Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Гаочин сӑрчӗ, лапамӗ, вырӑнӗ

Китай енчи юмах тӑрӑх, тӗрӗк халӑхӗсем /чӑвашсем те/ кашкӑр аминчен ҫуралса пуҫланса кайнӑ.
Юмахра вӑрҫӑ хирӗнче ҫапӑҫнӑ, тыткӑна лекнӗ, алли-урисене татнӑ, шурлӑх ҫумӗнчи хӑмӑш ӑшне пӑрахнӑ ҫар ҫыннине ама кашкӑр Алтай ҫумӗнчи вӑрманлӑ Гаочан сӑрчӗ айне илсе кайнӑ.
Кашкӑр ами ҫак арҫынран вунӑ ывӑл ҫуратнӑ. Вӗсем ӳссе кӳршӗри халӑхсен хӗрӗсене качча илсе йӑх хунаса янӑ. Ҫакскерсем пирки Ар йӑхӗ тесе каланӑ. Вӗсем тӗнри, пӗлӗтри Турра хисеплесе пурӑннӑ. Ас тутаратӑп: кӳршӗ ытти халӑхсем вӗсене Турансем, Турӑ йӗкӗчӗсем /ҫыннисем/, Тюркютсем тенӗ. Халӗ тӗрӗксем тесе калатпӑр. Вӗсем Алтай ҫӗрӗ ҫине тухса тӗнче Тӑрӑх саланнӑ. Пире _Гаочан_ сӑмах пӗлтерӗшӗ, вырӑнӗ кӑсӑклантарать. Асчахсем ҫав вырӑн ӑҫта пулнине, каласса кӗтетпӗр.

Статьяна «Хыпарӑн» 113-114-мӗш номерӗсенче пичетленнӗ статьяран илнӗ материалсенчен хатӗрленӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑвашсен халапӗсемпе ҫыхӑннӑ историри паллӑ вырӑнсем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-11 13:23:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3119 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем