Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.0 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем


Чунҫӳрев-2017 тата чӑвашлӑха аталантарас пирки

  20.07.2017 22:29 | 3513 хут пӑхнӑ

Чунҫӳрев тӗлӗнмелле япала. Раҫҫӗйре, е Еврази лаптӑкӗнче нимле халӑх та ку меслете шутласа кӑларма пултарайман, пултараймаҫҫӗ те. Ара нимле халӑхӑн та пирӗн пек истори ҫук вӗт. Калӑпӑр мордва халӑхӗ ҫӳреет-и хӑйсен мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ вырӑнсене кайса курма? Ҫук ҫӳреймест. Ирҫесем вӑл вырӑнсене палӑртма та пултараймаҫҫӗ, ҫармӑссем те, удмуртсем те.

Вӗсем кӑна мар, тутарсем те. Калӑпӑр, тутарсем хӑйсем авалтарах пурӑннӑ вырӑнсене каяс тесен, вӗсен нумай йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ.

Малалла...

 

Казахстана кайса килнӗ хыҫҫӑн килнӗ шухӑшсем

  14.07.2017 16:42 | 3299 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче эпӗ 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳреве хутшӑнтӑм. Кӑҫал унӑн ҫулӗ Казахстан ҫӗрне выртрӗ, Туркестан хулине. Ҫавна май ҫул ҫинче тунӑ хӑш-пӗр шухӑшсемпе паллаштарас килет.

Пӗрремӗшӗ. Пилӗк пӳрне пирки чӑваш юмахне илтсе пуль? Манса кайнӑ пулсан аса илтерме те пултаратӑп. Пилӗк пӳрне улаха пухӑннӑ та калаҫаҫҫӗ тет. «Ҫиес килет», — тет пуҫ пӳрни. «Укҫа ҫук», — хуравлать шӗвӗр пӳрне.

Малалла...

 

Латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн ҫивӗчех-ши?

  12.04.2017 21:15 | 3012 хут пӑхнӑ

Казахстан Президенчӗ казах ҫырулӑхне латиница ҫине куҫарасси пирки паян хыпар тухрӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑвасшӑн. Сӑмахран, ҫак ҫулталӑк вӗҫӗччен куҫмалли тапхӑрӑн программине хатӗрлесе ҫитересшӗн. 2025 ҫул тӗлне вара (8 ҫултан) республикӑра тухакан кӗнекесене, хаҫат-журналсене тата ӗҫ хучӗсене йӑлт латин ҫырулӑхӗпе тума хӑнӑхса ҫитесшӗн. Планӗсем пысӑк. Мӗншӗн кириллицӑна пӑрахӑҫлама йышӑнни пирки пуҫ ватса тӑмӑпӑр, ку калаҫу теми — хальхи вӑхӑтра латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн тӑрать-и е ҫук.

Малалла...

 

Ар, арҫын, эртел, арӑм, хӗрарӑм...

  27.10.2015 08:30 | 1799 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

 

Ар (эр, ер) — чи авалхи сӑмахсенчен пӗри пулнӑ. Вӑл ҫын тенине те, халӑх тенине те, арҫын, паттӑр ҫын, кӗрешӳҫӗ, улӑпла этем, ҫарҫынни (муж) тенине те пӗлтерме пултарнӑ, хӑйне уйрӑм сӑмах пулса та чӗлхере упраннӑ. Хӑшпӗр тӳрк чӗлхисенче вӑл халь те ҫав авалхи пӗлтерӗшӗпех пурӑнать.

Малалла...

 

Китай ҫӗнӗ пурҫӑн ҫулне уҫать?

  24.11.2014 18:38 | 1903 хут пӑхнӑ

Иртнӗ эрнере, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, Китайри тухӑҫ енчи Иу хулинче таварпа тиенӗ пуйӑс ҫула тухнӑ. Вӑтам Ази урлӑ каҫса унӑн Испанири Мадрида ҫитмелле. Ҫулӗ пурӗ 21 кун тӑсӑлӗ. Ҫапла май ҫак чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗн тӑршшӗ 13 пин ҫухрӑмпа танлашӗ — хальхи вӑхӑтри чи вӑрӑм ҫул. Китайри Иу ятлӑ хула пирки эсир илтмен те пулӗ, анчах та вӑл пысӑк суту-илӳ центрӗ шутланать, унта Китайра кӑларакан пӗчӗк таварсемпе нумай суту-илӳ тӑваҫҫӗ.

Ҫак маршрута уҫни логистикӑпа инфраструктурӑна аталантарма пулӑшакан план шутне кӗрет.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2019 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахăртнех, сирĕн суйлама тивĕ. Тăхтăр: лайăх шухăшламасăр нимĕнле йышăну та ан тăвăр. Пур çĕрте те виçине пĕлĕр: укçа-тенкĕ тăкакланинчен пуçласа кăмăл-туйăма кăтартни таранах. Ĕçре асăрхануллă пулăр. Пуçлăх сире сăнаса тăрать.

Утӑ, 21

1907
112
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
83
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org