Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Бичурин Никита Яковлевич

Бичурин Никита Яковлевич, — монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ. 1777 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9 (ҫ.с.) Ҫӗрпу уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Шупашкар районӗ) Типнер ялӗнче ҫуралнӑ. 1853 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23 (ҫ.с.) Санкт-Петербург хулинче вилнӗ.

Бичурин ӗҫӗсене Раҫҫейре кӑна мар, Европӑра та хакланӑ. 1828 ҫулта ӑна Раҫҫей ӑслӑлӑхсен академиӗн член-корреспондент шутне суйласа илнӗ. 1831 ҫулта Парижри Ази обществин шутне кӗртнӗ. 1834, 1839, 1843, 1849 ҫулсенче вӑл Раҫҫӗйӗн ӑслӑлӑх шайӗнчи чи пысӑк паллине, Демидов премине тивӗҫлӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

1799 ҫулта Хусанти духовенство академине вӗренсе пӗтернӗ. 1800 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18 монах санне илнӗ. 1808-1821 ҫулсенче Пекинри чиркӳ ӗсченӗсен миссиӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл вӑхатра китай чӗлхине тӗплӗн вӗреннӗ, истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи, медицина, ял хуҫалӑх трактачӗсене китай чӗлхинчен куҫарнӑ. Петербурга 1822 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче таврӑнсан хӑш-пӗр куҫарӑвӗсене пичӗтленӗ.

1835 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16 чикӗ патӗнчи Кяхта хулинче Раҫҫейри пӗрремӗш китай чӗлхинчен куҫаракан тӑлмачсене вӗрентекен училище уҫнӑ. Китай чӗлхине училищӗре Никита Бичурин хӑй хатӗрленӗ «Китай чӗлхин грамматики» (Грамматики китайского языка, 1838) ӑслӑлӑх кӗнекипе вӗрентнӗ.

1840 ҫулсен пӗрремӗш ҫур пайӗнче унӑн Китай империӗнчи халӑх, администраци управлениӗ, территори пайланӑвӗ, саккунсем, суда ертсе пыни, ял-хуҫалӑх ҫинчен каласа паракан ӗҫесем пичӗтленсе тухнӑ. 1851 ҫулта Бичурин хатӗрленӗ «Вӑтам Азире авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ халӑхсем ҫинчен пӗлӳсен пуххи» ятлӑ кӗнеке пичӗтленсе тухнӑ. Кунта Китай летописӗсенчен Ҫӗпӗр, Вӑтам Ази, Туркестан, Монголи, Вӑтам тата Аякри Хӗвелтухӑҫра пирӗн эрӑчен юлашки ӗмӗрсенчен пуҫласа пирӗн эрӑн малтанхи ӗмӗрсенче пурӑннӑ халӑхсем ҫинчен тупса кӑларнӑ пӗлӳсене пуҫтарнӑ. Ку кӗнекене нумай халӑх историне тӗпченӗ чухне усӑ курнӑ. Чӑвашсен аваллахне тӗпченӗ чухне ӑна усӑ курнӑ.

XX ӗмӗрте Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫне востоковедсемпе историксем тӗплӗн тӗпченӗ. Вӗсем шутне А.Н.Бернштам, Л.И.Думан, П.Е.Скачков, Л.Н.Гумилев, В.Д.Димитриев, П.В.Денисов тата ыттисем Бичурин пурнӑҫӗпе паллашса тӗпченӗ, Бичурин Раҫҫей ӑслӑлах синологине никӗсленине, ҫавӑн пекех Раҫҫейри, Вӑтам Азири тата Китайри халӑхсен чӗлхисемпе културисене тӗпчемешкӗн пысӑк ӳсӗ кӳнине палартнӑ.

Ӗҫӗсем

  • Записки о Монголии. СПб., 1828. Т. 1—2;
  • История первых четырех ханов из дома Чингисова. СПб., 1829;
  • Историческое обозрение ойратов или калмыков с XV столетия до настоящего времени. СПб., 1834;
  • Статистическое описание Китайской империи. СПб., 1834. Ч. 1—2;
  • Китай в гражданском и нравственном состоянии. СПб., 1848. Ч. 1—4 и др.

Литература

  • Денисов П. В. Жизнь монаха Иакинфа Бичурина. Ч., 1997.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-14 18:57:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 18203 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем