Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Киберпурнӑҫ (ЧХЧЭФ)

СМС-роман пуҫламӑшӗ

2000-мӗш ҫул. Телеграмма: Хакла Наталья Сурална кун ячепе Телейле пул Сергей
2002-мӗш ҫул. Пейджер пӗлтерӗвӗ: Ирина, манран парне. Паян театра спектакль курма каятпар. Егор.
2004-мӗш ҫул. Э-почта: Лера, спектаклӗ Борис Чиндыков ҫырнӑ «Чӗкеҫ» пьеси тӑрӑх. Ку хайлава эпӗ интернетра тупса вуланӑччӗ. Питӗ интереслӗ. Пирӗн литературӑра кун пекки пулманччӗ-ха. Александр.
2006-мӗш ҫул. СМС-ҫыру: Лира, эс манпа килèшетèн-и? Сан тата мèнле сèну: пур? Евгений.

www.shupashkar.ru

Пӗр каларӑша ӗненсен, чӑваш кӗнекине ӗне ҫинӗ. Хамӑр тӑрӑшмасан чӑваш интернетне те ҫав монстрах хыпса ярӗ. Нимӗнле шӑши те, нимӗнле вирус та кирлӗ мар.
«Москва слезам не верит» фильм персонажӗ Родион пӑртак йӑнӑшнӑ. Вӑл каланӑ: «Малашне нимӗн те пулмӗ, пӗр телевидени кӑна».
Тӗрӗс мар. Малашне нимӗн те пулмӗ, пӗр интернет кӑна. Ун чухне эпир ӑҫта пурӑнни пӗлтерӗшне ҫухатӗ. Хӑть Лапракассинче пурӑн, хӑть Нью-Йоркра. Пӗтӗм тӗнче – интернет.
Ҫамрӑксем юрлаҫҫӗ:

Хӑҫан килнине астумастӑп,
Ӗҫнӗ пулас эп ун чух.
Пӳртпе урам мар манӑн адрес,
Адрес паян манӑн ҫук.
www shupashkar, www пӑнчӑ ru.
www shupashkar, www пӑнчӑ ru.

www.shupashkar.ru тесе ҫыратӑп адрес. Enter пусатӑп. Компьютер самантарх: «Кун пек сайт ҫук» тесе пӗлтерет. Мӗнле вара – юрри пур, сайчӗ – ҫук? Питӗ шел.
Шырасан-шырасан интернетра темиҫе чӑвашла страница тупӑнать-тупӑнатех. Пӗри Википеди ятлӑ.
Википеди вӑл – ятарлӑ энциклопеди. Унӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тӗрлӗ чӗлхелӗхре палӑрать. Ҫут тӗнчере 250 ҫырулӑх. Вӗсенчен 200-пе Википедире усӑ кураҫҫӗ те ӗнтӗ. Ҫав шутра чӑваш чӗлхипе те.
Чӑваш уйрӑмне 2004-мӗш ҫулта никӗсленӗ. Паян куна унӑн калӑпӑшӗ темиҫе пин статьяпа танлашать. Тем те пур унта: Шупашкарӗпе Мускавӗ те, Тани Юнпа Максимов-Кошкинскийӗ те, Иисус Христосӗпе президечӗ те... Чӑваш кӗнеке издательстви кӑна ҫук.
Википедире кирек кам та ӗҫлеме пултарать. Сирӗн хӑвӑр тӗллӗн ҫӗнӗ статья ҫырма та, киввине-начаррине тӳрлетме те ирӗк пур. Ан ӳркенӗр кӑна.
Пысӑк ҫитменлӗхе тӳрлетсе «Чӑваш кӗнеке издательстви» статья ҫыратпӑр:
«Чӑваш кӗнеке издательстви – чӑваш кӗнекине кӑларакан патшалӑх организацийӗ. 1920-мӗш ҫулхи ноябрӗн 12-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Малтанхи ячӗ – Чӑвашгиз. Хальхи ятпа 1963-мӗш ҫултанпа ҫӳрет.
Ку таранччен издательство 16 пин ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Пӗтӗмӗшле тиражӗ 150 миллиона ҫывхарса пырать».
Ҫырнӑ текста ятарлӑ кнопка ҫине пусса http://www.cv.wikipedia.org страницӑра сыхласа хӑваратпӑр. Пулчӗ те.
Ай тур-тур, мӗн тери кӑткӑс тесе ан калӑр. Ӗҫлеме пуҫличчен кӑна ҫапла туйӑнать вӑл. Куҫ хӑрать те, ӑс-тӑн тӑвать.
…Ҫав самантра интернет уҫлӑхӗнче виртуал ӗне кӗтӗвӗ сайт хыҫҫӑн сайт ҫисе ҫӳрет тет…

Чӑвашла ҫырнӑ ҫырӑва Америкӑра та чӑвашлах вулама пулать

Times New Roman Chuv, Times ET, Arial Chuv т. ыт. хӑш-пӗр ҫавӑн йышши шрифта ятарласа чӑвашла текста ҫапма шутласа кӑларнӑ. Вӗсене стандартламан. Ҫавӑнпа асӑннӑ шрифтсемпе усӑ курасси питӗ мелсӗр. Чи пысӑк ыйту – чӑвашла шрифта шыраса тупасси. Унтан тепӗр пӑтӑрмах: ют компьютер сирӗн чӑвашла ҫаптарнӑ файлӑра тӗрӗс вулаймӗ.
Мӗн тумалла тет? «Вырӑсла» ҫаптарса чӑваш сас паллисен тӑррипе хӳрине кайран лартса тухмалла-и? Тата мӗн?!
Ансат ҫул пур: Microsoft Word → Меню → Вставка → Символ → ӑ → Клавиша → Новое сочетание клавиш: Ctrl + F → Назначить;
ӗ → Клавиша → Новое сочетание клавиш: Ctrl + Т → Назначить;
ӳ → Клавиша → Новое сочетание клавиш: Ctrl + E → Назначить;
ҫ → Клавиша → Новое сочетание клавиш: Ctrl + С → Назначить → Закрыть.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑ сас паллине ҫаптарас тесен малтан Ctrl, кайран а кнопкине пусмалла. Пулчӗ те.
Кун пек тусан эсир наборланӑ чӑвашла текста кирек ӑҫта та чӑвашлах уҫса вулайӗҫ – Пермь хулинче те, Мюнхенра та, Лос-Анджелесра та.
Халех, халех компьютер умне!

Чӑвашла калаҫакан компьютер

Jaws 4.51 программа куҫсӑр ҫынна компьютерпа ӗҫлеме пулӑшать. Асӑннӑ программӑпа усӑ курса компьютер акӑлчанла-нимӗҫле, вырӑсла, калаҫма пултарать. Чӑвашла пӗлмест-ха. Вӗрентес!
Тем вӑхӑт аташса ларнӑ хыҫҫӑн машина чӑвашла вулама пултаракан текст ҫуралать. Вӑл эпир хӑнӑхнӑ ҫырулӑх мар:

Щумр щвать, щумр щвать, щумр щвать ман щне!!!
Эп йибендем, эп йибендем, эп йибендем щумрба!!!
Меньжен ха, савны, пхмастан ман щне???
Эп йибендем, эп йибендем, эп йибендем щумрба!!!


 
Категорисем: Чи хитре чӗлхе
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-28 16:31:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3165 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем