Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

1000 чӑваш

  14.04.2017 11:04 | 5557 хут пӑхнӑ

14-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫнелле Атӑлҫи Пӑлхарта сасартӑк пурнӑҫ улшӑнса каять. Ылттӑн Урта эмирӗсем килсе тапӑнаҫҫӗ, Атӑл тӑрӑх ушкуйниксем алхасаҫҫӗ, Тамерлан (Уксах Тимур) тустарса тӑкать, вырӑс кнеҫӗсем те ахаль тӑмаҫҫӗ...

Ҫакнашкал тустарусене пула Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче 1000 чӑваш ҫеҫ тӑрса юлнӑ имӗш хӑшӗсен шучӗпе. Е — унтан та каярах (?).

Карччынккапа ак ҫапла палӑртма пулать пуль кунашкал лару-тӑрӑва.

Малалла...

 

Революци валли вӑхӑт пиҫсе ҫитнӗ-и?

  04.04.2017 02:15 | 5288 хут пӑхнӑ

Кӑҫал Раҫҫей патшалӑхӗ Аслӑ Октябрь революцийӗ тата Нарӑс уйӑхӗнчи пӑлхавӑр пулса иртнӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Ҫавна май хӑшӗ-пӗри вӑхӑт ҫаврӑмӗ каллех тепӗр ҫавра тунӑ тесе ҫак вӑхӑталла тепӗр пӑлхавӑр кӗтет. Анчах ҫӗнӗ революци валли вӑхӑт пиҫсе ҫитнӗ-ши?

Пирӗн халӑхӑн аслӑ ывӑлӗ В.И. Ленин ҫырнӑ тӑрӑх пӑлхавӑрӑн виҫӗ паллине палӑртма пулать: пӗрремӗшӗнчен, ертӳҫӗсем кивӗлле ӗҫлейменни; иккӗмӗшӗнчен, хура халӑх кивӗлле пурӑнасшӑн марри, виҫҫӗмӗшӗнчен халӑхӑн пысӑк пайӗ, ҫав шутра влаҫрисем хӗтӗрнипе те, хӑйӗн хастарлӑхне ӳстерни.

Малалла...

 

Горизонты исторического просвещения

  29.03.2017 10:15 | 8433 хут пӑхнӑ

Заседание рабочей группы по подготовке учебника истории Чувашии состоится в пятницу, 31 марта 2017 года

Карта.

Было время, когда люди, занимавшиеся в Чувашии исторической наукой и историческим просвещением, являлись сплошь выходцами из чувашских (чувашеязычных) населённых пунктов.

Малалла...

 

Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян? Иккӗмӗш ҫавра

  24.03.2017 11:55 | 7610 хут пӑхнӑ

Иккӗмӗш ҫавра. Чӗре кӑварне таптакансем

 

«Эпир хамӑр ӑсласа илме хӑтланнин тӗллевӗ пирки ак мӗн калам: шухӑшлавра пирӗн ансат тата куҫа курӑнман утӑм тума май, вырӑн хатӗрлемелле. Пур-ӑ-нӑҫ (бытие) ҫынна — тӗшши-тупсӑмӗ тӗлӗшӗнчен — хӑйӗн ытамне йышӑнма пултартӑрччӗ. Хатӗрлекен шухӑшлавра кирек епле пӗр шухӑшлӑ шухӑшлав та вырӑнлӑ. Пӗлтерӗш тата усӑ пирки ӑшталанни ҫук кунта. Ку вӑл — ака вӑхӑчӗ. Акаканнисем, тен, ни калча шӑтнине, ни пучах тулнине кураймӗҫ.

Малалла...

 

Атӑлҫи Пӑлхарӑн чӑн-чӑн историйӗ

  20.03.2017 18:04 | 5859 хут пӑхнӑ

Пӑлхар хулашӗнчи авалхи чул юпасем упранакан ҫурт.

Атӑлҫи Пӑлхар кунҫулӗ пирки пӗлтерекен ҫӑлкуҫсем нумай. Анчах та ҫав ҫӑлкуҫенчен чылайӑшӗн пӗлтерӗшне эпир, ахаль ҫынсем, ытларах чухне хамӑрӑн хӗсӗк ӑстӑнпа ҫавӑрса илме пултараймастпӑр. Ку — питех те йӗркеллӗ япала. Кашни кун ытти ӗҫре тар кӑларса ӗҫлекен ҫынран урӑххине кӗтмешкӗн те майсем ҫукрах. Ӑҫта унта Атӑлҫи Пӑлхар пирки шута кайма! Чӑн малтанах йывӑр ӗҫре, калӑпӑр, картара тислӗк хырнӑ хыҫҫӑн, ӗшеннӗ ҫанҫурӑма кантарас килет!

Малалла...

 

Вӑрҫӑ умӗнхи Шупашкар

  19.03.2017 15:36 | 4663 хут пӑхнӑ

Дюис Ивлев, математик, профессор

Асаилӳ

Ехрем хуҫа ҫуртне хирӗҫ, Карл Маркс тата Володарский урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте, тӑватӑ хутлӑ «профессура ҫурчӗ» сарӑлса ларатчӗ. Ҫак ҫуртӑн 17-мӗш хваттерӗнче пурӑнаттӑмӑр эпир. Чӳречерен пӗр енне пӑхсан Атӑл курӑнатчӗ, тепӗр енчен — Будайка ялӗ, вӑл ытла та аякра ларнӑ пек туйӑнатчӗ. Хальхи «Электротавары» магазин пирӗн куҫ умӗнче ҫӗкленчӗ. Вӑрҫӑ умӗн ҫакӑнта иртрӗ манӑн ачалӑх.

Тӗпрен илсен кунта педагогика тата ял хуҫалӑх институтӗнче ӗҫлекенсем пурӑнатчӗҫ.

Малалла...

 

И снова к вопросам преподавания культуры родного края…

  15.03.2017 19:22 | 8864 хут пӑхнӑ

На базе МБОУ «Починокинельская СОШ» Комсомольского района состоялся очередной V фестиваль учителей культуры родного края. На таких больших мероприятиях преподаватели обычно показывают открытые уроки, делятся своим опытом, организуют конкурсы творческих работ учителей и учащихся. Темы открытых уроков данного фестиваля были посвящены выдающимся землякам: Н.И.Ашмарину, В.И.Чапаеву, Зарифу Башири, а также материальной и духовной культуре чувашского народа, например, чувашскому календарю, обрядам рождения ребенка, современной медицине и образу жизни наших предков.

Малалла...

 

Атӑлҫи пӑлхарсем тата чӑвашсем

  13.03.2017 21:35 | 6198 хут пӑхнӑ

Атӑлҫи Пӑлхар пирки тӗлли-паллисӗр ҫырнишӗн час-часах тутарсене питлетпӗр. Тӗрӗсех питлетпӗр. Анчах хӑш чухне хамӑр ҫине ҫаврӑнса пӑхни те пӑсмасть.

Чул юпасем.

Пирӗн авторсем халӑх валли вырӑсла шедеврсем ҫырса парса тӗлӗнтересшӗн.

Акӑ В.А. Александров (Сатур) текенскер: "Волжские булгары и чуваши" — терӗ.

Пирӗн вара мӗн темелле-ши?

Ҫынсем тӗпчесе пӗлнине хӑй сӑмахӗсемпе каласа пама ӑнтӑлнӑ пулсан, нимех те каламӑттӑм.

Малалла...

 

Волжские булгары и чуваши

  12.03.2017 18:37 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 20692 хут пӑхнӑ

(Камсем эпир чӑвашсем)

 

История Волжской Булгарии изучена достаточно детально, много научной литературы. Однако ранняя история волжских булгар изучена недостаточно. Фактически она достоверно известна лишь по двум источникам: «Записки о путешествии на Волгу Ахмеда ибн-Фадлана, секретаря посольства халифа аль-Мухтадира в Волжскую Булгарию в 922- м году и письмо хазарского кагана Иосифа к испанскому еврею Хасдаю ибн - Шафруте от 960–го года, где он перечисляет племена и народы Среднего Поволжья, находившиеся в зависимости от Хазарского каганата.

Малалла...

 

Хушни ҫумне татах хушни

  04.03.2017 12:04 | 5186 хут пӑхнӑ
Страницӑсем: 1, ... 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19, 20, 21, 22, 23, ... 27
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 09

1921
104
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ.
1948
77
Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1995
30
Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...