Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӑкӑр шаккаса ҫӳреместпӗр

Досье
Мадуров Федор Иванович, скульптор
ҫуралнӑ: 1942 ҫулхи акан 24-мӗшӗ
ӑҫта ҫуралнӑ: Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче
ашшӗ-амӑшӗ: Иоан Терентьевич, алӗҫ ӑсти, тимӗрҫӗ, раскулачить тунӑ хыҫҫӑн Беломорканал тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Аксиния (Акҫӳк), колхозница
пӗлӳ:Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗ
паллӑ ӗҫӗсем: Шупашкарти «Мускав ҫулӗпе», Шӑмӑршӑри Чӑваш наци вӑрманӗнчи «Ҫулталӑкри уйӑхсем», Ильинкӑри «Вӑйӑ карти» скульптура композицийӗсем, Третьяковка галерейинчи «Каварлашу», «Кӗтни» скульптурӑсем, Мускаври Вырӑс музейӗнчи «Инхозница» скульптура, Шупашкарти П.Егоров палӑкӗ, Кӳкеҫри Н.Бичурин палӑкӗ.

Блиц-опрос:
— Гороскоппа?
— Вӑкӑр
— Пирус туртатӑн-и?
— Ҫук.
— Мӗнле эрех юрататӑн?
— Кӑштах шуррине тутанкалатӑп.
— Мӗнле тӗс юрататӑн?
— Пур тӗсе те юрататӑп.

Чӑвашсен пултаруллӑ cкульпторӗ Федор Мадуров чылай ҫул хушши ӗнтӗ ҫын ҫинче пит курӑнсах каймасть. Вӑл ытларах килте ӗҫлет — ҫӗнӗ идейӑсем, ҫӗнӗ скульптурӑсем, композицисем…
1974 ҫултанпах Мадуровсен ҫемйи Алькешри хӑйсем тунӑ ҫуртра пурӑнать, кунтах — унӑн тӗп творчество мастерскойӗ те, галерейи те. Художникӑн куҫа тыткӑнлакан чи хӳхӗм ӗҫӗсем — «Чӑвашсен храмӗ», «Тӗнчене пултаракан хӑват», «Аҫапа ама», «Икар», «Нумай ача тунӑ хӗрарӑм» бронза скульптурӑсем, ҫыруллӑ кӗпе тӑхӑннӑ чӑваш хӗрӗ галерейӑра упранаҫҫӗ. Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗн тапхӑрӗсене сӑнлакан панносем тата П.Егоров художникӑн бюсчӗ — пахчара. Галерея айӗнчи мастерскойра — ҫӗнӗрен пуҫланӑ вуншар та вуншар ӗҫсем.

– Мӗнле ҫӗнӗ ӗҫсем хатӗрленӗ эсӗ юлашки ҫулсенче?
— Юлашки вун ултӑ ҫул хушшинче эпӗ халӑх умне пысӑк ӗҫ нимех те тӑратма пултараймарӑм, майӗ пулмарӗ, пустуй ирттертӗм вӑхӑта. Ҫӗнӗ президент ҫине шанчӑк пысӑк-ха манӑн.
Ку — Петр Егоров архитектор бюсчӗ. «Гражданпроект» чарӑнура тӑраканни — малтанхи вариант пулчӗ. Ку вариантпа вара тӗпрен ӗҫленӗ, Егоров палӑкне хӑй ҫуралнӑ вырӑнта та лартмалла. Ҫыннӑн скульптурине хатӗрленӗ чухне икӗ мелпе ӗҫлеҫҫӗ. Палӑртнӑ ҫын сӑн ӳкерчӗксенче мӗнле пулнине пӑхса пурнӑҫлани — биологилле сӑнар. Эпӗ вара пластикӑллӑ сӑнарсем тума юрататӑп. Ӑна шыраса тупма йывӑр: хӑш документсенче ҫав сӑнар — ҫамрӑк, тепринче — ватӑ, унӑн чун пуянлӑхӗ, пурнӑҫ тӗллевӗ мӗнле пулнӑ, ҫавна йӑлтах сӑнра палӑртма тӑрӑшатӑн. Фотографиллӗ сӑнар вӑл — муляж. Унта ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ, идейи ҫук.
— Санӑн «Мускав ҫулӗпе» скульптура композицийӗ нумай ҫул хушши Мускав ҫулӗ ҫинче тӑчӗ, кайран мӗншӗн урӑх вырӑна куҫарчӗҫ ӑна?
— Сӑлтавне йӗркеллӗ пӗлеймерӗм. Ӑна 1984 ҫулта лартнӑччӗ. Халӗ паркра ларать. Ҫак палӑка унта куҫарнӑ хыҫҫӑн «Чӑвашсем халь Мускава мар, мунчана каяҫҫӗ», — тенине илтнӗ. Ара, мунчана хирӗҫ ларать-ҫке халь вӑл.
— Шӑмӑршӑри «Ҫулталӑкри уйӑхсем» скульптурӑсен композицийӗ — тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫ. Унта халӗ те машинӑсем час-часах чарӑнаҫҫӗ, ҫынсем юнашар тӑрса сӑн ӳкереҫҫӗ, йӗри-тавра тишкерсе пӑхаҫҫӗ, анчах та кивелсе пырать вӑл.
— Ӑна 1976 ҫулта туса лартнӑ. Хӑйӗн срокне тултарчӗ ӗнтӗ вӑл. Хыртан тунӑччӗ вӗсене, майӗпен юманпа улӑштарса пымаллаччӗ, анчах май пулмарӗ ӗнтӗ. Хам вӑйпа ик-виҫҫӗшне улӑштартӑм, малалла ӗҫ каймарӗ. Халӗ эпӗ вӗсене списать туса, хам вӑйпа реставрацилесшӗн те кӑштах, хам ҫуралнӑ ялта атте килӗнче пысӑк сарай туса унта пуҫтарса хурасшӑн. Унта эпӗ Мадуров пӗр тӑвансен музейӗ йӗркелесшӗн-ха. Манӑн Васили пичче Королевпа пӗрле ӗҫленӗ, ракета тӑваканӗ пулнӑ: наука бюровӗн руководителӗ. Вилчӗ ҫав, нумаях пурӑнаймарӗ. 37 ҫултах старик пулса ларчӗ — ракета топливи — питӗ-питӗ сиенлӗ. Вӗсем хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗ.
— Раҫҫей культура фондӗнче санӑн «БАМ тӑвакансем» скульптура упранать. Унӑн историйӗ епле?
— 1974 ҫулта эпӗ БАМа каякансен ушкӑнне лекме творчество конкурсне хутшӑнтӑм, унта кайма тивӗҫ пултӑм. Пире Брежнев ӑсатса ячӗ, комсомольски путевкӑпа тухса кайрӑмӑр. Усть-Кутран Звездный хулине 65 ҫухрӑм ҫуран утса тухрӑмӑр.
— Творчествӑра эсӗ пӗччен-и е ҫывӑх туссем-коллегӑсем пур?
Владимир Агеевпа — эпир питӗ ҫывӑх туссем. Презентацисем пӗрле ирттеретпӗр, иксӗмӗр тӗл пулса калаҫатпӑр темччен. Вӑл — питӗ вӑйлӑ художник, ун пултарулӑхне никампа та танлаштарма ҫук. Ун шайне ҫитекен художник пулнӑ-ши пирӗн е ҫук?
— Натурщицӑсем пулнӑ-и санӑн? Аҫапа ама сӑнарне камран ӳкернӗ?
— Эпӗ сӑнарсене пӗтӗмлетӳллӗ тӑватӑп. «Аҫапа ама» — ӗмӗтре ҫуралнӑ сӑнар. Ятарласа хӗрарӑмпа арҫынна юнашар тӑратса ӳкернӗ сӑнар мар. Паллах, пурнӑҫа, ҫынсене сӑнанӑ, ҫак идейӑна шыранӑ. Нумай хӗрарӑмпа арҫын сӑнарӗ пӗтӗҫнӗ унта.
— «Нумай ачаллӑ хӗрарӑм»?
— Ха-ха! Ӗлӗк чӑваш хӗрарӑмӗсем нумай ача ҫуратнӑ. Паян та ҫук мар.
— Тен, Кэпе турӑ вӑл?
— Ун пек тесе шухӑшласа туман. Чӑвашӑн ыр-хаярӗсене ӳкернӗ сӑнарсем пур-ха манӑн: Пихампарӗ те, Сехмечӗ те. Вӗсене сӑнарлӑхпа философи концепцийӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ.
— Юратнӑ хӗр-хӗрарӑм сӑнарне ӳкернӗ сӑнар пур-и?
— Юратнӑ хӗрарӑм сӑнарӗ манӑн — анне, чӑваш хӗрарӑмӗ. Акӑ вӑл — эпӗ аннепе аттене ӳкернӗ ӗҫ, манӑн чи малтанхи ӗҫ. Кашни ӗҫӗн хӑйӗн аури пур. Хӑй хӑватне парса кӑлараймасан, ҫав скульптурӑна эпӗ пурӑнтармастӑп, ҫӗмӗретӗп.
— Хӑвӑн сӑнару пур-и ҫак галерейӑра?
— «Тӗнчене пултаракан хӑват» — эпӗ хам. Ну, мӗнле пек эпӗ ку сӑнарта? Ха-ха! Акӑ тата «Икар». Вӑл та — эпех, ҫӳлелле вӗҫесшӗн питӗ ӗмӗтленет, анчах та ҫунаттисем пӗчӗккӗ, касса янӑ унӑнне…
— Эсӗ чӑваш тӗнне ҫӗклес текенсен ушкӑнне йӗркеленине илтнӗ.
— «Чӑвашсен ӑс-тӗн академийӗ» ҫутҫанталӑкпа экологи тӗн пӗрлешӗвне 1999 ҫулта йӗркелерӗмӗр. Пирӗн президент та пур — физика-математика наукисен докторӗ Дюис Ивлев профессор. Закон умӗнче эпир ислам, христиан тӗнӗпе пӗр тан. Ҫав тӗн вӑл — ҫынпа ҫутҫанталӑка ҫыхӑнтарса тӑракан йӗрке. Тӗн тени вӑл — халӑх инемӗ (интимное дело). Ҫавна публичнӑй тусан, вара разврат пулать. Ҫыннӑн турӑпа хӑй хушшинчи ӗненӗве хӑй ӑшӗнче ҫеҫ тытса пурӑнмалла. Тӗн нимле влаҫсене те служить тумалла мар, хӑй тӗллӗн пулмалла. Эпир кӑкӑр шаккаса ҫӳреместпӗр, уйӑрса лартнӑ служитель те ҫук пирӗн. 2006 ҫулта эпир «Координационный центр народной веры этносов Волго-Уральской ойкумены» форум ирттертӗмӗр. Хамӑрӑн сайта та уҫрӑмӑр, ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн пата ҫамрӑксем ҫырма пуҫларӗҫ — Америкӑран та, таҫтан та ҫыраҫҫӗ. Эпир ирҫесемпе, удмуртсемпе тачӑ хутшӑнса ӗҫлетпӗр. Вӗсем пирӗнпе пӗрле чӳке те ҫӳреҫҫӗ. Эпир пӗр-пӗрин хаҫачӗсене те ҫырӑнса илетпӗр.
Пирӗн хамӑрӑн Киремет пур. Эпир ҫулталӑкне тӑватӑ хутчен чӳк ирттеретпӗр: Мӑн кунра; 6-9 августра (1223 ҫулта чӑваш-пӑлхарсем «Така вӑрҫинче» Ылтӑн Урта ҫарӗсене ҫапса ҫӗмӗрнине палӑртса), ноябрӗн 5-мӗшӗнче «Кӗр сӑри» тӑватпӑр; пӗтӗм тӗнчере Олимпиада ирттернӗ ҫул «Улӑп вӑййи» ирттеретпӗр. Китай Тибета оккупировать тунине протестлесе, иртнинче ирттермерӗмӗр.
— Ачӑрсем ашшӗ ҫулӗпех кайнӑ-и?
— Ывӑл та, хӗр те Мускаври Строганов ячӗллӗ высший художественный университет пӗтерчӗҫ. Дмитрий «Традиционное художественное искусство и праздники чувашей» темӑпа диссертаци хӳтӗлерӗ. Халӗ археологи экспедицийӗпе Сирие кайнӑ-ха, Унта вӗсем Шумер вӑхӑтӗнчи ӗлӗкхи чӑваш хулине чавса кӑларасшӑн. Дина хӗрӗм университетра «Художественный металл» факультет пӗтерчӗ, капитана качча кайрӗ те халӗ Хорватире паруслӑ судно капитанӗ пулса, ӑмӑртусене хутшӑнать.
— Арӑмупа иксӗр те Чӑваш Республикин Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем пулнӑ. Суверенитетшӑн, ҫӗнӗ законсем йышӑнас тӗлӗшпе активлӑ пулнӑ. Ҫапла-и?
— Арӑм, Галина Андреевна, 11-мӗш созывӑн депутачӗ пулнӑ, эпӗ — 12-мӗш созывӑн. 1994 ҫулта эпӗ Верховнӑй Советӑн культура комиссийӗн председателӗн заместителӗ пулса ӗҫленӗ. Эпир ун чухне культура, тӗн пирки ҫӗнӗ законсем йышӑнтӑмӑр. Тӗн пирки закон йышӑннӑ чухне шӑпах чӑваш тӗнне ытти тӗнсемпе пӗр тан тесе йышӑнса хӑвартӑмӑр та. Депутат пулнӑ чухнехи манӑн чи пысӑк ӗҫ вӑл — Чӑваш наци паркӗ туни. Ун хыҫҫӑн эпир этнопарк тума пуҫланӑччӗ, анчах та пирӗн идейӑна сӳпӗлтисем ярса илчӗҫ те пӑчлантарчӗҫ.
Ҫапла, эпӗ питӗ активлӑ депутат пулнӑ. Чӑвашра президент суйласси пирки эпӗ чи малтан тухса калакансенчен пӗри пулнӑ. Ун чухне манран малтан хӑшӗсем тӑрӑхласа кулатчӗҫ:
— Вот, Федор Иванович, чувашского президента захотел, — терӗҫ.
— Тӑхтӑр-ха, — тетӗп. — Вӑт, закон йышӑнатпӑр малтан, унтан суйлатпӑр та.
Ҫапла вара законне те йышӑнтӑмӑр, хамӑрӑн президента та суйларӑмӑр.
— Суверенитет пирки те сахал мар калаҫнӑ эсир ун чухне. Халь мӗн шухӑшлатӑр?
— Эпир Раҫҫейрен уйрӑлса кайма шутламан. Хуҫалӑх ӗҫӗнче ҫеҫ ытларах самостоятельность тӑвасси пирки калаҫнӑ. Сӑмахран, ял хуҫалӑх кредичӗ илес пулсан, Мускавран ирӗк илесси, кирлӗ хутсем тӑвасси вӑраха каять, ӗҫе хӑвӑртрах тӑвас тени ҫеҫ пулнӑ вӑл пирӗн.

Людмила Сачкова, «Тӑван Ен», 2010, юпа, 8


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-12-18 20:40:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2301 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем