Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем


Выставка художников и туристический отель

  29.11.2016 11:43 | 4689 хут пӑхнӑ

В Национальной библиотеке Чувашской Республики работает выставка «Осенняя палитра Волги». На ней представлены пейзажи, написанные недавно преподавателями Чувашского госпедуниверситета, живописцами Союза художников ЧР в Мариинско-Посадском районе ЧР, в спа-отеле «Жуковское».

На одной из картин изображен дом, в котором во время отпусков отдыхал космонавт-3 Андриян Николаев, уроженец района. На других — домики для туристов, вид села Кокшайска, расположенного за Волгой, на её левом марийском берегу; а также живописные окрестности правобережья.

Малалла...

 

Туристсем хакламан Раҫҫейри хуласем

  23.10.2016 20:19 | 1359 хут пӑхнӑ

Эпир халӗ илсе кӑтартакан Раҫҫейри ҫак ҫичӗ хулана туристсем ахалех хакламаҫҫӗ. Вӗсем пурте — пысӑках мар хуласем, анчах пурин те историйӗпе эткерлӗхӗ пуян. Ҫиччӗшӗ те Мускавпа Питӗртен инҫех мар. Паллашар-ха вӗсемпе.

Себеж

Псков облаҫӗнчи пысӑках мар ҫак хула Раҫҫей, Беларуҫ тата Латви чиккисем пӗрлешнӗ вырӑнтан инҫех мар ларать. Революциччен Себеж Витебск кӗпӗрнине кӗнӗ. Раҫҫее вӑл 1772 ҫулта лекнӗ. Кӳлӗ ҫинче илемлӗ ҫурутрав та пур. Сабежри вырӑнсем хысӑклӑ та сӑртлӑ.

Малалла...

 

Эпир тӗнчешӗн чӑваш пулнипе кӑсӑклӑ

  22.02.2016 18:56 | 2475 хут пӑхнӑ

Халӗ Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫма тытӑнчӗҫ. Уйрӑмах — юлашки вӑхӑтра. Ара, халӗ пули-пулми ют ҫӗршыва канма каяймӑн. Пӗлтӗрхи кӗркунне, самолет ӳкнӗ хыҫҫӑн, Египета ҫул хупӑнчӗ. Салонти мӗнпур пассажир вилнӗ унта. Каярахпа ку теракт пулнине каларӗҫ. Кайран Турци Сири чиккинче пирӗн самолета персе антарчӗ. Ун хыҫҫӑн Турцие канма ямаҫҫӗ. Ҫапла пӗр шухӑш патне ҫитрӗҫ — вырӑнти туризма аталантармалла.

Пӗр кунхине Раҫҫейри туризм пирки Пӗрремӗш каналпа «Ырӑ ир» кӑларӑмра та калаҫрӗҫ.

Малалла...

 

Чӑвашсем канма юратмаҫҫех-ши?

  26.11.2015 12:18 | 2786 хут пӑхнӑ

Ҫулла пулса иртнӗ ҫак калаҫу халӗ аса килчӗ. Ун чухне Шупашкар хула кунӗччӗ. Самолетсем вӗҫнине курма тесе кайнӑччӗ те шоу пуҫланиччен вӑхӑта ирттермелле кӗнеке вуласа ларнӑ вӑхӑтра сак ҫине манпа юнашар 45-сенчи арҫынпа хӗрарӑм пырса ларчӗҫ. Хӑйсем ӑшӑ вырӑнта канни пӑхсанах паллӑ: ӳчӗсем иккӗшӗн те самай пиҫӗхнӗ.

Ҫаксем сӑмах чӗнчӗҫ те калаҫса кайрӑмӑр. Чулхула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Шупашкар хула кунне курма ятарласа килнӗ иккен. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем – хӑйсен бизнесӗпе аппаланакан ҫынсем.

Малалла...

 

Уҫӑ ҫыру (Министрсен Кабинетне)

  25.11.2015 12:51 | 2595 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне янӑ

 

УҪӐ ҪЫРУ

 

Хисеплӗ Алла Леонидовна тата Министрсен Кабинечӗн ытти тӳри-шари!

Ку ҫырӑва сирӗн пата ҫырма мана Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе «Улӑп» палӑк пирки панӑ хурав хистерӗ. Палӑкӑн пӗлтерӗшне тепӗр хут ӗнентерсе тӑмӑп. Сӑмахӗ урӑххи пирки. Чӑвашлӑх ҫинчен.

«Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн хастарӗсем чӑн та лайӑх сӗнӳ панӑ — пирӗн хамӑрӑн тӑрӑхра чӑвашлӑха палӑртакан япаласене вӑйлӑрах аталантарамалла.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.10.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çемье хыснине пăхса тухăр: укçа сăрхăнать анчах. Мăшăрпа ăнланманлăх сиксе тухĕ. Ăслăрах пулăр. Спортпа туслашма лайăх вăхăт. Хăвăра ан шеллĕр!

Юпа, 17

1929
90
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1929
90
«Красная Чувашия» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1958
61
Вӑрнар районӗнче Ту-104а самолёт персе аннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org