«республика гражданлӑхне»] легитимлӑ татса пама вӑй ҫитермеллех. Х-р, 14.10.2000, 4 с.
ЛЕГИТИМЛӐХ, ҫ.с., юрид. Правӑпа килӗшӳллӗ пулни, саккуна тивӗҫтерни, общество ирӗкӗпе ҫирӗпленни; саккунлӑх. Саккунлӑхӗ-мӗнӗ, хальхи пек каласан, легитимлӑхӗ, тӗрӗссипе, Совнаркомӑн та, Вӑхӑтлӑх е Ҫӗпӗрти правительствӑсен те пӗрех пулнӑ. Х-р, 26.09.1992, 2 с. Эсир ... хӑвӑр ӗҫ вырӑнӗсемпе полномочийӗрсен легитимлӑхне те пӗтертӗр. Х-р, 1.08.1996, 1 с.
ЛЕСБИЯНКА, ҫ.с. Арлӑх тӗлӗшӗнчен хӑйӗнпе пӗр пеккине (хӗрсемпе арӑмсене) савакан хӗрарӑм; гомосексуаллӑ (туп.) хӗрарӑм. Ку «произведени» пуҫламӑшӗ лесбиянкӑсем ҫинченччӗ. В.Эктел, 1996, 101 с. Илемлӗ хӗрарӑм, пӗр хут та качча тухман, арҫынсемпе ҫыхланмасть. Тен, лесбиянка. ҪХ, 2000, 30 /, 5 с. Джоли лесбиянка пулса тӑнӑ [Пуҫелӗк]. Х-р, 7.09.2001, 3 с. Ун пирки лесбиянка теме те именмеҫҫӗ. ҪХ, 2001, 49 /, 8 с.
ЛЕСБИЯНЛӐХ е ЛЕСБИЯНСТВО, ҫ.с. Хӗрарӑмсен (амасен) пӗр-пӗрин хушшинчи ар ҫыхӑнӑвӗ; хӗрарӑмпа хӗрарӑм савӑшни. Вӑл хӗр-туссем тупатьмастурбаци, лесбиянлӑх... Х-р, 23.03.1993. Сӑрт-ту гориллисен амисем хушшинче вара лесбиянство текен пулӑм тымар янӑ. ҪХ, 2000, 14 /, 5 с.
ЛӖПӖРТЕТӲ е ЛӐПӐРТАТУ, п.в. Талпас ҫапни, сӑмах авӑртни; лапӑртату, сӳпӗлтетӳ. Ме, вула... Лайӑх сӗнӳ панӑ-и эпӗ е ниме тӑман лӑпӑртату ҫеҫ кунта. К-н, 1977, 18 /, 8 с. Анчах эпир концерта кайсан мӗн куратпӑр. Сывлӑшпа карӑнтарнӑ хӑмпӑсем тата лӗпӗртетӳ. ҪХ, 1999, 29 /, 12 с.
ЛӖПӖШ, ҫ.п. е каҫхи лӖпӖш, ҫӖрлехи лӖпӖш, ҫ.я., эвф. Хӑйӗн ӳтне сутакан хӗрарӑм; аскӑн майра, катӑк йӗм. Пур пек укҫи-тенкине эрех ӗҫсе, табак туртса, картла выляса, хӑйнешкел ҫӑмӑлттай «лӗпӗшсемпе» ашкӑнса пӗтеретчӗ. Л.Маяксем //Х-р, 6.01.1998, 3 с. Купюрӑсене чӑштӑртаттарса джентельмен ресторана пырса кӗнӗ. Хӑлхашӑн кӑмӑллӑ чӑштӑртатӑва илтсе «каҫхи лӗпӗш» вӗҫсе килнӗ. ҪХ, 2001, 20 /, 4 с. Хӑй ҫӗрӗпе «каҫхи лӗпӗшпе» пӗрле пулнӑ. ЧХ, 2001, 29 /, 4 с. Тем курса ларӑн тата, ара, «лӗпӗшӗ» вӑйпах ҫыпҫӑнать. Ар, 2001, 22 /, 3 с.
— ҫӗрлехи «лӗпӗш» (Х-р, 6.06.2000, 2 с.; Т-ш, 2001, 33 /, 10 с.).
ЛИБЕРАЛ-ДЕМОКРАТ, п.с., ҫ.п. РЛДП (туп.) йышне кӗрекен ҫын; жириновец (туп.). Либерал-демократсен (Жириновский партийӗн) тӗп комитечӗн пай пуҫлӑхӗ Г.Казанцев. Х-р, 10.09.1992, 2 с. Либерал-демократсен ҫулпуҫӗ Жириновский еплерех ҫын вара. ...Либерал-демократсен лидерӗн ирсӗр ӗҫӗсем пӗтӗм депутат корпусӗ пирки ... начар шухӑш ҫуратаҫҫӗ. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.
ЛИБЕРАЛИЗАЦИЛЕ, ҫ.с., полит., экон. Чарусене чакарса ытларах ирӗк пар; ирӗке яр. В.Путин «Газпромӑн» хаклӑ хучӗсене либерализацилес енӗпе ӗҫ ушкӑнӗ туса хурасси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Х-р, 10.04.2001, 2 с. Хаксене либерализацилесси промышленность продукцийӗсене те пырса тиврӗ. ХС, 2003, 83 /, 2 с.
ЛИДЕРЛӐХ, ҫ.с. Ҫул пуҫ пахалӑхӗ; ертӳҫӗ тивӗҫӗ-тайӑнӗ. Вӗсем пӗр тантӑш мӑшӑрсенчен кӑшт кӑна аслӑрах-ха, анчах ... лидерлӑх палли пурсӑпайлӑ, ӑслӑ, кӑмӑллӑ лидерлӑх. А.И.-Ехвет //Х-р, 12.09.1996, 3 с. Ӑна тума нимле пултарулӑх та, нимле тавҫӑрулӑх та, нимле «лидерлӑх» та кирлӗ мар. Д.Гордеев //Х-р, 2.08.2000, 4 с.
ЛИЗИНГ, ҫ.с., фин., экон. Техникӑна (е урӑх пурлӑха) майӗпен тӳлесе татмалли йӗркепе тара илни; аренда. Ҫакмалли-кӑлармалли техникӑна ... лизинг мелӗпе туянма пулать иккен. Х-р, 17.04.1996, 3 с. Колхоз топливо тата электроэнерги шучӗпе укҫа перекетлесшӗн, лизинг йӗркипе ҫӗнӗ машинӑсем илсе чуралӑха кӗрсе ӳкесшӗн мар. ЧҪ, 1998, 14 /, 11 с. Виҫӗм ҫул лизингпа икӗ трактор туяннӑ. ХС, 1999, 23 /, 2 с. Лизинг ял хуҫалӑх экономикине тӗреклетме пулӑшать [Пуҫелӗк]. Х-р, 2.12.2000, 2 с.
— лизинг операцийӗсем (Х-р, 8.04.1993, 4 с.); лизинг фончӗсем (ХС, 18.11.1997, 1 с.); лизинг компанийӗ (Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.; Х-р, 7.04.2001, 1 с.); лизинг ӗҫӗсем, лизинг килӗшӗвӗ (Х-р, 2.12. 2000, 2 с.);
— финанс лизингӗ, «Чӑвашагропромлизинг» (Х-р, 2.12.2000, 2 с.).
ЛИКВИДАТОР, ч.с., ҫ.п. Чернобыльти аварин (1986 ҫ.) е ҫавӑн йышши урӑх инкекӗн сиенне катертме хутшӑннӑ ҫын. Шупашкарти «Северная» клиникӑра выртакан ликвидаторсем [Мисчӗри аварие сирекенсем] хӑйсен пухӑвне ирттернӗ. Унта 32 ликвидатор хутшӑннӑ. Х-р, 29.05.1996, 1 с. Ун пек хутсене Чер-нобыльте паман-ҫке, Раҫҫейри 50 пин ликвидатортан 163-шӗ кӑна ҫакӑн пек справкӑсем кӑтартма пултарать. ҪХ, 1998, 44 /, 2 с. Радиаци катастрофинче вилнисене асӑнмалли кун Ҫӗнӗ Шу-пашкарта «ликвидаторсене» халалланӑ монумент уҫӑлчӗ. (Х-р, 29.04.2003, 1 с.).
танл., чернобылец.
ЛИМОН, ҫ.п., жарг. Миллион тенкӗ. Виҫӗ «лимонлӑх» пӗр пӗчӗк ӗҫ тупӑнчӗ. ҪХ, 1997, 20 /, 1 с. Манран хваттер валли тесе виҫӗ «лимон» илни ҫитмест — халь тата тӑван аннӳне ҫаратасшӑн. Х-р, 6.01.1998, 3 с. Рекламӑпа ҫыхӑннӑ килӗшӳсем ӑна тата 6 «лимон» кӳреҫҫӗ. ҪХ, 1998, 47 /, 8 с.
— «лимон» тӳле (ҪХ, 1997, 28, 6 с.).
ЛИМОННИК, п.с. Лимон шӑршиллӗ, хӗрлӗ ҫырлаллӑ, явӑнса ӳсекен тӗмӗ. Лимонник, актиниди, ... хура тата шурӑ хурлӑхан, йӗплӗ хурлӑханкама мӗн кирлӗ, суйла кӑна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Пахчаҫӑсен калаҫӑвӗсене тимлесен ҫӗнӗ культу-рӑсен ячӗсем хӑлхана кӗреҫҫӗ, актиниди, лимонник, айва... К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Лимонник ... сивве тӳсӗмлӗ. Ар, 2002, 20 /, 4 с.
ЛИҪВАН, п.с. Ҫемҫе лӑсӑллӑ, ҫирӗп вулӑллӑ, кӗркунне ҫаралакан йывӑҫ; лиственница. Лиственница ячӗ чӑвашла та пур, лиҫванҪӗпӗрти чӑвашсем ҫапла калаҫҫӗ. В.Митта //Я-в, 1955, 4 /, 30 с. Лиҫвансемчӑн-чӑн аристократ йывӑҫсем. Хв.Уяр, 1978, 25 с. Хыр-чӑрӑшпа пӗр тӑван, вӑрманта ӳсет лиҫван. Ҫ-т, 2001, 5—6 /, 20 с. Лиҫван лайӑх авӑнать, ... час ҫӗрмест. О.Алексеев, 2001, 41 с.
— яштака лиҫван (К.Турхан, 1961, 44 с.; Т-ш, 1993, 17 /, 3 с.).
ЛИЦЕЙҪӐ е ЛИЦЕЙҪӖ, ҫ.с. Лицейра вӗренекен ача (ҫамрӑк). Вӗренӳре ӑнӑҫу сире, пӗрремӗш лицейҫӑсем! А.Крыльцов //КЯ, 27.10.1990, 2 с. Чӑваш наци лицейӗн 8 класӗнче вӗрене-кенсене лицейҫӑ ятне пачӗҫ. ҪХ, 1997, 52 /, 4 с. Ӗнерхи лицей-ҫӗсем — паян пурте студентсем. Т-ш, 1998, 12 /, 4 с.
— чӑваш-турккӑ лицейҫи (Т-ш, 10.12.1994, 5 с.).
ЛИЦЕНЗИЛЕ, ҫ.с. Лицензи пар; лицензи ил. Алкоголь продукцине розницӑпа сутассине лицензилесси ҫинчен калакан положени. Х-р, 5.09.1996, 1 с. Шупашкарти «Экспресс» лавккара вырнаҫнӑ музыка киоскӗнче лицензиленӗ аудио- тата видеокассетӑсене сутаҫҫӗ. ҪХ, 2000, 11 /, 12 с.
ЛОББИ, п.с. Хӑйне кирлӗ пек йышӑнусем тумашкӑн тӳре-шарана (туп.) тата саккун кӑларакансене вӑйӑм кӳрекен ушкӑн; хистев ушкӑнӗ. Президента [Ельцина] тӳнтерле витӗм кӳресрен шикленнӗ «Химпромӑн» хӑватлӑ лоббийӗ ... Федорова Советсен ҫурчӗ умӗнчех тӑратса хӑварнӑ. Х-р, 15.09.1992, 3 с. Ҫакӑ кӗ-пӗрнаттӑрсен Думӑри лоббине ҫеҫ кирлӗ мар. Х-р, 7.10.2000, 1 с. «Енчен те Президент пулсан» эпӗ лобби йӑлине кӑклама тӑрӑшӑттӑм. ҪХ, 2003, 8 /, 7 с.
ЛУЧӐРКА, п.в. Лӳчӗрке, лутӑрка; тӗркеле, лапчӑт. Беляев пирус тӗпне атӑ кӗллипе пусса лучӑркарӗ. А.Артемьев, 1970, 83 с. Ывӑлне ҫак самантра лучӑркаса хурас килчӗ унӑн. В.Алендей, 1986, 260 с. Вӗсене сӑлтав пар ҫеҫ, ... пире нимӗн юлми таптаса, лучӑркаса тӑкма хатӗр. М.Юхма, 1990, 403 с. Кайран конфоркӑсене типӗ ҫӗтӗкпе е лучӑрканӑ хаҫатпа сӑтӑрӑр. ХС, 1999, 24 /, 4 с.
— ЧВС, 1961, 217 с.; Егоров, 1954, 107 с.
ЛӲППЕРЛӖХ, ҫ.с. Сӳрӗклӗх, ҫаврӑнӑҫусӑрлӑх, мӑранлӑх. Шел те, ҫак «шухӑшӑн» лӳпперлӗхне ӑнланакансем ҫукпа пӗрех. Э.Илле //Х-р, 2.08.2000, 2 с. Демократие ҫав тери пысӑк сиен кӳчӗ вӑл [Б.Ельцин], ... пырне пула, лӳпперлӗхне пула. Л.Таллеров //Х-р, 17.07.2001, 2 с.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:56:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3912 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем