Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аттене (Г. Юмарт)

Ҫывӑр ӗнтӗ, канлӗ ҫывӑр
Халӗ урӑх тӗнчере.
Каҫару ыйтмашкӑн йывӑр –
Татӑлса йӗрет чӗре.

Тӑкнӑ эсӗ те куҫҫулӗ
Ывӑлна упрас тесе.
Ҫавӑнпа та ун кун-ҫулӗ
Йӗркеленчӗ тикӗсех.

Вӑрҫӑ вутӗнче эс ҫуннӑ,
Лартнӑ пуш ҫӗрте кермен.
Кирлӗрех ҫӗрте вӑй хунӑ,
Ыр ятна пит ӳкермен.

Эпӗ пур пит ерҫеймерӗм,
Шав айлантӑм ӗҫӗмпе,
Аякра час-час ҫӳрерӗм
Хамӑн йӳнӗ йӳтӗмпе.

Ентӗ хам та халсӑрланнӑ
Ӗҫ те ватлӑх пуснӑ май.
Кам ҫынна йӑлтах ӑнланӗ? —
Кашниннех-ҫке терт нумай.

Чун парса хӳтӗленишӗн
Пысӑк тав сана, аттем.
Пулӑшу сахал кӳнишӗн
Айӑпа епле тӳсем?..

Геннадий Юмарт
Сӑвва «Хыпар», 87№ (2008, ҫу, 5) хаҫатран илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-14 20:13:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2352 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем