Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Андреев Владимир Васильевич

Андреев Владимир Васильевич (1966 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ, Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗ — 2024 ҫулхи акан 16-мӗшӗ, Шупашкар) — СССР тата Раҫҫей ҫӑмӑл атлетӗ, хӑвӑрт утассипе специалист. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (2000). Сиднейри (2000) XXVII ҫуллахи Олимп вӑййисенче 20 километра хӑвӑрт утса бронза призёрӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Владимир Васильевич Андреев 1966 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Яманчӳрел ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физкультура факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Шупашкарти А. Игнатьев ячӗллӗ аслӑ ӑсталӑх спорт шкулӗн вӗренекенӗ.

1992 ҫулта Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ. 1993 ҫулта Штутгартра иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче пӗрремӗш хут ӑмӑртура пулнӑ, унта 20 км утса 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Андреев карьеринче чи ӑнӑҫлӑ тапхӑр 1999–2002 ҫулсем пулнӑ. 1999 ҫулта Тӗнче кубокӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 2000 ҫулта Сиднейри Олимп вӑййисенче 20 км утса пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

2002 ҫулта ҫав дистанцире икӗ хут кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ — Мюнхенри Европа чемпионатӗнче тата Туринри Тӗнче кубокӗнче. Парижра иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче 10 км утса улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. 2004 ҫулта Афинӑра иртнӗ Олимп вӑййисенче 20 км утса ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

2024 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Шупашкарта 58 ҫулта чухне вилнӗ.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • СССР спорт мастерӗ (1988).
  • СССР спорт мастерӗ (халӑхсем хушшинчи класс) (1990).
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (2000).
  • СССР чемпионачӗсен чемпионӗ тата призёрӗ (1990–1992).
  • Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн чемпионӗ (1994–1999).
  • 2000 ҫулта Сиднейра иртнӗ XXVII ҫуллахи Олимп вӑййисенче 20 км утса пӑхӑр призёр пулнӑ.
  • 2002 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призёрӗ.
  • 2002 ҫулхи Тӗнче кубокӗнче тата 2003 ҫулта Европа кубокӗнче Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.
  • 2003 ҫулхи Европа кубокӗн пӑхӑр призёрӗ.
  • 1992 ҫулта Барселонӑра иртнӗ XXV ҫуллахи Олимп вӑййисене тата 2004 ҫулта Афинӑра иртнӗ XXVIII ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ.

Хисепӗсем

  • «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2007).
  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ физкультура тата спорт ӗҫченӗ (2002).
  • Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2002).

Астӑвӑм

Владимир Андреев вӗреннӗ Елчӗк ялӗнчи шкул ҫуртӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Елчӗк районӗнче Владимир Андреев ячӗпе хӑвӑрт утассипе республика шайӗнчи ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ.

Ҫемье

Авланнӑ пулнӑ. Арӑмӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн компьютер класӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ. Евгений ятлӑ ывӑлпа Юлия ятлӑ хӗр ҫитӗнтернӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-18 18:26:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 18 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем