Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ватӑ тилӗпе паттӑр ӑмӑрт (Кӗмӗл Кӗпер)

Болгаро-чуваши в нескольких местах устроили
засады, выступили против них, встретились
с ними и, заманив их до тех пор, пока они
(татаро-монголы) эашли эа место засад, напали
на них с тыла, так что они остались в середине,
поял их меч со всех сторон, перебито их
множество, и уцелели из них только немногие.
Ибн-ал-Асир, 1160-1233 ҫулсенче пурӑннӑ араб писателӗ.

Хӑйӗн паттӑр каркарҫарӗпе монголсене пырса ҫапсассӑн, Ылттӑнпик малтанласа тӗлӗнчӗ те. Ара, ҫаксем пулаҫҫӗ-и вара пӗтӗм тӗнчипе чапа тухнӑ монголсем?! Тӑшмансен пӗтӗм ҫарӗ питӗ хӑвӑрт ним ӑнланмалла мар арпашӑнса кайрӗ, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле талпӑнчӗ. Юлашкинчен, хӑйсене ҫавӑрса илнӗ пӑлхарсен ункине питӗ теплӗн ҫакланнине ӑнланнӑ хыҫҫӑн, сасартӑк лӗнчӗр кайнӑ пек пулчӗ. Пӑлхар йӗкӗчӗсем вӗсене ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫӑмӑллӑнах тӗп тума тытӑнчӗҫ. Анчах ку вӑл тӑшман вӑхӑтлӑха аптраса ӳкни ҫеҫ пулчӗ пулас.
Монголсен хушшинче вӑйлӑ саспа харҫав паракансем пулчӗҫ. Уйрӑмах икӗ паттӑра асӑрхарӗ Ылттӑнпик: пӗри — вӑрӑм пӳ-силле, хыткан вӑйпитти ар, тепри — кӗреҫе сухаллӑ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ ҫирӗп карт. Унӑн хӑрах куҫӗ юхса тухнӑ, аякранах палӑрать. "Джепепе Супетей! — шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ Ылттӑнпик пуҫӗнче. — Ватти — Супетей!.."
Ҫав хушӑра ҫак ватӑ ҫарпуҫӗ хушнипе монголсен пӗр ушкӑнӗ сӑнӑ пек шӑтаркӑҫ туса пӑлхарсем ҫине кӗрсе кайрӗ. Тискер те шелсӗр тытӑҫу пуҫланчӗ. Ылттӑнпик ҫине виҫӗ монгол сӗкӗнсе кӗчӗҫ. Ылттӑнпик вӗсенчен пӗрне касса пӑрахрӗ. Тепӗр иккӗшӗ ытла хытӑ ҫапӑҫмасӑрах ун ҫумӗпе уҫӑ ҫеҫенхирелле иртсе кайрӗҫ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — уҫӑ ҫеҫенхире монголсен ҫирӗм-вӑтӑр ҫынтан тӑракан текӗрчӗ тарса тухрӗ те тӗк татнӑ пек аяккалла вӗҫтерчӗ. Пуринчен те малта — леш хӑрах куҫли.
"Ара, Супетей тарса тухрӗ!" — тавҫӑрса илчӗ Ылттӑнпик.
— Ман хыҫҫӑн! — кӑшкӑрса яче вӑл эккелсем пурте илтмелле. — Ман хыҫҫӑн!.. Супетей тарать!..
Хӑйӗн шап-шур хӑйма пек утне ҫеҫенхирелле таракан монголсен еннелле сиккипе янӑ хыҫҫӑн Ылттӑнпик хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Вӑтӑр-хӗрӗх эккел, ыттисенчен татӑлса, ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ.
— Ҫавӑрса илӗр! — кӑшкӑрчӗ Ылттӑнпик хӗҫӗпе сулса...
Ҫав вӑхӑтра ыттисенчен каярах юлнӑ монгол ун еннелле ҫаврӑнчӗ те уххипе печӗ. Монгол ҫӗмренӗ Ылттӑнпик хӑлхи ҫумӗнченех шӑхӑрса вӗҫсе иртрӗ.
— Ах, эс апла-и-ха! — кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ Ылттӑнпик хыҫӗнчех. Сассинченех палласа илчӗ Ылттӑнпик. Ку вӑл — чӑваш паттӑрӗ Саврӑш.
Ҫавӑнтах Ылттӑнпик ҫумӗнченех вӑшлатса ҫӗмрен иртсе кайрӗ те леш монгола пырса ҫапрӗ. Монгол учӗ ҫинчен мечӗк пек ыткӑнса кайрӗ.
Уҫӑ ҫеҫенхирелле таракан монголсен тӗп ушкӑнӗ ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ пек сасартӑк икӗ пая пайланса кайрӗ. Пӗр ушкӑнӗ тӳп-тӳрӗ каять, тепри сулахаялла пӑрӑнчӗ. Ылттӑнпик куҫласа ӗлкӗрчӗ, Супетей ҫак сулахаялла пӑрӑннӑ ушкӑнра.
— Саврӑш! — кӑшкӑрчӗ, хыҫалалла ҫаврӑнса, Ылттӑнпик. — Эсӗ кусене хуса ҫит! — тӳрӗ каяканнисен енне кӑтартрӗ вӑл. — Эпӗ Супетее укрӑклатӑп!..
* * * <<
Ниме пӑхмасӑрах хӑй хыҫҫӑн йӗрлекен пӑлхар паттӑрӗ кам иккенне пӗлес тенӗн, Супетей темиҫе хутчен те хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Вӑл лайӑх ӑнланса илчӗ: ку ҫын унран юлмасть. Эппин, ӑна хӑйне пӗтермелле!.. Анчах пӑлхар паттӑрӗпе пӗрле ҫирӗме яхӑн нукер. Супетейпе пӗрле вара вунна яхӑн торкаут ҫеҫ. Ҫапах та тепӗр шанчӑк юлчӗ Супетейӗн. Вӑл хӑй тапӑрӗ ҫумӗпе иртмелле. Унта тапӑра сыхлакансем юлнах. Вӗсем ӑна пулӑшма тухсассӑн, хӑй хыҫҫӑн ҫапла чӑрсӑррӑн хӑвалакан пӑлхарсене ним юлми пӗтерет Супетей.
Ҫапла шухӑшласа, утне васкатрӗ те васкатрӗ Супетей. Акӑ ӗнтӗ монголсем ҫӗр каҫнӑ тапӑр. Хӑйӗн шурӑ чатӑрне Супетей аякранах палласа илчӗ. Хӗвел тухаспа кӑна унта вӑл вырӑс пикине ыталаса та ачашласа киленнӗччӗ, ҫапӑҫу хыҫҫӑнах ӑна тепре хӑй патне илсе килме хушнӑччӗ. Ҫук, ӗмӗрлӗхех ҫухатрӗ ӑна Супетей. Ара, тапӑра пӗр монгол та юлман пулас. Ӑна пулӑшма тухакан пулмарӗ.
Супетей вара тапӑра кӗмесӗрех утне уҫӑ ҫеҫенхирелле пӑрчӗ. Халь тин пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ — тарса хӑтӑласси.

Пысӑк мар типвар урлӑ каҫса ҫӳлелле хӑпарнӑ чухне Супетей хӑй хыҫӗнче мӗн пулнине куҫларӗ те сивӗ тарпа витӗнчӗ. Ун хыҫӗнче пӗр торкаут та юлман. Пӗртен-пӗр леш чӑрсӑр пӑлхар хӑйӗн шап-шурӑ учӗпе ун хыҫӗнче.
— О-о, Аслӑ Тӳпе Турӑ! Ҫӑлсам мана! — кӗлтуса илчӗ те Супетей утне васкатма тытӑнчӗ. — Часрах! Часрах!..
Супетей учӗ часах, типвар леш енне каҫса, уҫӑ хирпе ҫил пек ыткӑнчӗ. Анчах хыҫран хӑвалакан шап-шурӑ ут-урхамах та унран юлмарӗ.
— Часрах! Часрах! — васкатрӗ Супетей хӑйӗн хӑла утне. Анчах Супетей учӗ ывӑнни палӑрнӑҫемӗн палӑрма тытӑнчӗ. "Эх, ҫӳллӗ сӑрт ҫинелле тапӑнса пырса тӗрӗс мар турӑм эпӗ, — шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ монгол ҫарпуҫӗн пуҫӗнче. — Йӗкӗтсене те, утсене те вӑхӑтсӑр ывӑнтартӑмӑр..."
Супетей шухӑшлани тӗрӗсех пулчӗ пуль ҫав. Унӑн учӗ епле хӑваласан та чуппине пӗрре те вӑйлӑлатаймарӗ. Хыҫран хӑвалаканни ӑна ҫитсех пычӗ. Акӑ ӗнтӗ вӑл Супетее касма хӗҫне те ҫӗклерӗ.>> * * * <<
Ылттӑнпик путсӗр монгол ҫарпуҫне хуса ҫитнӗҫемӗн ҫитсе пычӗ. Супетейре пӗтӗм шанчӑк сӳннӗ пулас. Вӑл вӗҫӗмсӗр утне хӑвалать те хӑвалать, хирӗҫ тӑрас, ҫапӑҫас шухӑш пӗтӗмпех пӗтнӗ унӑн.
Акӑ ӗнтӗ Ылттӑнпик путсӗр монгол ҫарпуҫне касма тесе хӗҫне те ҫӗклерӗ. Ҫав вӑхӑтра учӗн малти ури шап та лӑп сӑвар шӑтӑкне лекрӗ пулас, вӑл, такӑннӑ пек пулса, чикеленсе кайрӗ. Ылттӑнпик малалла ывтӑнса ҫӗре ӳкрӗ, хӗҫӗ ывтӑнса кайрӗ.
Супетей ҫакна тӳрех асӑрхарӗ. Утне тытса чарчӗ те вӑл каялла ҫаврӑнчӗ. Ылттӑнпик ури ҫине сиксе тӑчӗ те, пӗрре-иккӗ ярса пусса, ывтӑнса кайнӑ хӗҫне ярса илчӗ. Халӗ унӑн ут ҫинче ларакан тӑшманпа ҫуран ҫын пулса ҫапӑҫмалла. Анчах Супетей ӑна тапӑнма хӑяймарӗ.
— Кам эсӗ? — аякранах кӑшкӑрчӗ вӑл.
— Ылттӑнпик эпӗ! — хуравларӗ пӑлхар ҫарпуҫӗ.
— Ылттӑнпик!.. Илтнӗ, паллӑ ҫарпуҫӗ... Челпир патша шӑллӗ... Мана палларӑн-им эсӗ?..
— Сана, хӑрах куҫлӑ ватӑ тилле, пӗтӗм тӗнче пӗлет! — кӑшкӑрчӗ Ылттӑнпик. — Анчах ырӑпа мар, усалпа ҫеҫ!..
Супетей кулса илем пекки турӗ.
— Пӗтӗм тӗнчене парӑнтарнӑ эпӗ, ҫавӑнпа...
— Эпир сана шӑлҫемми пулмарӑмӑр.
— Ку вӑл вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Тепре килетӗп!..
— Акӑ! — хӗҫӗпе юнарӗ Ылттӑнпик. — Атя, хӑрамастӑн пулсассӑн, ҫапӑҫ!
— Сана астуса юлтӑм эпӗ, Ылттӑнпик!.. Халлӗхе эсӗ паттӑр ӑмӑрт пултӑн... Анчах та асту!..
Супетей утне хускатрӗ те, ҫеҫенхирпе ҫил пек вӗҫтерсе, часах куҫран ҫухалчӗ.
Ҫав вӑхӑтра пӗлӗт ҫинчен вӗҫсе аннӑ пек ҫак вырӑна Ылттӑнпик леккерӗ Итурай вӗҫтерсе ҫитрӗ.
— Мӗн пулнӑ? — учӗ ҫинчен сиксе анчӗ вӑл, чи малтан кукленсе ларнӑ Шурута курса.
— Акӑ, сусӑрланчӗ, — куляннӑн каларӗ Ылттӑнпик. — Ун пирки эпӗ Супетее тартрӑм. Атя, Шурута пулӑш-ха. Эпӗ сан утупа Супетей хыҫҫӑн каям. Тен, шыраса тупса укрӑкласа килӗп.
Вӑл, хӑйӗн сусӑрланнӑ учӗ патне леккерне хӑварса, унӑн учӗ ҫине утланчӗ те Супетей кайса ҫухалнӑ еннелле вӗҫтерчӗ.
Анчах вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхир варринче куҫран ҫухалнӑ ҫын вӑл утӑ капанӗ ӑшӗнче путса кӗнӗ йӗп пекех ҫав...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-19 12:46:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2727 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем