Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Умсуйлавӑн усси пур-и?

■  23.05.2016 20:18 | 6255 хут пӑхнӑ

Сӑмах иртнӗ кунхине, вырсарникун, пулнӑ «Праймериз» пирки. 50-60 ҫултисем ахаль суйлава та хӑнӑхса ҫитменнине кура ҫак ҫӗнӗ сӑмах — чӑвашла ӑна умсуйлав темелле ӗнтӗ — мӗне пӗлтернине, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ӑна мӗн сӑлтавпа ирттернине ытлашшиех чухласах каймасть-тӑр.

Чӑн та, питӗ иккӗленӳллӗ йышӑну. Ҫӗршывра (ним хӑрамасӑр пӗрле ҫырам — орфографи комиссийӗ ҫапла йышӑннӑ, ҫывӑх вӑхӑтра ытти инстанцисем те ӑна ҫирӗплетеҫҫех пуль-ха) кризис пырать, ӗҫ вырӑнӗсене чакараҫҫӗ, хӑварнисен ӳҫ укҫине катаҫҫӗ.

Малалла...

 

Укҫа пустуй тӑкаклани-и?

■  22.05.2016 21:06 | 6102 хут пӑхнӑ

«Праймериз, праймериз» теҫҫӗ. Ют чӗлхерен йышӑннӑ сӑмахсемпе калаҫма хӑнӑхнӑ та халӗ ку сӑмахӑн пӗлтерӗшне, тунмастӑп, хам та малтан пӗлменччӗ. Ватӑ ҫынсем унӑн пӗлтерӗшне пушшех те ӑнкармаҫҫӗ ахӑртнех.

«Мӗн вӑл?» — ҫапла каланине пӗрре мар илтрӗм ялта. Ансатрах каласан — «тӗп суйлав умӗнхи суйлав». Ҫапла каласан кинемисемпе мучисем ӑнланаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл мӗн тума кирлине ӑнлантарма тивет. «Укҫа пустуй тӑкаклани», «Ӗҫлекенсен шалӑвне чакараҫҫӗ, кунта ав мӗн чухлӗ укҫа пустуй каять» — ҫапла каланине хам хӑлхапах илтрӗм.

Малалла...

 

Выбор

■  01.11.2011 21:36 | 11783 хут пӑхнӑ
Народ! Кама суйлас? Только ЕДРО мар. Калӑр-ха. Справорос? Коммуниста? Чтоб ман голос налево каймарӗ. Чӑвашсене кам кирлӗрех? Пулӑшӑр! беда прям...
 
Страницӑсем: 1, [2]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 12

1911
115
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
82
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
70
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...