Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Атте-анне йӑлипех (Эмине)

Пире пылпа хаклаҫҫӗ
Тутар тӗнне йышӑнма.
Мулласем калаҫҫӗ:
«Кӑркка пӗсехи чӑпар,
Аллах ырлӑхне курар!»

Пире турӑшпа хӑвалаҫҫӗ
Христус тӗнне йышӑнма.
Пупсем калаҫҫӗ:
«Кӑркка пӗсехи чӑпар,
Туррӑн телейне тупар!»

Пире хӗҫпе хӑвалаҫҫӗ
Патша умне пуҫ тайма.
Салтаксем калаҫҫӗ:
«Пӑшал парар, хӗҫ парар,
Патша парнине чӑтар!»

Тутар тӗнӗ, патша мурӗ —
Пире ним те кирлӗ мар.
Христус турӑ — ырӑ турӑ,
Эс те пире кирлӗ мар.
Атте-анне йӑлипех
Пурӑнар виличченех.

Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 23:29:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2845 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем