Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ашшӗпе ывӑлӗ (Кӗмел Кӗпер)

Ывӑл пулсан пуласлӑх та пур...
Ваттисем калани.


Саврӑш-паттӑр таманӗ кермене кӗрсе кайса унти монголсене пӗтӗмпех касса тухрӗ, анчах Парӑҫ-Пӑрӑнтай сутӑпчӑка тупаймарӗ. Шел те, Парӑҫ-Пӑрӑнтай шыва путпӑ пекех ҫухалчӗ.
Чӗрӗ этем тӗлӗнтермӗш япала ҫав! Ҫапӑҫу пынӑ чухне керменте пӑлхар эккелӗсемпе монголсем кӑна пурччӗ пек. Монголсене касса тухнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ пытанмалли шӑтӑксенчен, ҫӗр айӗнчи хушӑксенчен вуншар-вуншар ҫын тухрӗҫ. Вӗсен хушшинче — Саврӑш-паттӑрӑн арӑмӗпе ывӑлӗ те, вуниккӗри Айпӑлат.
— Эсӗ килсе пире ҫӑласса шантӑмӑр эпир, — терӗҫ вӗсем. — Анчах элтепер сире кӗтсе илеймерӗ.
Патшана унӑн арӑмне пӑлхарсем, тарӑн шӑтӑк чавса, ӑҫта вилнӗ ҫавӑптах пытарас терӗҫ.
Ашшӗпе амӑшне пытарнӑ хыҫҫӑн вара ҫичӗ ҫулхи Янтукана, чӑвашсен кӑнар-тиккине, Саврӑш-паттӑр хӑйӗн арӑмӗпе ывӑлне пачӗ.
— Кирек мӗнле пулса тухтӑр, кирек мӗскер тӑвӑр, анчах кӑнар-тиккине сыхласа хӑварӑр! — терӗ вӑл. — Вӑрҫӑ кунпа кӑна пӗтмест. Пӗтӗм хулана тӑшмансем тытса илнӗ. Эпир кермене тытса илнипе вӗсем ниепле те ҫырлахас ҫук. Е паянах, е ыранах, акӑ, мӗнпур ҫарӗпе тапӑнаҫҫӗ. Питӗ хаяр, питӗ юнлӑ вӑрҫӑ пулать кунта.
* * * <<
Батый хан тапӑрӗ — Кӗҫӗн хула ҫумӗнче.
Батый пӗлет: Аслӑ хулара питӗ хаяр ҫапӑҫу пулчӗ. Унта аслашшӗн чаплӑ ҫарпуҫӗсем пайтахӑн пуҫне хучӗҫ. Анчах монголсем пӗтӗм Аслӑ хулана тытса илнӗччӗ-ҫке-ха!.. Кайран Кӗҫӗн хулара хаяр ҫапӑҫу пычӗ. Кӗҫӗн хулана та монголсем тытса илчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра Аслӑ хулана таҫтан килсе тухнӑ пӑлхарсен таманӗ ярса илни Батыя питӗ тарӑхтарчӗ. Вӑл хӑй патне Супетее чӗнме хушрӗ.
— Мӗнле-ха вара, багатур, пӑлхарсем пиртен кулаҫҫӗ? — терӗ. — Каллех пӗтӗм Аслӑ хулана тытса илнӗ. Ӗнер мар-и-ха эсӗ пӗтӗм Пӳлер пирӗн алӑра тесе каларӑн?
— Саврӑш-паттӑр ҫӗнӗ таманпе килсе тухнӑ, ҫавӑ, — мӑкӑртатнан каларӗ хӑрах куҫлӑ ҫарпуҫӗ.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай ӑҫта? Эсӗ ӑна питӗ мухтарӑн. Хулана вӑл тытса илме пулӑшрӗ терӗн.
— Пӗр-пӗр ҫӗрте йытӑ виллипе юнашар выртать пулӗ. Сутӑнчӑка никам та шеллемест, — каллех мӑкӑртатса илчӗ Супетей..
— Ыран пӗтӗм хулана каялла тытса илес пулать.
— Ыран пӗтӗм хула пирӗн алра пулать, — сассине улӑштармасӑрах каларӗ Супетей.
Анчах калани ҫитмерӗ. Кунӗпе ҫапӑҫса та монголсем патша керменне ҫӗнӗрен кӗрсе каяймарӗҫ. Ку вара хӑрах куҫлӑ ҫарпуҫне питӗ тарӑхтарчӗ — Аслӑ хана Батыя мӗн тесе каласа тӳрре тухмалла-ха ӗнтӗ халь тин унӑн? Вӑл тарӑхнипе ҫурӑлса кайма хатӗрччӗ. Юрать-ха ҫав вӑхӑтра сыхлавҫӑсем пӑлхар пикӗ Парӑҫ-Пӑрӑитай тупӑннине пӗлтерчӗҫ.
Супетей сутӑнчӑксене юратмасть. Анчах вӑрҫӑра вӗсемсӗр те ӗҫ тухманнине пӗлет.
— Йытӑ ачи эсӗ! — терӗ вӑл хӑй патне илсе кӗнӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтая. — Пуҫна касиччен каласа пар: ӑҫта ҫухалтӑн? Хӑвна панӑ текӗрте ӑҫта хутӑн? Монголсен чи чаплӑ пилӗк пин багатурӗччӗ унта!..
Парӑҫ-Пӑрӑнтай такӑна-такӑна мӗн пулса тухнине, таҫтан килсе тухнӑ Саврӑш-паттӑрӑн пысӑк текӗрчӗ епле ҫапӑҫнине каласа пама тытӑнчӗ:
— Сахалтан та виҫӗ таман унта. Эпир вӗсенчен ҫуррине пӗтертӗмӗр. Анчах...
Супетей ӑна итлемест те, куҫке хӗссе-хӗссе вӑл Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫине пӑхать. Ку вӑл ватӑ тилӗ-ҫарпуҫӗ питӗ тарӑхнине пӗлтерет.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай пӗлет: мӗн тери хӑйне хӳтӗлесе каласан та ҫӑлӑнӑҫ тупаймасть. Ҫӑлӑнӑҫ урӑххинче...
— Эпӗ кермене кӗмелли вӑрттӑн ҫула пӗлетӗп.>> * * * <<
Мӗн тесессӗн те сутӑнчӑкпа кирлӗ пек усӑ курма пӗлни аван. Монголсем вара сутӑнчӑкпа яланах пӗлсе усӑ кураҫҫӗ.
Вӑрттӑн ҫулпа кӗрсе, монголсем кермене туртса илчӗҫ, пӑлхарсен кунти таманне пӗтӗмпех пӗтерчӗҫ. Саврӑш-паттӑр та унтах пуҫне хучӗ. Кунӗпе пынӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн Супетей патне тыткӑнрисене илсе пыра пуҫларӗҫ.
— Нумайӑн мар вӗсем, — терӗҫ. — Аманнӑ эккелсен шучӗ вунна та ҫитмест.
— Хӗрарӑмсемпе ачасем пур-и? — тарӑхса ыйтрӗ Супетей.
— Пӗр хӗрарӑм ҫеҫ. Икӗ ачипе.
— Илсе килӗр!

Монгол аламанӗсем тӗке-тӗке Супетей юрттине пӑлхарла тумланнӑ хӗрарӑма илсе кӗчӗҫ. Ун ҫумӗнче — ҫиччӗсенчи ача, хыҫӗнче — вуниккӗсенчи арҫын ача.
— Кам эсӗ? — пуҫне ҫӗклемесӗрех ыйтрӗ Супетей.
Хӗрарӑм чӗнмерӗ.
— Мӗн, чӗлхӳне ҫӑтса ятӑн-им? — пуҫне ҫӗклерӗ хӑрах куҫлӑ ҫарпуҫӗ. Унтан, тӗлӗнсе, хыҫалалла-хыҫалалла таяна пуҫларӗ. — О-о, Аслӑ Тӳпе-Турӑ!.. Мана тахҫан питӗ килӗшнӗ вырӑс хӗрне ҫӗнӗрен ҫуратса ман куҫ умне тӑратмарӑн пуль те эсӗ?!.
Хӗрарӑма хӑй патнерех илсе килме хушса, аламансене паллӑ пачӗ. Лешсем чыша-чыша, хӗрарӑма Супетей патнерех илсе пычӗҫ. Супетей хӑй умӗнчи хӗрарӑма кӗпи ярханахӗнчен ярса тытрӗ.
— Эсех-и ку?.. Мӗншӗн чӗнместӗн?.. Юрӗ, хамах паллатӑп!.. Хӗрарӑм сӑнран улшӑнать пулсассӑн та ытти хӑй евӗрлӗхне упрать.
Супетей вӑйлӑ аллипе хӗрарӑм кӗпин ярханахне аялалла туртрӗ. Лешӗн кӗпи чариех ҫурӑлса кайрӗ, тулли кӑкӑрӗ курӑнчӗ, сулахай кӑкӑрӗ тӑрринче — пысӑк турпалли...
— Любава! — ахлатнӑн кӑшкӑрса ячӗ Супетей. — Ман чун-чӗрепе ӗмӗрлӗхех кӗрсе вырнаҫнӑ вырӑс хӗр-пики... Любава...
Супетей хӗрарӑма ыталаса илес тенӗн, ӑна хӑй патнелле туртрӗ.
— Ан тив аннене! — илтӗнсе кайрӗ ҫав хушӑра ача сасси. Тахӑш вӑхӑтра хӗрарӑм хыҫӗнче тӑракан вуниккӗсенчи ача кӗпи айӗнчен анкар туртса кӑларчӗ те Супетей патне ыткӑнчӗ, ӑна чикме тӑчӗ.
— Йытӑ ҫури! — кӑшкӑрса ячӗ Супетей. Чӗрӗмре вӑл ача аллинчен анкарне туртса илчӗ те унпа ӑна пырӗнчен чикрӗ. Суранран юн палкаласа тухрӗ. Ача ҫурӑмӗ ҫине лаплатса ӳкрӗ, урисемпе пӗрре-иккӗ тапкалашса илчӗ те хускалми пулчӗ.
— Турӑҫӑм! — ахлатса ячӗ те урайне кутӑн кайса ларчӗ хӗрарӑм, ҫапах та хӑй ҫумӗнчи пӗчӗк ачине ӳкермерӗ. — Турӑҫӑм!.. Ашшӗ хӑйӗн ывӑлне чиксе пӑрахрӗ...
— Мӗскер пакӑлтатан эсӗ, путсӗр хӗрарӑм! — тарӑхса кайрӗ Супетей. — Мӗнле ман ывӑл пултӑр ку йытӑ ҫури...
- монгол ханӗсемпе аслӑ ҫарпуҫӗсен хӑйсене кӑна пӑхӑнса тӑракан эккелӗ, урӑхла каласан, сыхлав ҫарҫынни.
— Эс мӗн, хӑрах куҫлӑ шуйттан, вунвиҫӗ ҫул каялла мӗскер пулнине мантӑн-им?!. Сан ывӑлуччӗ ку, Айпӑлат!..
Каҫ пуличчен хӑй вӗлернӗ ывӑлӗ умӗнче ним хускалми ларчӗ Супетей.
— Хӗрарӑм ӑҫта? — терӗ аламанӗсене хӗвел ана пуҫласан. — Илсе
килӗр кунта.
Аламансем хӗрарӑма илсе килсессен, Супетей ӑна пӳйясем ҫине ларма хушрӗ.
— Мӗншӗн маларах каламарӑн ку ача ман ывӑл иккенне? — сиввӗн ыйтрӗ Супетей, вара хӑйех хуравларӗ. — Тепер тесен, каласа ӗлкӗрме те май пулмарӗ. Хамах ӑнланмалла. Анчах мӗншӗн ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнтӑм пулать-ха эпӗ?
Никама шеллеме пӗлмен чул чӗреллӗ ҫарпуҫӗн пӗртен-пӗр куҫӗнчен пысак куҫҫулӗ, шултра ҫумӑр пӗрчи пек, юхса анчӗ те сарӑ сухалӗ ҫине ӳкрӗ.
— Пӗтӗм ӗмӗре монголсемшӗн тӑрӑшса ирттертӗм. Хам тутар иккенне мансах, — терӗ Супетей, хӑй макӑрнипе асӑрхаман пекех. — Акӑ ӗнтӗ ӗмӗр иртсе кайрӗ. Мӗн ыррине куртӑм пулать-ха эпӗ? Арӑм та ҫук, ача та ҫук. Вупшар-вупшар хӗрупраҫ манӑн арӑм пулнӑ. Вуншар-вуншар ача манран ҫуратна пуль вӗсем. Анчах ӑҫта ҫав ачасем? Хам ҫумма тытса лутӑрканӑ та эпӗ вӑл хӗрупраҫсене — пӑрахнӑ, маннӑ. Сана вара манманччӗ, вырӑс хӗрӗ. Аслӑ Тӳпе-Турӑ ҫырни эсӗ пулнӑ, халӗ пӗлетӗп. Ҫавӑнпа эсӗ мана ывӑл ҫуратса панӑ, вуникӗ ҫула ҫити ӳстернӗ... Анчах мӗншӗн турӑ ӑна ачаллах хӑй патне илчӗ-ха? Аслӑ ҫарпуҫӗ пулмаллискерччӗ вӑл!..
Хӗрарӑм, аллинчи ачине ачашла-ачашла, ним чӗнмесӗр, макӑра-макӑра Супетей мӗскер калаҫнине итлесе ларчӗ.
— Турӑ мана ҫапла асап кӑтартас терӗ пулмалла, — ҫаплах калаҫрӗ те калаҫрӗ Супетей. — Питӗ нумай юн тӑкнӑшӑн, питӗ нумай хӗрарӑма макӑртнӑшӑн.
Супетей хӑй умӗнчи хӗрарӑм ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ.
— Кам ачи ку? — ыйтрӗ сасартӑк хӗрарӑм аллинчи ача ҫине кӑтартса.
— Хамӑн, — терӗ хӗрарӑм. — Кӗҫӗнни.
— Ҫук, — терӗ сиввӗн Супетей. — Куҫӑнтан пӑхсах туятӑп. Суятӑн эсӗ!.. Тӗрӗссине кала!.. Унтан сассине улӑштарчӗ.
— Эсе манран ан хӑра. Тӗрӗс, эпӗ халиччен никама та шеллемен. Анчах сана тивместӗп. Халь тин ӗнтӗ мана нимле хӗрарӑм та кирлӗ мар. Ылттӑнтан пулсассӑн та. Пӗртен-пӗр ывӑлӑм ячӗпе те пулин ырӑ ӗҫ тӑвам. Кала: кам ачи ку?
Херарӑм каламасӑр тӑма ҫуккине ӑнланчӗ.
— Кӑнар-тикки вӑл пирӗн, — терӗ. — Аслӑ та чаплӑ пӑлхар патшалахӗн кӑнар-тиккийӗ, пӑлхар халӑхӗн пуласлӑхне упраканӗ... Турӑ мана ҫак ачана упраса хӑварма пачӗ. Хам ывӑла туртса илчӗ пулсассӑн та...
— Алла ку вӑл Ылттӑнпик ывӑлӗ! — тӗлӗнчӗ Супетей. — Ан хӑра, ан хӑра!.. - Хӗрарӑм ун-кун хускалма тытӑннине курса, ӑна лӑплантарас терӗ вӑл. — Сӑмах патӑм эпӗ сана. Улталамастӑп. Эппин, турра кирлӗ пӑлхарсен кӑнар-тиккийӗ упранса юлни. Ҫапла пултӑрах... Пайцза паратӑп сана. Вара сире ниҫта та тивмеҫҫӗ. Ҫапах та кала, ӑҫта каяс тетӗн ку ачапа?
— Керменчук хулинче упӑшкам йӑмӑкӗ пурӑнать.
— Упӑшку кам? Саврӑш-паттӑр-и?
Ҫак хӑрах куҫлӑ тискер этем хӑй ыйтнине хӑй хуравласа пыни хӗрарӑма пушшех те тӗлӗнтерчӗ. Ҫавӑнпа вӑл хальхинче те суяймарӗ.
— Саврӑш-паттӑр, — терӗ.
— Чӑнах та паттӑр, — килӗшрӗ унпа Супетей. — Шел, тӑшман пулчӗ вӑл маншӑн. Юрӗ, пайцза параҫҫӗ сана. Анчах асту, ку ача камӑн иккенне никама та ан кала. Вӑл — сан ачу. Ӑнлантӑн-и хӗрарӑм?!.
Тепӗр кун ирхине хӗрарӑм хӑйне ют пулса тӑнӑ аслӑ пӑлхар хулинчен Янтуканпа пӗрле тухса кайрӗ. Халиччен никама та шеллемен Супетей улталамарӗ: ӑна пайцза пачӗҫ, тата питӗ маттур ут пачӗҫ тата хӑйне те, кӑнар-тиккине те ӑшӑ тумтир пачӗҫ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-17 13:23:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2904 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем