Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ик шывӗ хӗрринчи ҫапӑҫу (Кӗмӗл Кӗпер)

Каллех тӑкӑнать юн, каллех урать вилӗм,
Хӗвел те тарать ҫапӑҫу хирӗнчен.
"Кӑвак ҫурт" поэмӑран.


Ылттӑнпик монголсене хирӗҫ хӑйӗн яланхи ҫарне, урӑхла каласан, хапӑлхине тата хӑвӑрт пухса хатӗрленӗ икӗ тамань каркарҫара илсе кайрӗ. Унӑн куҫ-хӑлхисем, тӗнчен тӗрлӗ енне кайса ҫӳресе, монголсем епле килнине пӗлтерсех тӑчӗҫ. Монголсем те пӑлхарсен патши хӑй ҫарӗпе вӗсене хирӗҫ тухнине пӗлеҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа ытлашши васкамаҫҫӗ, асӑрханса, кашни кун мала пысӑк мар текӗртсем кӑлара-кӑлара ярса анӑҫалла куҫса пыраҫҫӗ.
Монголсемпе пӑлхарсем хушши икӗ кун кӑна каймалӑх юлсан, Ылттӑнпик хӑйӗн мӗнпур ҫарне Ик юханшывӗн сулахай ҫыранне, сӑртлӑ-туллӑ вырӑна тӑратас терӗ. Монголсем вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирте пурӑнма хӑнӑхнӑ. Сӑртлӑ-туллӑ вырӑн вӗсене килӗшсех каймасть, кӑштах шиклентерет те. Ылттӑнпик ҫакӑнпа та усӑ курас терӗ. Вӑл пӑлхарсен пӗтӗм ҫарне икӗ пая уйӑрас терӗ. Хӑвӑрт пухса хатӗрленӗ халӑх ҫарне ертсе пыма Саврӑш-паттӑра хушас кӑмӑлӗ
пулчӗ унӑн.
— Пӗтӗм каркарҫара эпӗ Саврӑш-паттӑра паратӑп, — ҫирӗппӗн каларӗ патша, ҫарпуҫӗсем пурте пуҫтарӑнсан. — Хапӑлхана малтан хам пӑхса тӑратӑп, кайран вара икӗ пая уйӑратӑп, — терӗ Ылттӑнпик ҫарпуҫӗсене тимлӗн сӑнаса пӑхса. — Сулахайри ҫунатне Парӑҫ-Пӑрӑнтай ертсе пырать. Эпӗ хам сылтӑмри ҫуначӗпе пулатӑп.
Ҫамрӑк Пачман хӗрелсе тарӑхма тытӑннине курчӗ те вӑл кулса ячӗ:
— Ан кулян, сан валли те мӗн кирли пулать. Халлӗхе эсӗ манпа пулатӑн, — терӗ. — Эсӗ ҫамрӑк-ха, ытла вӗри. Хӑв тӗллӗн кун пек пысӑк вӑрҫӑра сана халлӗхе йывӑр пулать. Монголсем чӑн-чӑн ҫарҫыннисем, паттӑр вӗсем, чӑрсӑр, ултавлӑ. Весемпе ҫапӑҫнӑ чухне уйрӑмах ытлашши хӗрсе кайманни, кашни пулӑма вӑхӑтра курса тӑни, мӗн пулассине чухлани кирлӗ.
— Итлетӗп, аслӑ патша, — вырӑнӗнчен сиксе тӑрса, сылтӑм аллипе сулахай кӑкӑрне хыттӑн ҫапса илчӗ Пачман.
* * * <<
Монголсен тапӑнса килекен пӗтӗм ҫарӗ пирки пӗлни Ылттӑнпике питӗ пулӑшрӗ. Ҫапӑҫу хирне монголсен икӗ таманӗ кӑна тухнине пӗлсен, Ылттӑнпик хӑй патне Саврӑш-паттӑра чӗнсе илчӗ:
— Эппин, вӗсен икӗ таманӗ экеметленсе ларнӑ, — терӗ вӑл ҫарпуҫне хӑй мӗн-мӗн тӑвас тенине ӑнлантарма тытӑнса. — Эпир вара ҫапла тӑвӑпӑр. Чи малтан эсӗ ҫапӑҫӑва кӗретӗн. Монголсем вӗсем, кӑшт ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн тарма тытӑнса, сана хӑйсен экеметленсе ларнӑ таманӗсем патне илӗртсе каясшӑн пулаҫҫӗ. Ман шутпа, вӗсен икӗ таманӗ те пӗр ҫӗре пытанман. Пӗрремӗш экеметленнӗ таманӗ телӗнчен сана ирттерсе яраҫҫӗ. Малтан сана аяккинчен иккӗмӗш таманӗ тапӑнмалла. Вара, эсӗ чакма тытӑнсассӑн, тепӗр таманӗ сана хыҫалтан пырса тӑрӑнмалла. Ӑнлантӑн-и? Апла ан пултӑр тесен мӗн тумалла санӑн?..
— Монголсем юри, илӗртсе, тарма тытӑнсассан, вӗсене ытла инҫе хӑваласа каймалла мар, — тӳрех хуравларӗ Саврӑш-паттӑр.
— Тӗрӗс, — килӗшрӗ унпа патша. — Тӗп ҫартан ытла татӑлмалла мар. Ку пӗрремӗшӗ. Иккӗмӗшӗ — эпӗ вара хам ҫара икӗ пая пайлатӑп та икӗ еннелле ярса сан хыҫран пыратӑп. Ҫапла эпир монголсен экеметленнӗ пӗрремӗш таманне тупатпӑр та...
Ҫапӑҫӑва мӗнле ирттересси пирки икӗ ҫарпуҫӗ калаҫса татӑлчӗҫ те часрах текӗрчӗсем патне васкарӗҫ.>> * * * <<
Чӑнах та, ҫапӑҫу пӗтӗмпех Ылттӑнпик палӑртнӑ пек пуҫланчӗ. Монголсем Саврӑш-паттӑрӑн маларах тухса сӑрт айлӑмне тӑнӑ текӗрчӗсене тӳрех питӗ хастарланса тапӑнчӗҫ. Хаяр ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ. Икӗ утлӑ ҫар ҫапӑҫни вӑл питӗ хӑрушӑ япала. Утсем пӗр-пӗрне пыра-пыра ҫапаҫҫӗ. Хӗҫсем чанклатаҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте тата ухӑпа переҫҫӗ, сӑнӑпа чикеҫҫӗ, пӑрпиксем ывӑтаҫҫӗ.
Анчах ҫапла хире-хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫасси нумая пымарӗ. Тахӑш вахӑтра монголсем хӑйсен лутака, вӑрӑм ҫилхеллӗ учӗсене ҫавӑрчеҫ те шик-шик! шӑхӑра-шӑхӑра хӑйсем килнӗ еннеллех тарма тытӑнчӗҫ.
— Тараҫҫӗ!
— Тӑшмансем тараҫҫӗ! — хавасланса кашкӑрса ячӗҫ пӑлхарсем. Ҫавӑнтах вара вӗсен ҫӗрнийӗсемпе пиннийӗсем тӗк татнӑ пек тарса каякан тӑшмана хуса ҫитсе ним юлми тураса тӑкас тесе, вӗсем хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ. Чӑнах та, чылайашӗ тарса каякан монголсене хуса ҫитсе каса-каса та пӑрахрӗҫ.
— Утӑрья! — янӑрарӗ тавра. — Эпир ҫӗнтертӗмӗр!..
Ҫапӑҫу мӗнле пынине ҫӳллӗ сӑрт ҫинчен пӑхса тӑракан Ылттӑнпик халлӗхе кӑмӑллӑ пулчӗ-ха. Тӑшмана кӑшт хӑваласа кайни терӗс. Анчах ытла хавхаланма юрамасть. Акӑ, акӑ, ҫаканта чарӑнмалла ӗнтӗ Саврӑш-паттӑрӑн.
Ҫакна, Ылттӑнпик хӑй ашӗнче каланине сиснӗ пекех, Саврӑш-паттӑр теккерӗсенчен пӗри кавалне пилӗкӗнчен туртса кӑларчӗ те икӗ хутчен вӑраммӑн кӑшкӑртса ячӗ.
-Ту-у-у-ут! Ту-у-у-у-ут!
Ку вал чарӑнмалла, тӑшмана текех хӑваламалла мар, ҫав вӑхӑтрах асӑрхануллӑ пулмалла тенине пӗлтерет.
Кавал мӗн хушнине кашни пӑлхар эккелӗ пӗлет. Кавал мӗн хушнине итлемесӗр тӑма юрамасть. Эппин, чарӑнмалла, тӑшмана текех хӑваламалла мар. Тарса каякан монголсене ҫӗмренӗсемпе печӗҫ те пӑлхарсем учӗсене тытса чарчӗҫ, йӗри-тавралла пӑхкаласа, кӑмӑлсӑррӑн кӑшкӑрашрӗҫ:
— Эх, пӗтӗмпех пӗтереймерӗмӗр!
— Мӗншӗн чарӑнса тӑмалла-ха пирӗн?!.
— Ара, тӑшмана тартатпӑр!
Ҫапла кӑмӑлсӑррӑн калаҫа-калаҫа эккелсем ҫӗнӗрен ҫар йӗркине тӑма тытӑнчӗҫ.
Ҫакна курса, Ылттӑнпик Саврӑш-паттӑра мухтаса илчӗ: "Ҫарӗнче ҫирӗп йӗрке. Кашни эккел хӑй вырӑнне пӗлет!"
Хӑй ертсе пыракан хапӑлха ҫара малалла кайма хушса, патша аллипе сулчӗ. Ҫавӑнтах петӗм ҫар икӗ пая уйӑрӑлчӗ те, Саврӑш-паттӑр ҫарне варрине хӑварса, малалла хӑвӑрт кая пуҫларӗ. Чӑнах та, инҫех те каяймарӗҫ, малта, пысӑк мар вӑрман хыҫӗнче монголсен пӗр таманӗ курӑнса кайрӗ. Хӑйсене ҫапла хӑвӑрт тупасса шутламан пулас вӗсем. Чылайӑшӗ учӗ ҫине те ларса ӗлкӗреймерӗҫ. Ылттӑнпик ертсе пыракан сылтӑмри текӗртсем вӗсем ҫине кӗрсе кайрӗҫ. Хӑйсем пӑлхарсене систермесӗр аяккинчен тапӑнас вырӑнне хӑйсене ҫапла тапӑнни монголсене йӑлт аптратса ӳкерчӗ. Вӗсем кирлӗ пек хирӗҫ тӑраймарӗҫ. Темиҫе самантра вӗсене пӑлхарсем касса-вакласа тухрӗҫ. Тӗлӗнтермӗш! Ку ҫарти монголсем, хӑйсене питӗ йывӑр килнине ӑнланчӗҫ пулсассӑн та, пӗри те тарса каймарӗҫ, пурте ҫапӑҫура пуҫ хучӗҫ. "Эппин, кусене тарса кайма хушман, — шухӑшласа илчӗ Ылттӑнпик. — Кур-ха, епле монголсем! Хушман — чакмаҫҫӗ, вилсессӗн те..."
Хӑйсен пӗр пытанса ларнӑ таманӗ инкеке лекнине монголсен ытти текӗрчӗсем те сисрӗҫ пулмалла. Халь ӗнтӗ хӑйсем мӗн, шутласа хуни, пӑлхарсен ҫарне илӗртсе кӗртсе темиҫе енчен тапӑнасси пулманнине ӑнланчӗҫ вӗсем. Хӑйсен инкеке лекнӗ таманне ҫӑлас тесе, тарса каяканнисем каялла ҫаврӑнчӗҫ те ҫил пек пӑлхарсен еннелле килме тытӑнчӗҫ. Экеметленсе ларнӑ тепӗр таманӗ те, сӑрт хыҫӗнчен тухса, пӑлхарсен Ылттӑнпик ертсе пыракан ҫарне тапӑнчӗ. Эппин, халӗ монголсем, хӑйсен мӗнпур ҫарне пӗр чӑмӑра пухса, пӑлхарсене уҫӑ ҫапӑҫура ҫӗмӗрсе тӑкасшӑн.
Ылттӑнпик хӑй ҫумӗнчи кавалҫа виҫӗ хутчен вӑрӑммӑн кӑшкӑртма хушрӗ:
-Ту-у-у-ут! Ту-у-у-ут! Ту-у-у-ут!..
Ку вӑл пӑлхарсен текӗрчӗсен те пурин те вӑрҫа кӗмеллине пӗлтерет.
Саврӑш-паттӑр та, Ылттӑнпикӗн сулахаялла кайнӑ ҫарӗ те, Парӑҫ-Пӑрӑнтай ертсе пыракан ҫар та, ҫапӑҫӑва хӑҫан тата мӗнле кӗмеллине питӗ лайах ӑнланчӗҫ. Ан тив, монголсен пӗтӗм ҫарӗ ҫапӑҫу хирне пуҫтарӑнтӑр. Ҫавна кӗтсе илчӗ те Саврӑш-паттӑр хӑйӗн хастарланса кайна эккелӗсемпе тӑшман ҫине тӳрӗрен тӳрӗ мар, сылтӑм аяккине тӗллесе-курса пырса ҫапрӗ. Ылттӑнпикӗн сулахайри ҫарӗ вара тата та маттуртарах пулчӗ: кӑшт маларах кайса, монголсене хыҫалтан тапӑнчӗ.
Пӑлхарсене таппа лектерме ӗметленнӗ монголсем халӗ ӗнтӗ хӑйсем ҫав инкеке курчӗҫ. Епле паттӑррӑн ҫапӑҫрӗҫ пулсассӑн та, хӑйсене пур енчен те хупӑрласа илне пӑлхарсене хирӗҫ тӑраймарӗҫ вӗсем, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ҫӗре ӳкрӗҫ. Юлашкинчен кӑна, текех ҫапӑҫса ҫӗнтерме те, ҫӑлӑнса юлма та ҫуккине ӑнланса, тарма тытӑнчӗҫ. Хальхинче вара Ылттӑнпик хӑйӗн текӗрчӗсене чармалла маррине ӑнланчӗ.
— Пачман! — чӗнсе илчӗ вӑл хӑйӗн ҫамрӑк кӗрӳшне. — Халь сан валли уяв ҫитрӗ. Атя, мӗн пултарнине ту. Чи маттур текӗртсемпе монголсене таҫта ҫитиех хӑвалама пултаратӑн. Ҫывӑхра урӑх ҫар ҫук вӗсен.
Пачмана ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ пулчӗ. Вӑл хӑй тавра тӗкӗртсене пухрӗ те тарма тытӑннӑ монголсене хыҫалтан хӑвалама, каса-каса тӑкма хушрӗ. Пӑлхарсем чӑнах та тӑшмана таҫта ҫитиех хӑваласа кайрӗҫ. Юлашкинчен сывӑ юлнӑ монголсем Ик шывӗ урлӑ каҫса хӑтӑлас терӗҫ. Анчах унта та ӗҫе ӑнмарӗ вӗсен. Саврӑш-паттӑр эккелӗсем тӑшман ӑҫта шыв урлӑ каҫса ҫырана тухассине курма ӗлкӗрнӗ иккен. Ик шывӗн леш енче те монголсене пӑлхар паттӑрӗсем кӗтсе илчӗҫ.
Ҫапӑҫу хаяр та юнлӑ пулчӗ. Пӑлхарсем тӑшмана ним юлми ҫапса аркатрӗҫ. Питӗ сахал монгол ҫынни ҫӑлӑнса аякри ҫеҫенхирсене тарса кайма пултарчӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-13 23:02:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2547 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем