Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Архаизмсем

Кунта эсир кивелӗ сӑмахсене, вӗсен пӗртерӗшне тупма пултаратӑр.

Архаизм — кивелнӗ сӑмахсен пер тӗсӗ, хальхи литература чӗлхинче сахал усӑ куракан сӑмахсем. Хӑй вӑхӑтӗнче ку сӑмахсене татӑшах усӑ курнӑ, анчах та чӗлхе аталанӑвӗ май калаҫуран тухса пынӑ.

Пӗчӗк словарь
Алманчӑ - хырҫӑ-куланай пухакан ҫын
Алачӑк - Лаҫ
Ант - Тупа
Апай — анне.
Апи — анне.
Ат - Ту
Ӑрӑс - телей (ӑраскал)
Вирелле - ҫӳлелле.
Ӗскер — япала. Мӗскер (мӗн-ӗскер) ыйтуллӑ сӑмахпа, -скер аффиксра упранса юлнӑ.
Им - эмел. (им-ҫам сӑмахра упранса юлнӑ)
Касмӑк — катка.
Каҫан — ҫурӑм.
Кевте — ӳт-пӳ.
Кӗрепенкке (кӗренкке) — йывӑрӑш виҫи.
Кӗҫмер — пулӑхсӑр, тухӑҫсӑр ҫӗр.
Кук — пухӑнма чӗнсе калани
Куланай - Революциччен тӳленӗ налук.
Кӳлмек — залив.
Нишлӗ - Чирлӗ
Пӑран - Путек (Сурӑх пӑранларӗ. - Пӑранларӗ - пӑран сӑмахран пулнӑ пуль.)
Пӑҫӑк — кушак.
Пӗкре — осетр.
Сӑлӑк - хуллен, вӑрах
Сенкер - Тӑшман каҫса кӗресрен ҫирӗплетнӗ вырӑн (ку сӑмах тата тӗсе пӗлтерет.
Ҫӗмренҫӗ — ухӑҫӑ (ухӑпа перекен)
Ҫуй — вӑрҫӑ
Тӗслӗхрен, сенкер тӳпе. (голубое небо))
Тӗкӗрҫ - ухӑллӑ ҫар ҫынни.
Тӑлмач — куҫаруҫӑ. (ку сӑмах халӗ чӗлхене каялла таврӑнать)
Тарай - Пурҫӑн
Тунӑ - ҫуралнӑ. Вӑл «ҫӗнӗ уйӑх тунӑ» тата «тунти кун» сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенче упранса юлма пултарнӑ.
Униче — укӑлча.
Хӑрт — ҫапӑҫу пуртти.
Хӗсмет - патшалӑх ӗҫӗ
Чӗрӗм — кӗске самант.
Чике — чавса.
Чохӑҫ — мӑлатук
Шан — катка.
Юставлӑ — лайӑх чупакан.
Явап - ответ, хурав (хӑш пӗр ҫӗртре халӗ те усӑ кураҫҫӗ)


 
Категорисем: Чӑваш чӗлхи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-28 00:01:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11173 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем