Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Куҫарусем

КУҪАРУСЕМ

Рами Гарипов
Тӑван чӗлхе
И чӗлхеҫӗм, и чиперӗм
Атте-аннемӗн чӗлхи..
Эп Пушкӑрт халӑхӗн чечек-чунне
Пин вӗлле хурчӗ пек кӗрсе тухатӑп.
Тухатӑп та, ун чӗрӗ сӗткенне
Ыр шӑршӑллӑ пӗр караса пухатӑп.

Эп ҫавӑнпа чӗлхе хакне пӗлетӗп:
Вӑл вӑйлӑ та, пуян та, вӑл ачаш,
Ытти халӑхсенчен юлмасть пӗрре те, –
ӑна ӑнланмӗ чунсӑр ҫын анчах.

Халӑх чӗлхи мана – чӑнлӑх чӗлхи,
Ман ҫук ҫӗр-шывӑм, ҫук тавралӑх унсӑр.
Хӑшиншӗн сивӗ хӑй халӑх чӗлхи, –
Ҫӗр-шывсӑр вӑл, чӗресӗр, вӑл чунсӑр!

Аннем чӗлхи, кӗслеҫ чӗлхи пур санӑн,
Ман сансӑр халӑх ҫук, хам килӗм ҫук.
Ҫумра енчен те халӑх ҫук пулсан ун
Этем ятне илмешкӗн тивӗҫ ҫук!

Сӑмахӑм пур

Ҫил пулса вӗрем – вӗрнӗ чух,
Чечек пулса ӳсем – ӳснӗ чух,
Сӑмах пулса юхам – юхнӑ чух,
Сӑрт-ту пулса тӑрам – тӑнӑ чух.

Калас сӑмахӑм – вӗрнӗ ҫилсенче,
Курас куҫӑм – ӳснӗ ҫеҫкесенче,
Ҫут шухӑшӑм – юхас шывсенче,
Кӗрнек пӗвӗм – мӑнаҫ тусенче.
Йӑмӑх юнра хӗвел шевли пур,
Чӗреҫӗмре ҫӗрӗн юрри пур,
Куҫӑмсенче халӑх чунӗ пур,
Ҫавӑнпа ман калас сӑмах пур!

  • * *

Мӗнле каҫ-ха ку?
Мӗнле уйӑхлӑ каҫ-ха ку!!!
Вилес килет ҫак вӑхӑтра,
Вилес килет…
Анчах ӗмӗрлӗх мар,
Пӗр минутлӑх,
Пӗр минутлӑх, –
Сан ытамунта…
Пушкӑртларан куҫарнӑ.

Мирас Идельбаев

  • * *

Ку вырӑн шӑп тесе ик кӑвакарчӑн
Заставӑра йӑва-мӗн ҫавӑрать.
Пӗр тӑрӑ тӳпене вӗҫсе хӑпарчӗҫ,
Кӑлтӑртатса пӗр ларчӗҫ йӑвара.

Ҫак мӑшӑр канӑвӗ – постри салтакӑн,
ӗҫеҫҫӗ шыв чикке пӑха-пӑха,
Турат ҫине сисмесӗр пус е такӑн, –
Темччен тӑнлаҫҫӗ шиклӗ шӑплӑха.

Мир-кайӑксен пире ӳпкев пур, ахӑр.
Салтак сыхланӑ чух ҫак кӗтесе
Ҫӗн йӑвана нихҫан та ан пӑрахӑр,
Вӗҫсе ан кайӑр лӑпкӑ мар тесе.

Чул чечек
(Баллада пуҫламӑшӗ)
Юмахсенче ҫеҫ теҫҫӗ тӗлӗнтермӗш,
Вӑл пурнӑҫрах, ҫумрах вӑл пурӑнать.
Куҫусемпе курмасӑр эс ӑна
ӗненмӗн хӑв, ҫынна та ӗнентермӗн.

Виҫесӗр пурлӑхӗ ҫӗр-шывӑн ман,
Тӗп хулара темччен пӑхса ҫӳрерӗм.
Тӗлӗнмелле чечек тумне курсан
Эп ун ҫинчен куҫа тек илеймерӗм.

Ҫуначӗсем йӑм-йӑм шевле сапаҫҫӗ,
Ҫулҫийӗсем ташланӑн ал ҫупаҫҫӗ,
Чул тенине май ҫук та ӗненме.
Ак мӗн вӑл ҫитӗ ӗмӗр тӗлӗнме!

Камсем сана ӳстернӗ-ши кун пек?
Ку ҫӗр ҫине сана, кала, кам акнӑ?
ӑҫта сан тымару? Эс мӗншӗн хаклӑ?
Манпах калаҫнӑн туйӑнать чечек…
Пушкӑртларан куҫарнӑ.

Ф. Сафин
Сӑмах пани

Эс юхан шыв пулса юхса кайсан
Хӑва пулса куҫҫуль юхтарӑттӑм.
Сан умӑнта салхуллӑн пуҫ тайса
ӗмӗрӗпех ҫапла эп тӑрӑттӑм.

Эс килӗшсен, сенкер шурӑмпуҫчен
Пӑхмасӑр сӑвӑсем те вулӑттӑм.
Шыв ҫийӗн ишекен ҫӑлтӑрсенчен
Хӗвел йышши пуҫкӑшӑль пухӑттӑм.

Иксӗмӗрте, тен, пӗрлӗх те пурах,
Хура каҫри черченкӗ уйӑхӑм.
Эс хурлансан санран эп хурлӑрах,
Сан хуйӑху та манӑн хуйӑхӑм.

Пӗлӗтсемпе хӗвелӗм хуплансан
Чуна ҫапах та сулхӑнлатмӑттӑм,
Эс юхан шыв пулса юхса кайсан
Сана ҫапах хамран ҫухатмӑттӑм.
Тутарларан куҫарнӑ.

Асылгужа Багуманов

  • * *

Тем йывӑрӑш пулсассӑн та инкек
Арҫын ӳкмест.

Сӑрта хаярлӑн ватӗ чӑл та пар,
Арҫыншӑн ку вӑл нимӗнех те мар.

Ҫӗр пек капмар пулсассӑн та хӗн-хур,
Арҫынӑн кӗрешме хӑвачӗ пур.

Тата ҫапла арҫын вӑл ӗлӗкрен:
Курать вӑл хур пӗр пӗчӗк элекрен.
Пушкӑртларан куҫарнӑ.

Э.Межелайтис
Этем

Ҫӗр ҫине тӗренсе тӑтӑм ҫирӗп,
Ал ҫинче ҫӗклерӗм хӗвел.
Курӑнатӑп ҫапла: мӑшӑр чӑмӑр,
Эпӗ– вӗсен хушшинче.
Миме тӗпӗ, миме сийӗ
Питӗ тарӑн, руда сийӗ майӑн.
Вӗсенчен кӑларап кӑмрӑк евӗр,
Вӗсенчен шӑратап хурҫӑ евӗр
Карапсем, сухалантӑр шыв-шурӗ,
Пуйӑссем, явалантӑр тип ҫӗрӗ.
Самолечӗ – этем чӗртнӗ кайӑк,
Ракети – ҫын алли чӗртнӗ ҫиҫӗм.
Ҫаксене пӗтӗмпех эп кӑлартӑм
Ҫаврака Ҫӗр пек пуҫӑмран.
Хӗвел чӑмӑрӗ пек пуҫӑм:
Телейпе кун ҫути шевлелет,
Вӗртерет Ҫӗр питне чӗрӗ сывлӑш,
Тӗнчене тултарать ҫынсемпе.

Мӗн вӑл мансӑр ҫав ҫӗр?
Ҫап-ҫара,
Вӗҫсӗр уҫлӑх сӗмне кӗрсе ҫӗтнӗ
Шатра питлӗ, лапчӑк ҫӑмха,
Катӑк уйӑх ҫинче сӑнне курнӑ
Тӗкӗрти
Виле – ӗмӗлке…
Вырӑсларан куҫарнӑ.

Юрӑ
(«Генералы песчаных карьер» кинофильмран)

Асамлӑ тӗлӗкри пек килтӗн эс
Каҫ сӗмӗпе тӗл пулнӑ чух.
Эс ҫукшӑн татӑлса йӗрет ман чун.
ӑҫта-ши эс, ман юрату?

Мӗскершӗн чарӑнчӗ тапма чӗрӳ?
Каяс ҫулу ытла инҫе.
Ак халь туймастӑн эп макӑрнине,
Выртатӑн лӑпкӑн ал ҫинче.

Шыв ҫийӗн тунсӑхлӑ чарлан вӗҫет,
Унта ман ҫывӑх юлташсем.
Сана кураймӗҫ ӳлӗмрен вӗсем,
Сан ҫӗмӗрт пек куҫусене.

Чарлан мӗн-ма пӗр вӗҫӗмсӗр йӗрет,
Хумсем чупаҫҫӗ хумханса.
Ҫыр хӗрринче эпир иксӗмӗрех,
Пире шеллеҫҫӗ хурланса.

Эп чуптӑвап сана юлашки хут,
Вара хуратӑп хум ҫине.

Куҫҫульпе тулнӑ манӑн икӗ куҫ,
Алла тӑсатӑп сан енне.

Ан хӑвала, ҫут тинӗсӗм, хумна,
Хуму ҫинче ман юрату.
Ҫут тӗнчере вӑл ман пӗрре кӑна,
Пӗрре кӑна ман юрату.
Вырӑсларан куҫарнӑ.

Спиркка Янтуш
Хӗр йӗрри

Эй, Юнкӑ енӗ, савнӑ ҫӗр,
Ху сӑпкунта сиктернӗскерӗм,
Халь эпӗ – мӗскӗн, тӑлӑх хӗр,
Сыв пул, йӗмесӗр тӳсеймерӗм.

Сыв пул, тӑван аттем-аннем,
Сыв пул халь эс те, ҫамрӑк ӗмӗр!
Сиртен епле эп сивӗнем,
Ютра куҫ умӗнчен сирлеймӗр!

Йӑлтах ӑсатмӗ ут мана,
Кунта чӗрем ӑшшийӗ юлчӗ.
Парнелӗхе парам ҫавна,
ӑна яланлӑхах эс илччӗ.
1852. Вырӑсларан куҫарнӑ.

  • * *

Европа ҫынни вӗреннӗ те чаплӑ!
Эпир, чӑвашсем, курмастпӑр сана.
Умра пирӗн пур пӗртен пӗр сӑваплӑ,
ӗмпӗве савакан Руҫ кӑна.

Мӑнаҫлӑ Кай ен ачи-пӑчи, курӑр!
ӑнланӑр Руҫри сухаҫа:
Епле уншӑн хаклӑ пӗр Турӑ
Тата ҫӗр ҫинчи Мӑн хуҫа…
1852.
Пӗрле пурӑнар-и?
(Гав. Федоров юррине илемлетнӗ)

Ҫурҫӗр ҫилӗ вӗрнӗ чухне
Ҫеҫке епле, ай, тӳсет-ши,
Шӑнмасть те-ши?

Хамӑр тӑван пӗччен чухне
Чунӗ епле, ай, тӳсет-ши,
Хурланмасть те-ши?

Пурӑнар-и пурӑнӑҫне,
Пӗр пичкери, ай, сӑра пек
Пурӑнар-и.

Атте-анне пехилӗпе,
Ача-пӑча, ай, сассипе
Савӑнар-и.

Ҫук пулсассӑн ҫурмалла та
Пур чух пӗрле, ай, савӑнса
Пурӑнар-и!
1976.

Мулкач юрри
(халӑх юррине йӗркеленӗ)

Ҫич ҫул выртрӑм пӗр варта,
Ҫич ҫул выртрӑм пӗр варта
Шӑннӑ йывӑҫ кӑшласа,
Шӑл-ҫӑвара пӗтерсе.
Калча ҫиме тухасчӗ,
Калча ҫиме тухасчӗ,
Лесник курсан тытать пуль,
Тытсан тире сӗвет пуль.

Тиртен ҫӗлӗк тӑвать пуль,
Тиртен ҫӗлӗк тӑвать пуль,
Ҫ(ӗ)лӗкне т(ӑ)хӑнса лартать пуль,
Х(ӑ)наран х(ӑ)нана ҫӳрет пуль.

Ҫлӗкне текех мухтать пуль,
Ҫлӗкне текех мухтать пуль.
Тирӗ хаклӑ теет пуль,
Тирӗ ӑшӑ теет пуль.

Мӗн хакли пур ман тирӗн,
Мӗн ӑшши пур ман тирӗн?
Шӑннӑ йывӑҫ кӑшлатӑп,
Хӑра-хӑра пурнатӑп.
1976.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

lukina тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-25 12:45:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2312 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем