Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Выльӑр-кулӑр, тӑвансем - Стас Владимиров

Шыв хӗрринче ӳсет ҫӗмӗрт йывӑҫ
Каҫма урлӑ лӑс-лӑс силленце
Шӑпӑр-шӑпӑр ҫӑвать ҫурхи ҫумӑр
Ҫӗмӗрт йывӑҫ тавра тӑкӑнса.
Шӑпӑр-шӑпӑр ҫӑвать ҫурхи ҫумӑр
Ҫӗмӗрт йывӑҫ тавра тӑкӑнса.

Кашни ҫулла-ҫуркунне пулсассӑн
Тухӑр, твансем, улма пахчине
ҫамрӑк ӗмӗр асӑра килсессӗн
Итлӗр, твансем, шӑпчӑк юррине
ҫамрӑк ӗмӗр асӑра килсессӗн
Итлӗр, твансем, шӑпчӑк юррине

Ҫамрӑк ӗмӗр юр шыв пек юхать-ҫке
Эпир ӑна тытса чарас ҫук
Ӗҫӗр-ҫийӗр, юрӑ шӑрантарӑр
Выльӑр-кулӑр, твансем, пӗрле чух
Ӗҫӗр-ҫийӗр, юрӑ шӑрантарӑр
Выльӑр-кулӑр, твансем, пӗрле чух

Чӑваш эстради<Чӑвашла юрӑсен лирики<Стас Владимиров


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-14 23:25:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5741 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем