Хаҫат — «коллективлӑ пропагандист тата агитатор кӑна мар, коллективлӑ организатор та» тесе ҫырнӑ В.И.Ленин. Асӑннӑ пӗлтерӗш паян та ҫухалман. Хаҫатсем, уйрӑмах районсенче тухса тӑраканнисем, ял халӑхне питӗ ҫывӑх. Вӗсенче ял пурнӑҫӗн шӑпи, кун-ҫулӗ, савӑнӑҫӗ-хуйхи...
Ҫӑмӑл мар тапхӑрта, колхозсем йӗркеленӗ ҫулсенче тухма пуҫланӑ хаҫатсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те пӗр номер те тухманни пулман. Паян вара район хаҫачӗсем кирлӗ те пулмӗҫ-ши? Вӗсене «Хыпар» хаҫатӑн филиалӗсем тума палӑртнипе ҫапла шутлатӑп. Ҫак утӑм — йӑнӑш, вӑл пысӑк ҫухатупа — райхаҫатсем вуҫех хупӑнассипе вӗҫленме пултарӗ. Нумай редакци ура ҫинче ҫирӗп тӑрать паян, вӗсенче хӑйсен профессине чунтан парӑннисем вуншарӑн тимлеҫҫӗ. «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче те ҫаплах. Хальхи вӑхӑтра район хаҫатне кашни 4-мӗш ҫын вулать.
Районсенчи редакцисен статусне пӗтерсе филиал тусан хаҫатсен ҫухату пуххинче мӗн курӑпӑр-ха?
Ҫак таранччен Чӑваш Енӗн ӑс-хакӑл культури сахал мар ҫухату тӳсрӗ. Унӑн хроникине район хаҫачӗсене пӗтерсе пуянлатас марччӗ...
Николай Малышкин,
«Елчӗк ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ,
ЧНКан Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ.
Миккуль // 8010.2.5360
2021.11.19 15:24 | |
Ку влаҫ мӗнпур япалана хупма килнӗ-и вара? Ӑна хупасшӑн, кӑна хупасшӑн.Мӗн те пулин ҫӗннине тума, мӗн те пулин уҫма пултарать-и вӑл? | |
Agabazar // 1097.10.5073
2021.11.19 17:07 | |
![]() |
Чăваш пуçĕ çине тата тепĕр телей йăтăнса анма хатĕрленет иккен... |
Михайлов Виталий Михайлович // 2298.53.7538
2021.11.19 23:30 | |
Красноармейски районĕн хаçатне "Хыпар" издательство çурчĕпе пĕрлештерчĕç. Унтанпа хаçат тата лайăхрах содержаниллĕ тухма пуçларĕ. Кулянма кирлĕ мар. |