Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

А. Тарасов: «Кашни ҫыравҫӑ хӑй «чиркӳ» пулмалла»

«Тӑван Атӑл» журнал шеф-редакторӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Арсентий Тарасов ҫаврака датӑсене килӗштерсех каймасть пулин те «Хыпар» хаҫат журналисчӗн хӑш-пӗр ыйтӑвне хуравлама ҫапах та кӑмӑл турӗ.

— Пурте пӗлетпӗр: ҫын хӑйӗн кун-ҫулне тишкерсе хак пама ҫур ӗмӗр ҫитсен тытӑнать.

Арсентий Алексеевич, хӑвӑн пӗрремӗш хаклавна астӑватӑн-и? Пилӗк ҫул хушшинче вӑл улшӑнмарӗ-и?

— Манӑн шухӑшӑмпа, пурнӑҫа юбилейсемпе мар, тӗрлӗ пулӑмпа пахаламалла. Ҫапах та калам: хыҫа хӑварнӑ ҫулсенче мӗн-мӗн тунипе эпӗ кӑмӑллӑ. Паллах, улшӑнусем пулчӗҫ. Калӑпӑр, 50 ҫула телекуравра кӗтсе илнӗччӗ. Унтан наци радиовӗнче ӗҫлерӗм. Халӗ «Тӑван Атӑл» журналта тӗплентӗм. Манӑн тахҫанах литературӑна ҫывӑх сывлӑшра пулас килетчӗ.

— Ӗлӗк-авалтанах паллӑ: ачан таланчӗ йӑхран тата ҫутҫанталӑк мӗнлерех мехел панинчен килет. Сана хӑшӗ витӗм кунӗ? Ҫырас ӑсталӑху ӑҫтан йӑл илсе тапса тухнӑ?

— Малтанах ҫакна пӗлтерем: эпӗ — Сурковсен йӑхӗнчен. Хушамата атте 60-мӗш ҫулсенче улӑштарнӑ. Аслашшӗ Тарас ятлӑ пулнӑран. Ялта сумлӑ йӑх, кӑштах ӑслӑ йӑх та шутланать. Асатте вӗреннӗ ҫын пулнӑ. Аттене те вӗрентессишӗн питӗ тӑрӑшнӑ. Пӗр ҫухрӑмри Ҫӗнӗ Ахпӳрт шкулне лашапа леҫнӗ, каҫхине кайса илнӗ.

Шкул пӗтерсен атте Патӑрьелти педагогика училищинче пулас паллӑ ҫыравҫӑпа Илпек Микулайӗпе пӗр класра вӗреннӗ. Ун пирки каярахпа ҫапла каланине астӑватӑп: «Шӑши пек йӑпӑр-йӑпӑр чупса ҫӳретчӗ. Пӗрмаях комсомол юррисене юрлатчӗ».

Анне Геннадий Айхи сӑвӑҫ ҫуралнӑ тӑрӑхран, Ҫӗньялтан. Пирӗн Пӑлакассине ӑнсӑртран лекнӗ. Колхоза тара кӗрсе ӗҫлеме килнӗ те — ӑна аттепе паллаштарнӑ...

Анне чӗлхе енчен чылай ҫыравҫӑран ирттерекен ҫынччӗ. Ҫав тери сӑнарлӑ калаҫатчӗ. Вӑл хӑр тӑлӑх пулнӑран шкулта вӗренмен. Хутла пӗлменренех унӑн чӗлхи пӑсӑлман-тӑр. Ҫав тасалӑх мана куҫнӑ пулӗ тетӗп. Ҫырас килни те вӗсенченех — аттепе аннерен.

Литература енне туртӑнма пирӗн йӑхра ҫыравҫӑсем пулни те витӗм кӳнӗ паллах. Сӑмахран, Владимир Март, Мартышкин хушамата ҫапла кӗскетнӗччӗ вӑл, — сӑвӑсем лайӑх ҫыратчӗ. Вӗсем «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» кӗнекере пичетленнӗччӗ. Шел, ялтан хӑпса тухаймарӗ, ӑсталӑхне малалла туптаймарӗ.

Асаттен аппӑшӗн ывӑлӗ Александр Плешков та ҫырма хавхалантарнӑ. Вӑл Патӑрьел район хаҫатӗнче вӑй хунӑ. Кӳрше, «Хресчен сасси» хаҫатра, «Капкӑн» журналта ӗҫленӗ Федор Комарова та, ырӑпа асӑнас килет. Унӑн сӑввисем те кӑмӑла ларатчӗҫ. Марина Карягина сӑвӑҫа та пирӗн йӑхранах теме пулать: ман асаттен аппӑшӗн хӗрӗ — унӑн асламӑшӗ. Асаттепе пӗр тӑван Трифон мӑнукӗ Владимир Сурков та (вӑл Чӑваш радиора ӗҫленӗ) тарӑн шухӑшлӑ сӑвӑсем ҫырать.

Ҫутҫанталӑк илемӗ, хӑйне евӗрлӗхӗ те манӑн чун-чӗрене ача чухнех килентернӗ, ӑша хывӑннӑ. Эпӗ ҫырма-ҫатрана, вӑрманлӑ вырӑна питӗ кӑмӑллатӑп. Пӑлакасси ку енӗпе чухӑнрах пулнӑран атте ҫапла калатчӗ: «Арҫук, ӳссе ҫитӗнсен, лесника вӗренсе тухсан каятпӑр Йӗпреҫ тӑрӑхне, кӳлӗ хӗрринче ҫурт лартатпӑр та — ҫутҫанталӑк ырлӑхӗнче пурӑнатпӑр». Атте мана вӑрман ҫынни тӑвасшӑн пулнӑ. Район центрӗнчен кӗнекесем ятарласа илсе килетчӗ. Ботаникӑн пӗрремӗш урокӗсем маншӑн шкулта мар, крыльца картлашки ҫинче иртнӗ.

— Ачалӑху ялта юлнине эсӗ «Сутнӑ ҫуртри юлашки каҫ» повеҫре яр уҫҫӑн кӑтартнӑ. Ӑна ҫап-ҫара хӑварма шел пулмарӗ-и? Яла пырсан сана ӳпкелемест-и?

— Ҫурт-хуралтӑна сутнӑшӑн халӗ питӗ кулянатӑп. Ачалӑхӑн ӳпкевне те чӗрепе туятӑп. Тӗлӗнмелле: атте-анне пӳрчӗ пур ҫӗртех вӑл ҫук та пек, — текех хамӑрӑн мар-ха та. Ҫут тӗнчерен кайиччен анне ҫапла каларӗ: «Пирӗн ҫурт нихӑҫан та пушӑ ан лартӑр. Хӑвӑр мар тӑк — кам та пулин пурӑнтӑр». «Ҫемье вучахне ан сӳнтерӗр — тенӗ пулсан, паллах, пӳрте сутма совеҫӗмӗр ҫитместчӗ. Кашни Ҫимӗкрех яла кайсан ҫарран чупса ҫӳренӗ урама кӗретӗп, ҫуралса ӳснӗ ҫурт умӗнче чарӑнса пуҫӑма тайса тӑратӑп: атте-аннене, ачалӑха аса илетӗп, эпӗ тӗп килте марришӗн пӑшӑрханса вӗсенчен каҫару ыйтатӑп. Укҫаллӑ ҫын пулнӑ тӑк пӳрте каялла сутӑн илме хатӗрри ҫинчен хам илтмелле пӑшӑлтататӑп. Тӗрӗссипе, эпӗ ял ҫынни, эпӗ Пӑлакассирех юлнӑ, — Шупашкарта вӑтӑр сакӑр ҫул пурӑнатӑп пулин те. Калав-повеҫри геройсем те ял ҫыннисемех вӗт манӑн.

Хӑш-пӗр чухне пуҫӑма ҫакӑн пек шухӑшсем кӑшӑллаҫҫӗ: эпир, ял ачисем, хулана мӗн илсе килтӗмӗр, ӑна эпир кирлӗ-и? Ҫуралнӑ вырӑнта ял психологийӗпе хӑват илнӗ, хулана килсен вара — йӑлт улшӑнмалла, унӑн картне лармалла, «вӑййине вылямалла», темле ушкӑнсенче пулмалла... Чӑваш чунӗ ҫакӑнта кисренмест-ши-ха? Эпир «пӑсӑлни» ҫак кисренӳре мар-и? Енчен те пуҫлӑхсене юраса, вӗсен юррине юрласа пурӑннӑ тӑк — эпӗ, тен, культура министрӗ те ним те мар пулаттӑм. Шӗкӗр Турра — манӑн тавракурӑм улшӑнмарӗ, чун-чӗре сутӑнмарӗ, икӗ питленмерӗ.

— Эсӗ «Тӑван Атӑла» киличчен, телекуравра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ хушӑра, драматургипе поэзире те сулмаклӑ утӑмсем турӑн: санӑн «Инҫет телей ҫути» пьеса тӑрӑх лартнӑ спектакль Раҫҫей патшалӑх премине тивӗҫрӗ, «Шӑппӑн-шӑппӑн ларар-и» юрру хит-парадра пӗрремӗш пулчӗ. Тӗрлӗ жанр анлӑшӗнче «суха туни» таса литературӑпа ӗҫлеме чӑрмантармасть-и?

— Чӑрмантармасть. Мӗншӗн тесен вӗсем пурте — телефильм-и, сӑвӑ-юрӑ-и, калав-пьеса-и — пӗр кӗвӗре, пӗр ҫыхӑра, пӗр шухӑш-курӑмра. Унта чун туйӑмӗ, чун ӗсӗклевӗ. Вӗсем расна жанр пек ҫеҫ шутланаҫҫӗ.

— Арсентий Алексеевич, хайлавусенчи тӗп сӑнарсем санӑн — «пӗчӗк» ҫынсем, кушаксем, качакасем, шӑрчӑксем... Вӗсем урлӑ эсӗ общество мӗнле шайрине кӑтартатӑн. Ҫӗршыв тӗрекӗ, хӑвачӗ пуҫлӑхсемпе олигархсенчен мар, «пӗчӗк» ҫынсенчен килнине сӑнлама та вӑхӑт ҫитмерӗ-и?

— Тӗрӗс. Президентсемпе олигархсем, предприяти ертӳҫисем таранчченех, — вӑхӑтлӑх ҫынсем. Ну, лараҫҫӗ халӑх шучӗпе укҫа ҫапса — вунӑ ҫул, ҫирӗм ҫул... Ҫакӑ ниме те пӗлтермест, ниме те тӑмасть. Пурнӑҫӑн хӑйӗн саккунӗсем, унӑн хӑйӗн аталанӑвӗ. «Пӗчӗк» ҫынсем ҫемье ҫавӑрмасан, ача ҫуратмасан, тырӑ ҫитӗнтермесен, сысна пӑхмасан... — патшалӑх тытӑмӗ ҫук. Ҫавӑнпа пуҫлӑхсем: «Эпӗ санӑн хуҫу», — тени айванла — вӑл вӑхӑтлӑх хуҫа ҫеҫ-ҫке.

Пӗррехинче хӗр килӗшме кайнӑччӗ. Шӑпах суйлав вӑхӑчӗ. Чӑваш Президентне суйламалла. Кил хуҫипе пурнӑҫ, политика ҫинчен калаҫса кайрӑмӑр. Ун чухне, 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче, самани ҫапларахчӗ — калаҫмалли самана. «Камшӑн сасӑлатӑн-ха? Федоровшӑн-и, Кураковшӑн-и е Хусанкайшӑн-и?» — тесе ыйтрӑм. Кил хуҫи ман ҫине кӑн-н! пӑхрӗ те: «Тӑванӑм, журналист, айта-ха кӑтартам сана камшӑн сасӑламаллине», — терӗ. Пахчана илсе тухрӗ. Кунта, шӑкӑрин — купӑста, кишӗр, сухан, ҫӗрулми йӑранӗсем. «Акӑ манӑн суйлав: ҫак ҫимӗҫсем парка ҫитӗнсен, вӗсене усламлӑ вырнаҫтарсан — вара манӑн пурнӑҫ пулать. А, сан Федорову, Куракову, Хусанкайу — пурте вӑхӑтлӑх. Маншӑн ҫумӑр ҫунипе хӗвел пӑхни чылай хаклӑрах», — терӗ «пӗчӗк» ҫыннӑн пурнӑҫӗ пӗтӗмпех хӑйӗнчен килнине систерсе. Ҫавӑнпах-тӑр эпӗ те ахаль ҫынна ытларах килӗштеретӗп, вӗсен нуши-терчӗ те манӑнни евӗрех пулнӑран. Общество икӗ пая — пуянсемпе чухӑнсем ҫине — пайланни паян куҫ кӗрет. Пуҫлӑхсем, влаҫа ярса илнисем, пуйса юлма хӗрӗнеҫҫӗ. Хӑйсене пуйма «пулӑшакан» хура халӑха вара чун усрамалӑх «шӑмӑ» ывӑтса панипех ҫырлахаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен пӗлеҫҫӗ: ыр курса пурӑнаслӑхӗ — вӑхӑтлӑх.

— Паянхи литературӑн расналӑхӗ пур-и? Вӑл 30-40 ҫул каяллахинчен мӗнпе уйрӑларах тӑрать?

— Литературӑн пӗр вырӑнта хытса тӑма юрамасть. Унӑн уйрӑмлӑхӗ пулмаллах. 30-40 ҫул каяллахи таса литература мар, идеологи хатӗрӗ. Ӑна халӑха минретмелли тухатуллӑ ӑнсӑрт пек те хаклама май пур. Унашкал литература паян та ҫук мар. Ҫапах та вӑл — хальхи ҫыраканӑн, манӑн идеологи. Енчен те ҫав хурӑм калав е повеҫ хайлатӑп тӑк — эпӗ тӗнчене, ҫынсене ҫавнашкал тӑвасшӑн. Вӗсенчи сӑнарсем урлӑ хамӑн идеологие калӑплатӑп. Тепӗр чуна хам енне ҫавӑрса пӗр шухӑшлӑ сывлӑш хатӗрлетӗп. Кашни ҫыравҫӑ хӑй «чиркӳ», хӑй «тӗн» пулмалла. Пӗрпеклӗх — аталанӑва чӑрмантаракан чарак. Литература хӑйӗн вӑйне ҫухатни ҫыракан ҫын хӑй «чиркӳ» пулманнисенчен килчӗ пулӗ тетӗп.

Литература, кино, театр тапхӑр-тапхӑрпа аталанать. 90-мӗш ҫулсенче «чернуха» текенни вӑй илнӗччӗ. Халӗ ӑна урӑхлараххи, халӑха кирлӗреххи хӗссе кӑларса пырать. Эпӗ совет литературине те пӗтӗмпех хурламастӑп. Ун чухне те чун валли паха кӗнекесем сахал мар тухнӑ, вӗсене вуласа ӳснӗ.

— Эсӗ, пӗлетӗп, ялсене тӑтӑшах каятӑн, ҫынсемпе курнӑҫатӑн. Мӗнлерех калав-повеҫ кӗтет паянхи вулакан?

— Хӑш-пӗр калаҫуран ҫакна ӑнлантӑм: паянхи вулакан пысӑкрах калӑпӑшлӑ хайлавсем вуласшӑн. Унти геройсемпе пӗрле пурӑнасшӑн, хӑйне канӑҫсӑрлантаракан ыйтусен тупсӑмне тупасшӑн. Ҫавра ҫил пек пурнӑҫран хӑтӑлса, чылай вӑхӑтлӑха ларса канас тенӗ пек, урӑх тӗнчене кӗрес килет унӑн — пысӑкрах тӗнчене.

— «Тӑван Атӑл» тӗпрен ҫӗнелсе лайӑхланчӗ. Анчах та ун ӑшӗнчи «Сунтал» кӑмӑл-туйӑма сапӑрлӑх кӳреймерӗ. Пӗр журналта икӗ журнал пулнине чун-чӗре йышӑнсах каймасть-ши?

— Ырӑ шухӑшпах — «Ялав» журнала» упраса хӑварас тесе — ҫапла тунӑ-ха ӑна. Эпир, чӑвашсем, мӗн пуррине яланах сыхласа хӑварасшӑн, — вӗсем пирӗн нумаях пулманран. Ҫавӑнпах, тен, пурӑнан пурнӑҫра катӑк пуртӑ та кирлӗ тенӗ пек, усӑ кӳмен чылай япаланах упратпӑр.

Журнал вулакансем валли тухать. Вӗсемех, ҫырӑнса илекенсемех, татса паччӑр «Сунтал» шӑпине.

— Эсӗ яланах: «Журналта пичетлеме суйласа илмелӗх калав-повеҫ ҫук», — тетӗн. Мӗн пулчӗ ҫыравҫӑсене? Вӗсем мӗншӗн ҫырма пӑрахрӗҫ?

— Эпӗ Пичет ҫуртӗнчен айккинче пулнӑ чухне чӑваш литератури ҫавнашкал аялалла анса кайнине туйман. Журнал кӑларма чӑнах та ҫӑмӑл мар. Вулакан чун-чӗрине ярса илекен хайлав чӑннипех те сахал.

Мӗншӗн унчченхи пек нумай ҫырмаҫҫӗ? Сӑлтавӗ тӗрлӗрен-тӗр. Ҫапах та пӗри ярт! курӑнать. Писательсен пысӑк йышӗ ватӑлчӗ. Ҫавна пулах ҫырас хевти те чакрӗ-тӗр. Пурнӑҫ таппи тӗпрен улшӑннӑ май чылайӑшӗ унчченхи идеологисӗр тӑрса юлчӗ. Вӗсен каламалли, кӑтартмалли сӑнарсем ҫук, мӗншӗн тесен иртнӗ самана картинчен тухайман, унтах юлнӑ. Вӗсен хыҫҫӑнхи ӑру, пирӗн тейӗпӗр, йышлах мар. Унта сӑвӑ ҫыракан ытларах.

Тӗллев: ҫамрӑк талантсене шырамалла, вӗсене литература лаҫҫине ертсе кӗмелле.

— Кирек кам та ӗмӗтпе пурӑнать. Писатель — пушшех. Ҫывӑх вӑхӑтра санран мӗнлерех хайлавсем кӗтмелле?

— Эпӗ чылайранпа кӗнеке кӑларман, — ҫирӗм ҫула яхӑн. Халиччен ҫырнисене пуҫтарса тата ҫӗннисене хушса ӗмӗте тӑрламаллах.
Драматургирен вӑхӑтлӑха пӑрӑнса прозӑпа пусӑрӑнса ларасшӑн. Пурнӑҫа хам курнӑ таран ӑнланса, туйса, пысӑкрах, анлӑрах, пӗр сӑмахпа — хам валли пӗтӗмлетӳллӗрех ӗҫ калӑпласшӑн.

— Ӑна ҫуратса хӑтлама «хыпарҫӑсем» сана ӑнӑҫу та телей сунаҫҫӗ.

— Тавтапуҫ. «Хыпар» хаҫатӑн вулаканӗсемпе «курнӑҫма» май туса панӑшӑн та пысӑк тав.

Геннадий Максимов калаҫнӑ.
«Хыпар», 2011, ҫӗртме, 28


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-07-17 17:35:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5552 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем