Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кавычка (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

85§. Цитатӑна (уйрӑм сӑмах-и вӑл, сӑмах майлашӗвӗ-и, предложени-и е унран та пысӑкрах сыпӑк) кавычка ӑшне хупаҫҫӗ. Уйрӑм предложенирен е темиҫе предложенирен тӑракан цитатӑна автор сӑмахӗсем ҫумӗнче тӑнӑ чух чарӑну паллисемпе тӳрӗ пуплев пекех йӗркелеҫҫӗ, сӑмахран: Тӑван чӗлхе пуласлӑхне ҫирӗп шанса Ҫеҫпӗл Мишши ҫапла каланӑ: «Хӗрлӗ хӗрнӗ хурҫӑ, ҫунтаркан ҫиҫӗм, вӗри вутлӑ ҫулӑм эсӗ пулӑн ху».

Асӑрхаттарнисем. 1. Цитата автор сӑмахӗсен пӗр пайӗ пулма пултарать, сӑмахран: Ҫеҫпӗл Мишши тӑван чӗлхе «хӗрлӗ хӗрнӗ хурҫӑ» пек пуласса шаннӑ.
2. Цитатӑри хӑш-пӗр сӑмахсене сиктерсе хӑварнине кӑтартма нумай точка лартаҫҫӗ: Ҫеҫпӗл Мишши тӑван чӗлхе «хӗрлӗ хӗрнӗ хурҫӑ... вутлӑ ҫулӑм» евӑр пуласса шаннӑ.

86§. Хӑнӑхман пӗлтерӗшлӗ е тӑрӑхласа калакан сӑмахсене, пуҫласа усӑ куракан сӑмахсене кавычкӑна хупаҫҫӗ, тӗслӗхрен: «Тетӗн» хӳри вӑрӑм тет (Ваттисен сӑмахӗ).

87§. Хаҫат-журнал, кӗнеке, кинофильм, учреждени ячӗсене тата ытти ҫавӗн йышши пайӑр ятсене кавычкӑна хупаҫҫӗ, сӑмахран: «Нарспи» поэма кӑҫал китайла пичетленсе тухнӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 11:35:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 568 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем