Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Куҫ шарҫине сыхланӑ пек упра

Тӑван ялӗнчен инҫете качча тухни хӗрӗ ашшӗ-амӑшне курма килнӗ. Ҫакскер хӑйӗн мӑшӑрӗпе питӗ кӑмӑллӑ-мӗн. Вӑл кӑна та мар, упӑшкисӗр пуҫне ҫӗнӗ кине хунямипе хуняҫи те килӗштереҫҫӗ курӑнать. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ малтанхи кунсенчен пуҫласах шӑхӑл-шӑхӑл иртсе пыни, паллах, пурне те савӑнтарать. Ашшӗпе амӑшӗ вӗсен — кӗрӳшӗпе хӗрӗн — пурнӑҫӗ малашне те ҫакӑн пек пӗр ҫӑвартан иртсе пырасса ӗненсе, шанса тӑраҫҫӗ, телейлӗ пулччӑр тесе тем тума хатӗр.
Амӑшӗ амӑшех ҫав, хӑй те мӑшӑрлӑ пурнӑҫла ӗмӗр ирттерекенскер, хӗрне ют килте хӑйне епле тытмаллине вӗрентсе ӑс парать:
— Шӑкӑл-шӑкӑл пурнӑҫ вӑл, хӗрӗм, ҫемьере пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланнинчен питӗ нумай килет. Турӑ хӗрарӑма упӑшкинчен иртме хушман. Хӑлхаран ҫӳлерех сикеймӗн, кил хуҫинчен иртеймӗн теҫҫӗ. Мӗн тесен те арҫын арҫынах. Евангелире арӑмӗн упӑшки тӗлӗшпе хӑйне епле тытмаллине калани пур. Ҫывӑрма выртас умӗн чи малтан хӑвшӑн мар, мӑшӑршӑн сывлӑх ыйтса кӗлӗ тума хушнӑ, мӗншӗн тесен пирӗн пӗтӗм телей, пуласси унпа ҫыхӑннӑ. Турра манмасан вӑл хӑй те пире асӗнчен кӑлармасть, инкек-синкекрен хӑтарсах пырать. Турӑ пӳрнӗ упӑшкана арӑмӗн хуҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрама пӗлмелле.
Кинеми, чиркӗве, кӗлле ҫӳрекенскер, пачӑшкӑсем: "Пӗр-пӗрне куҫ шӑрҫи лек сыхлӑр", — тесе каланине, вӗрентнине илтнех ӗнтӗ. Ҫак шухӑша Давид апостол Турӑ хӑйне, унӑн пурнӑҫне тӑшмансенчен сыхлама ыйтса каланӑ. Эпир ӑна халӗ: «Сан пурнӑҫушӑн Турӑран кӗлӗ туса пулӑшу ыйтатӑп пулсан, эсӗ те маншӑн ҫавӑн пек тума тӑрӑш, хӑвӑн куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек мана упра", — тенӗ пек ӑнланатпӑр, ӑша хыватпӑр.

Роман Чепунов
«Хыпар», 2008, нарӑс, 7


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-08 14:10:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2995 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем