Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем


Потёмкин ялӗсем ХХI ӗмӗрте

  13.08.2018 17:35 | 2389 хут пӑхнӑ

Чылай та пулмасть пирӗн ҫӗршывра футбол чемпионачӗ иртрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Тутарстан Республикин ҫыхӑнупа информатизаци министрӗ анлӑ интервью панӑ. Вулатӑн та тӗлӗнетӗн. Унӑн сӑмахӗсемпе караслӑ ҫыхӑну ниепле те йӳнӗ пулма пултараймасть. Кама улталасшӑн вӑл, халӑха-и? Мӗншӗн пӗтӗм тӗнчипе ҫыхӑну йӳнӗ, пирӗн вара енчен те ылтӑн телефонсемпе калаҫатпӑр? Роуминг текен пулӑм ҫинчен ытти патшалӑхра пӗлмеҫҫӗ те, тесессӗн те юрать, ку вӑл пирӗн шухӑшласа кӑларнӑ япала.

Малалла...

 

Серебряков шӑп ҫакӑн пирки каланӑ та

  15.03.2018 01:31 | 2267 хут пӑхнӑ

«Чӑваш халӑх сайчӗн» вулаканӗсене Чӗрӗ журналти пӗр статьяпа паллаштарас тетпӗр. Ӑна вырӑсла ҫырнӑ. Чӑвашла куҫарӑвӗ те тулли пулӗ. Ҫӑлкуҫӗпе паллашас текенсем ӑна хӑйсемех шыраса тупӗҫ тесе шутлатпӑр («Это и есть то, о чем говорил Серебряков» ят тупмалла пулӗ). Каҫҫине паманнин сӑлтавӗ: блог авторӗн ячӗ килӗшӳллех мар янранинче. Анчах ку статья пахалӑхне пӗрре те чакармасть, сире унпа паллаштармаллах тесе шутлатпӑр.

 

Пирӗн тӳре-шаран ҫакӑ йӑлана кӗчӗ.

Малалла...

 

Патӑръелте чӑвашлӑха ҫухатас енӗпе пӗрремӗш вырӑнта?

  24.08.2016 20:43 | 8810 хут пӑхнӑ

Патӑръел районӗ. Ӗлӗкрех мана Патӑръел таврашӗсем чӑвашлӑха тытса тӑракансем пек туйӑначчӗҫ. Халӗ те нумайӑшӗ ҫав йышрах. Чӑваш Республикинче чӑваш чунӗ пурри-ҫукки нумай чух «патӑръелсен» хастарлӑхӗнчен те килет пекчӗ. Ара ку районтан пурнӑҫӑн кашни енӗпе ҫав тери палӑрнӑ ҫынсем вӗт.

Писательсем Айхи, вилӗмсӗр Митта Ваҫлейӗ, поэтсем Раиса Сарпипе Альбина Юрату хӑйсем кӑна темиҫе поэт чухлӗ. Ультияр Цыпленковпа Ильтимер Ефремов хальхи чӑваш кино пуласлӑхӗшӗн чунтан тӑрӑшакансем кӑна мар, кашни ҫул вӗсене пула нумай чӑвашсем хӑйсен аслашшӗсен историнчи вырӑнӗсемпе паллашаҫҫӗ.

Малалла...

 

Мӗнпе палӑрнӑ «хисеплӗ ҫын»?

  14.08.2016 22:17 | 2535 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑватӑ ҫын кӗрешрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ шухӑша ячӗ. Кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулчӗҫ. Хисеплӗ ята икӗ ҫынна панӑ: Анатолий Леонтьева тата Николай Григорьева.

Малтанах сасӑлав тӗнче тетелӗнче иртнӗ. Унта сасӑлав мӗнле иртнине ӑнлантарма кирлӗ мар.

Малалла...

 

Малтан педаль ҫавӑрттарчӗҫ, кайран икӗ сехет ташларӗҫ!

  13.04.2016 10:36 | 3004 хут пӑхнӑ

Ӗнер эпӗ пӗрремӗш хут «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» юхӑм йӗркеленӗ велочупӑва хутшӑнтӑм. Ялта пурӑннӑран хӗлле эп хамӑн икӗ урапаллӑ лашапа тухмастӑп — вӑл вӑхӑта ман велосипед сарайра ирттерет. Ҫавӑнпа пуль ӗнтӗ ӗнер тӳрех 84 ҫухрӑм парӑнтарма тивнӗрен мана кӑшт йывӑртарах килчӗ. Уйрӑмах Лапсарпа Шупашкар хушшинчи ҫула парӑнтарма ҫӑмӑл мар пулчӗ. Велоҫул юр айӗнче выртнӑран машшинсем ҫӳрекен ҫулпа кайма тиврӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе асфальт ҫул урапасем валли ҫеҫ ҫитнӗрен ҫул хӗррине тухмалла пулчӗ.

Малалла...

 

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики

  28.02.2016 02:25 | 3076 хут пӑхнӑ

Хура халӑхӑн пуҫне Раҫҫей патшалӑхӗн влаҫӗнче ларакансем минретсех пыраҫҫӗ. Спорт мероприятийӗсенче тӗл пулакан пӗр пулӑма эп урӑхла ниепле те урӑх ӑнлантарма пултараймастӑп. Сӑмахӑм чӑваш ялавӗ пирки. Пӗр хут асӑрхасан — юрӗччӗ, нормӑран тухса ӳкнӗ пулӑм теме пулӗччӗ. Ҫук вӗт, сахал мар тӗл пулать — спорт мероприятийӗсенче чӑваш ялавӗ валли тимлӗх уйӑрмаҫҫӗ. Пӑхатӑн та, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗ Чӑваш Республикинчен тухса ӳкнӗнех туйӑнать. «Ху чӑваш пулнишӗн ӑҫта сан мӑнаҫлӑх? Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫав виҫӗ тӗслӗ ялава кӑна мухтама хӑйсен пуҫӗсене хунӑ-ши?

Малалла...

 

Фермер ультрамарафонра епле çĕнтерме пултарнă?

  04.05.2015 21:48 | 1752 хут пӑхнӑ

1983 çулта Австралири 61 çулти фермер Клифф Янг Уэстфилдри ультрамарафона хутшăннă. Супермарафон дистанцийĕ 875 çухрăмпа танлашнă. Стартпа финиш Австралире, Мельбурнра тата Сиднейра пулнă.

Унта яланах тенĕ пекех тĕнче шайĕнчи çăмăл атлетсем хутшăнаççĕ. Вĕсем кун валли ятарлă тренировка ирттереççĕ, вĕсене паллă брендсем спонсор пулăшăвĕ параççĕ.

Клифф Янг чупма тытăниччен прессăна интервью панă. Вăл унта сурăхсене хăваланăран икĕ-виçĕ талăк çывăрманни пирки пĕлтернĕ. Фермер майĕпен чупнă, малтанах ыттисенчен юлса пынă.

Малалла...

 

Нумай çул пурăнас килсен

  28.01.2015 17:13 | 1669 хут пӑхнӑ

100 çула çитнĕ çынсене, паллах, çак ыйтăва памасăр чăтаймастăн: «Епле майпа çак çула çитрĕр? Вăрттăнлăхĕ мĕнре?» Тĕнчери тĕрлĕ ăсчахсем тунă тĕпчевсемпе, сĕнÿсемпе паллашăр.

1. Виçине пĕлсе çимелле. Кунсерен 2500 килокалорирен ытлашши пулмалла маррине пĕлтереççĕ. Анчах ăна 1500 таран чакарма тăрăшăр. Организм клеткисем калорисене пĕтерсе хăшкăлмĕç, пачах тепĕр май – хастарланĕç. Анчах килокалори виçине ытлашши чакарни те усăллă мар.

2.

Малалла...

 

Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи спорт мероприятийӗсенче мӗншӗн-ха чӑваш чӗлхипе усӑ курас мар?

  28.09.2014 12:56 | 3500 хут пӑхнӑ

Пирӗн тӳре-шарашӑн чӑваш чӗлхи тем тесен те кирлӗ мар. Тутарстанрисемпе танлаштарсанах пысӑк уйрӑмлӑх куратӑн. Вӗсен сайчӗсем те тутарла туллин калаҫаҫҫӗ, мероприятисенче те тутар чӗлхипе усӑ кураҫҫӗ. Ав, пӗлтӗр универсиада иртнӗччӗ. Пысӑк спорт мероприятин сайтне вара акӑлчанлипе вырӑсла версисӗр пуҫне тутарла та хатӗрленӗччӗ. Шкулсенче те вӗсем тутарла вӗрентес тесе тӑрӑшаҫҫӗ, Раҫҫей министрӗсем ҫӳлтен «хушаҫҫӗ» пулсан та вырӑнта, хӑйсем патӗнче, майсем тупаҫҫех.

Шупашкарта Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи мероприятисем сахал мар иртеҫҫӗ.

Малалла...

 

На форуме «Туриада-2013» Чувашию представляют 30 спортсменов

  26.05.2013 11:59 | 1837 хут пӑхнӑ

В Саратовской области на площадках горнолыжного курорта «Хвалынский» открылся спортивно-туристический лагерь Приволжского федерального округа «Туриада -2013».

Форум, организованный по поручению Президента Владимира Путина и проходящий под патронатом полпреда Президента в ПФО Михаила Бабича, собрал более 600 участников из всех 14 регионов округа. Для первой в истории ПФО «Туриады» подготовлена насыщенная спортивно-развлекательная программа. Главным событием слёта станет первенство Приволжского федерального округа по спортивному туризму.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2019 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхăр туссемпе канмашкăн лайăх. Сирĕн халĕ лăпланмалла: ахăртнех, ĕçре кăмала пĕтерекен сăлтав пулнă. Туссем сире тунсăх шухăшсенчен пăрăнма, кăмăла çĕклеме пулăшĕç.

Ака, 25

1848
171
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
116
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
94
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
69
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
68
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
58
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
24
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
10
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org