Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Еллиев Ефрем Васильевич

Еллиев Ефрем Васильевич, — прозаик, драматург. 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районне кӗрекен Сӗнчелте ҫуралнӑ. 1942 ҫулта фронтра вилнӗ.

1962 ҫулта вилнӗ хыҫҫӑн СССР ҪП членӗ шутне кӗртнӗ.

Кун-ҫулӗ

Чистай педагогика техникумӗнче, Мускав университетӗнче, Хусан пединститучӗн вырӑс чӗлхипе литературин факультечӗнче пӗлӳ пухнӑ. Вӗрентекен пулса ӗҫленӗ.

Ӗҫӗсем

Калавсем, очерксем, пьесӑсем ҫырнӑ. «Хапха», «Чӗн тилхепе», «Арӑм» калавсем паян та лайӑх вуланаҫҫӗ. «Пирӗн телей ҫавнашкал» пьесине Ҫамрӑксен театрӗ ӑнӑҫлӑ лартать.

Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Калавсем» (1963);
  • «Суйласа илнисем» (1973);
  • «Рассказы» (Калавсем, вырӑсла, 1983);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Калавӗсенче — тӑван ял (Надежда Михайлова, Виталий Елтов)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-27 22:37:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10012 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем