Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Купӑс ҫӗнӗ кӗвӗсене йӗрлет...

«Эревет» фольклор ушкӑнӗ Чӑваш Тимешре кӑна мар, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче те тахҫанах палӑрнисен шутӗнче пулнине асра тытса канмалли кунсенчен пӗринче райцентртан 15 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ авалхи чӑваш ялне ҫитсе унӑн ертӳҫипе Александр Федуловпа курса калаҫма тӗв турӑм.
Манӑн телее, Александр Дмитриевич, яш-кӗрӗм ӑна хисеплесе Санькка пичче тесе чӗнет, культура ҫурчӗн репетицисем ирттерекен пӳлӗмӗнчехчӗ. Вӑл, Чӑваш халӑх поэчӗн Николай Шелепин пӗчӗк кӑна томне тытнӑскер, пӗр страница хыҫҫӑн теприне уҫкаласа ларатчӗ. Мана асӑрхасан кӗнекине сӗтел ҫине хучӗ те кӑмӑл-туйӑмӗ ҫӗкленсе кайнине палӑртнӑ май васкамасӑр ҫапла каларӗ: "Юрататӑп ҫак сӑвӑҫӑн хайлавӗсене. Халӑх кӗвви-ҫемминчен, унӑн шухӑшлавӗнчен сӑрхӑнса тухнӑ пултарулӑхӗ чӑннипех иксӗлми. Акӑ ку йӗркесене пӗр Шелепи ҫеҫ ҫырма пултарнӑ. Ҫавӑнтах сӑвӑ вулама пуҫларӗ: "Тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑрчӑк, урай хӑми сӑпӑрчӑк. Йӑкӑш-йӑкӑш тӑвар-и, пӳрт урайне ҫӑвар-и?" Кӑштах сывлӑш ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн сӑмахне каллех малалла тӑсрӗ: "Юрӑ пек янӑрать-иҫ! Тепӗр юрӑ аякра тӑтӑр унран. Сӑмаххисем мӗнле вырӑнлӑ, шӑрҫа пек ҫиҫӗнсе тӑраҫҫӗ. Ял ҫыннисем валли концерт программи хатӗрлеме ларсан эпӗ кашни хутӗнчех Шелепирен "пулӑшу" ыйтатӑп..."
Александр Федулов — ку тӑрӑхри чи маттур купӑсҫӑ та иккен. Аллине купӑс илсен хӑнӑхнӑ пурнисем килӗшуллӗ ҫемӗ йӗрӗ ҫине ӳксе илӗртуллӗ кӗвӗ калама тытӑнаҫҫӗ. Ӗлӗк-авалтанах чыс-сумра пулнӑ, пирӗн асаттесемпе атте-сене улах-вӑйӑсенче "саккӑрла" ташлаттарнӑ купӑс юлашки вӑхӑтра манӑҫа тухма тытӑнни самаях канӑҫсӑрлантарнӑ Санькка пиччене. Ытти инструмента йышӑнасшӑн мар унӑн чӗри, анӑҫра каҫса кайсах мухтакан поп-шоу йышши программӑсем купӑсҫӑшӑн ют. Тӗп телекуравӑн пӗрремӗш каналӗпе "Играй, гармонь!" кӑларӑма эфирта вырӑн парсан, умра ҫичӗ ӗҫ тӑрсан та, вӑл самантлӑха пурин ҫинчен те манса каять, вӑшӑл-вашӑл кӑна сенкер экран ҫывӑхне пырса тӑрса пултарулӑх ушкӑнӗ ӳкерсе илнӗ сюжетсемпе кӑсӑклансах паллашма тытӑнать. "Заволокинсене хамӑр пата мӗнле майпа чӗнсе илме пулать-ши? — канӑҫсӑр шухӑш ҫунатлантарать Александр Дмитриевича. — Пирӗн "Эревет" кӑтартакан концерт ыттисенчен мӗнрен кая? Тен, лайӑхрах та..."
Чӑваш Тимешсен фольклор ушкӑнӗ вун тӑватӑ ҫул каялла йӗркеленнӗ. Район, республика шайӗнче иртекен пур уява та хутшӑнма тӑрӑшать вӑл. Ушкӑна Александр Федулов ертсе пырать. Музыка ӑсталӑхне консерваторире те, училищӗре те вӗренмен ҫак ҫын. Турӑ панӑ таланта искусствӑсен шкулӗн музыка уйрӑмӗнче пуянлатнӑ ҫеҫ. "Эревете" ҫичӗ ҫул каялла "халӑх ансамблӗ" хисеплӗ ят пани вара ку ушкӑн тавра юрра-ташша юратакансене пӗрлештернӗ ертӳҫӗн сумлӑхне тата та ӳстернӗ. "Пӗлетӗр-и, — сӑнне-питне пӗчӗк ачанни пек ҫутатса каларӗ купӑсҫӑ, — кунта искусствӑна чунтан парӑннӑ ҫынсем кӑна ҫӳреҫҫӗ. Эрех-сӑрапа вылянакансемшӗн хупӑ пирӗн алӑк. Ушкӑна килме кӑмӑл тунисен конкурсӑн кӑткӑс "али" витӗр тухмалла. Ҫемҫешке, панӑ сӑмаха тытма пӗлмен яш-кӗрӗм валли мар вӑл "Эревет". Унӑн ячӗ хӑйех нумаййи ҫинчен калать..."
Талӑк 24 сехетрен кӑна тӑни тепӗр чухне ушкӑн ертуҫин ал-урине "ҫыхса" лартать. Вӑхӑт темӗнле хӗсӗк пулсассӑн та кун каҫипе мӗн тума палӑртнине ӗҫпе ҫирӗплетмесӗр кил еннелле выртакан ҫула такӑрлатмасть Александр Дмитриевич. Вӑл юрӑ-кӗвӗре, ташӑ-ҫемӗре ҫеҫ йӑпану тупнӑ ҫын тесе шутлатӑр пулсан йӑнӑшатӑр.
Федуловсем выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усраҫҫӗ. Ҫу кунӗсенче вӗсен сад пахчинче кил хуҫи шухӑша кайса итлеме юратакан шӑпчӑксем "концертпа" савӑнтараҫҫӗ. Санькка пичче коммерци ӗҫӗнче те ӗлкӗрет, ялта пысӑках мар лавкка тытать. Музыка туртӑмӗ услам ӗҫне те хавхалануллӑ витӗм кӳрет иккен. Пасар саманинче, унӑн кӗрлевлӗ шавӗнче чӑваш ӑстин аллинчи тӑпӑл-тӑпӑл купӑс кӑларакан илӗртӳллӗ ҫемӗсем те пуррине вӑл чун-чӗрипе туйса тӑрать... Кӑнтӑрла ҫитеспе купӑсҫӑ Чӑваш Тимешри "Пучах" ача садне тухса утать, шӑпӑрлансене савӑк кӗвӗсен асамлӑ тӗнчине илсе кӗрет, вӗсемпе пӗрле юрлать, ташлать, такмаксем калать.
"Эревет" ушкӑн хальхи вӑхӑтра Аслӑ Ҫӗнтерӳ 65 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленнӗ май ятарлӑ программӑна "якатать". Сценари хатӗр ӗнтӗ, ӑна ертӳҫӗ хӑйех ҫырнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнӑ ентешӗсемпӗ вӗсен мӑшӑрӗсене халалланӑ реквием пулӗ вӑл. Александр Дмитриевич Чӑваш Тимешрен ылханлӑ тӑшманпа ҫапӑҫма фронта тухса кайнӑ ҫынсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ тата сывӑ таврӑннисен малаллахи шӑписемпе интересленнӗ май хапха ҫине пилӗк кӗтеслӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑр ӳкернӗ кашни килех кӗрсе тухать ҫак кунсенче. Вӑрҫӑ паттӑрӗсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ пур япала та хаклӑ уншӑн. Салтак арӑмӗсен арчисенче ҫак таранчченех упранакан виҫ кӗтеслӗ ҫырусем вара — калама ҫук пысӑк пуянлӑх, архивсенче тупнӑ пӗлтерӗшлӗ документ пекех хаклӑ мул... Ҫав ҫырусемпе усӑ курса "Эревет" артисчӗсем "Асрах-ха ҫулӑмлӑ ҫулсем..." литмонтаж лартса парасшӑн.
Эпӗ Александр Федулова халӑхра шӳт вӗҫҫӗн ҫурекен ыйтӑва памасӑр тӳссе тӑраймарӑм: "Яш чух — аллӑ хӗр" тени чи малтан купӑс калакана пырса тивмест-и?" Вӑл ман ҫине темрен тӗлӗннӗ евӗр пӑхнӑ вӑхӑтра унӑн куҫ харшийӗсем кӑшт ҫеҫ палӑрмалла туртӑнса илчӗҫ, унтан пичӗ ӑшӑ, ҫутӑ кулӑпа витӗнчӗ: "Каларӑр та, ялта купӑсҫӑран телейсӗрри тек кам пур-ши? Ҫамрӑк-кӗрӗм мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн савӑнса йӑпанать, пӗр эсӗ ҫеҫ купӑсна туртса ларатӑн, кайран вара ӑна хул хушшине хӗстерсе пӗчченех килелле танккатӑн..."
Ҫук, Федулов Санькки аллӑ хӗрпе ҫӳресе курман, хӑй килӗштернӗ "кӑвакарчӑнпа" ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ывӑлпа пӗр хӗре ҫут тӗнчене парнеленӗ... Асаттепе кукаҫи пулса тӑнӑ ҫын аллинчи хут купӑс пурнӑҫа, юратӑва мухтакан кӗвӗсене йӗрленӗ май яшлӑхринчен те илӗртӳллӗрех янранӑн туйӑнать ӑна.

Геннадий Кузнецов, «Хыпар», 2010, пуш, 17


 
Категорисем: Чӑваш Тимеш, «Эревет»
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-03-27 20:28:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2261 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем