Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Чӑваш хушаматне илес шухӑш пур.

12.08.2008 00:3011180 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Чӑваш хушаматне илес шухӑш пур.Паспортсене пӑхсан мана вырӑс теҫҫӗ,чӑвашла калаҫма пуҫласан,ма санӑн вырӑс фамили тесе ыйтаҫҫӗ.Терес ыйтаҫҫӗ, эпӗ чӑваш мари вара? Раҫҫейре 10 млн Ивановсем,вӑсен хушинче 100 пинь чӑваш,25 ҫултан 90 пинӗ эпӗ вырӑс теҫ.Кам манпа килӗшет?
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Victor // 2742.10.7558
2008.08.12 19:36
Victor
Асар, сана ыр шухăша пуçна кĕртнишӗн кăна хисеплеме хатĕр сана! Манăн та вăл ыйту тăрать-ха.

Лавккара кретиткăпа тÿленĕ чух сутуç-хĕрача: «Эсĕ - вырăс, хушаматунтан калама пулать», - терĕ. Вăт çапла пулса тухать - ман хама чăваш теме нимĕнле права та çук; çынна суйни кăна.
2008.08.12 20:21
Аçтахар Плотников
Хама Микулай тенипе килĕшме пултаратăп. Анчах та урăх ят е хушамат илесси — ку вăл мана пурнăçа çĕнĕрен пуçлани пекех туйăнать.
//Юрать ман хушамат Иванов, е Васильев мар. :)
Галине // 4694.8.6675
2008.08.12 22:48
Чаваш челхине хисеплесси хушаматран килмест пуле. Атте-анне хушаматне ма улаштарас? Каласасси саласатап-ха, хам савах та хаман хушамат вырасла янаранашан пит хепертетеп. Эпе нихасан та хам чаваш пулнишен ватанман. Хам сырна юмахсене вырасла кусартам-ха, унран та ытларах-акалчанла та кусартам. Халь:" Пер-пер спонсор тупанать -ши ?" -тесе еметленсе ларатап-ха. Тупанас пек туйанать-ха. Шестое чувство савна систерет. Ыра ессен султалаке тетпер, мана валли ыра сын тупанмасан астан ыра ессен султалаке пултар?
Асар // 2505.73.0161
2008.08.12 23:45
Галине , эсир кача кайсан хавар хитре хушаматорпах юлатарь пуль,атте-анне хушаматне ма улаштарас ? :) Кунта хитре хушамат е хитре мар хушаматсенчен самах пымась. \\ Чул хулара пер чанка спонсор пуранать,унан ЗАО "Чувашнефтегазалмазолотохлебсольтелерадиотабакводка" ятла фирма пур. Директорен хушамате Плотников,вара сирен васкамалла ,ыран паян вал чаваш хушаматне илесшен,сьене пурнась пусьлап теть :)
Victor // 2742.10.7558
2008.08.13 11:26
Victor
"хаман хушамат вырасла янаранашан пит хепертетеп"
Эп вара вырăс пулнишĕн хĕпĕртеместĕп. Хама икĕ питлĕ пек туяп - чăвашшăн тем те пĕр калаçап, анчах хам çавах вырăс кăна. Вырăс питлĕ чухне мана чăваш çыçма та кирлĕ мар - вырăс пекех, ытлашши япала кăна пек.

Пĕр хĕр калать: "Ӗлӗк чăвашсем пит нуштапа пурăннă. Юрать пирĕн ялта - пыл та çу - пурте вырăсла калаçнă та лайăх пурăннă". Çав усал стериотипа мĕн тесе сарас? Мĕншĕн пирĕн хамăра вырăс умĕнче кĕçĕнлетсе калаçас? Çавăнпа жизнь çуккă та чăвашра, существовани - пурнăç - кăна, мĕншĕн тесен хамăршăн тапаланмастпăр, йăлтах вырăсшăн. Пĕр вĕри чăваш каланă пек - хамăра тĕпчесе, вăрттăнлăхăмăрсене уçса паракан кĕнекисене те вырăсла, акăлчанла çырнă, ют умĕнче сарса хунă - эппин, пĕççисене сарса "ну, хыллатăр мана вырăс, хыллатăр акăлчан" тенĕ пек выртать Чăваш Ен-Маткӑ. :) Намăс мар-и чăвашла çырнă чухне вырăс пулнишĕн хĕпĕртетӗп теме?
Галине // 4694.8.6675
2008.08.14 08:40
Тепре качча кайма тур ан калатарах. Хаман шанчакла упашкапах емере емерлемелле пултар! Ачам-пачана ыр тумалла пултар! Сыравса самахесемпе килешетеп. Аттестаци витер тухрам. Чавашла пичетленне кенекесем те, патриотизм темипе терле кенекесенче пичетленне самаях сумла хайлавсем те мана пер балл та хушса памарес! "-Эсе чаваш челхи учителе мар.Акалчанла сырмалла, вара санан есу куранать." Менех,акалчанла сырапар.Тепер аттестаци валли.
Victor // 2742.10.7558
2008.08.15 08:49
Victor
Чăнах чăвашра акăлчан шухăшĕ кăна паянхи кунсенче - ытла усалланчĕç пулĕ - аттестаццй валли те çич ютшăн хăвалаççĕ. Мĕнех, чăвашра çын ăшши çук пулсан, акăлчанла та, вырӑсла та, испанла та, киттайла та çырмалла, тăванлашмалла, сарăлмалла.

Анчах кашни çыннăн хăй ăçта, кам килйышне çуралнишĕн парăм туйăмĕ пур тет. Чăвашшăн парăнса ĕçлесен те - ав эсремет халăхĕ - йышăнмасть. Хăвăр ĕçĕре хăтарас тесен чăвашла алă пуссан мĕн тарин çăмăллăх. Айхинех илер. Хушамачĕ чăваш та, тĕнчери пĕр çын та ăна вырсăс тесе ăнламĕ, вырăсла çырнă пулсан та.

Ирландецсен хăйсен чĕлхи пур, анчах тĕнчери ирлантӗцсен ытларахăшĕ е акăлчанла, е тата испанла калаçать (латтин америкинче), анчах вĕсен ирландла ячĕ пур та - вĕсем нихăçан та, нимĕнле майпа та ни Акăлчан, ни Испан шутланмаççĕ.

Ят, тĕн, чĕлхе пӗлни - халăх умĕнчи парăма татмалли мел. Унсăрӑн каялла туртăнмалла пек.
Галине // 4694.8.6675
2008.08.16 10:56
Чавашлах туйаме мана патак та ситерче касал. Вата ватам шкула печеклетме пусласан чун чатмаре, хасата шкула хутелесе сыртам. Районтанах килсе анлантару сехече ирттерчес. Бюллетеньпе лартам. Хаман ачасем веренсе петерне, сын ачисемшен мен тума патак сисе лармалла? Тепер чаваш чунле этем лапланче, урах шарламасть. Сапла петсе пырать печеккенех чаваш челхи те.
Учительсем чаваш хасачесене пачах та сыранса илмессе, библиотекана суремессе. Ыттисем пирки мен калан?
Айхи пек сын сер пин сын хушшинче перре. Тепер Айхи тупане-ши? Хусанкайан ывале ашше сулне парахман. Ытти писательсен ачисем чавашла вулассе-ши, хулара пуранакан писательсен ачисем, манукесем чавашла каласассе-ши?
Victor // 2742.10.7558
2008.08.18 13:28
Victor
Хуларах чăвашла калаçса ÿсекен ачасем пур тет. Ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Пĕр шухăшлă чăваш калашле: "Эпир чăвашсем тем тепĕр тума пĕлетпĕр, анчах ачасене чăваш тума пĕлместпĕр".
Шорш Орвăлăн (George Orwell) "1984" ятлă кĕнекинче çырса кăтартнă дистопилле опçăсвăра «Ингсоц» партти çыннисен ачисем парттине юрăхлă, анчах килйышне хирĕç ÿсеççĕ. Коммунистсен "Пионер" организаццийĕ пек «Шпионсем» организаццйне хутшăнаç ачасем. Партти шухăшĕпе, ашшĕ-амăшне партине юрăхсăр ĕç-шухăшшăн шăпах ачисем сутмалла - Павлик Морозовсем пек ĕнтĕ. Кĕнекене вуланă хушăра темшĕн чăваш çемйи çинчен шухăшлас килчĕ - чăнах, чăваш çыннисем хăйсен килĕнче ют çынна юрăхлă çынсем ÿстереççĕ пулмалла. :)

Галине, тепĕр Айхи тупăнасси пирки иккĕленмелле мар - пирĕн хатĕр пулмалла, тăванăмăр пирĕн таврăнасшăн пултăр. Ăна ăшăлăхăмăра кăштах та пулин кăтартатпăр пулсан мĕн тери савăнмалла хамăрăн та.
Галине // 4694.8.6675
2008.08.18 22:09
Менех,кетсе пахапар.
Пионер организацисене пустуях тиркетер. Хале весене сенерен чертсе таратас юхам пырать. Ячесем кана сенелле. Елек мен еслене, савнах пурнаслатпар,урах ятпа. Анчах сене ару дежурство тарас пулсан та :"Техничка тата мен тума кирле?"-тесе ыйтать. Сене ару валли сене организаци кирле.
Самраксем еслеччер,весем урахла воспитани илне,эпир мен печекрен парти витемепе усне.
Эп парти есне хутшанмастап,херараман партисерех ес нумай.Вахат тупсан эсир асанна кенекене тупса вуламалла-ха.

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем