Мӗншӗн куртӑм эп сана
Мӗншӗн тӑтӑн ман ума
Пуҫа ҫавӑртӑн каҫпа
Хӑвӑн ӑшӑ кӑмӑлпа
Эп пӗлмен вылянине
Туяймарӑм суйнине
Вӑтанмасӑр эс вӑрларӑн
Ман туйӑмсене
Хушса юрламалли:
О... вӑрларӗ манӑн ҫутӑ чӗрене
О... туймарӗ эпӗ уншӑн ҫуннине
О... вӑрларӗ, эп сисмерӗм, илсе кайрӗ,
Ним ыйтмарӗ манӑн ҫутӑ, ҫутӑ черене
Халӗ манӑн пурнӑҫра
Сӳннӗ пушӑ кун кӑна
Эс вӑрланӑ чӗрене
Шутламастӑн вӗҫертме
Эпӗ санӑн тыткӑнра
Эс пултаран выляма
Вӑтанмасӑр эс вӑрларӑн
Ман туйӑмсене
Хушса юрламалли:
О... вӑрларӗ манӑн ҫутӑ чӗрене
О... туймарӗ эпӗ уншӑн ҫуннине
О... вӑрларӗ, эп сисмерӗм, илсе кайрӗ,
Ним ыйтмарӗ манӑн ҫутӑ, ҫутӑ черене
О... вӑрларӗ манӑн ҫутӑ чӗрене
О... туймарӗ эпӗ уншӑн ҫуннине
О... вӑрларӗ, эп сисмерӗм, илсе кайрӗ,
Ним ыйтмарӗ манӑн ҫутӑ, ҫутӑ черене