Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Сидоров: Куҫна уҫ, артист

Николай Сидоров01.11.2021 14:289853 хут пӑхнӑ

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пуҫлӑхӗсем ҫинчен тӗрӗссине ҫыратӑп — вуламанҫи тӑваҫҫӗ, тӗрӗссине калатӑп — илтмӗше переҫҫӗ, тӗрӗссине халӑх патне ҫитерме тӑрӑшатӑп — манах вӑрҫаҫҫӗ, хӑратаҫҫӗ. Пӗрех каламасӑр чун чӑтмасть.

Октябрӗн 21-мӗшӗнче эпӗ театрта пултӑм. «Инкеклӗ телей» спектакль курма билет туянасшӑнччӗ, анчах РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева чирленӗ пирки асӑннӑ спектакле октябрӗн 29-мӗшӗнче сцена ҫинчен кӑтартмаҫҫӗ терӗҫ. Ун вырӑнне СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартнӑ «Куккуклӑ сехет» спектакль пулать терӗҫ. Ҫав кун театрта куракансен шучӗ ҫукпа пӗрехчӗ. Юлашки ҫулсенче В.Н. Яковлев режиссер лартнӑ спектакльсен шайӗ пӗчӗкленсе пынине пӗрре мар курса ӗненнӗ-ха, анчах та хальхинче кураканпа режиссер хушшинчи ҫыхӑну пач татӑлни мана тӗлӗнтерсех ячӗ.

Каларӑм ӗнтӗ, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче — театрта пулнӑ май — Н. Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мӗн-ши вӑл телей?» спектакль курса каяс терӗм. «Куракан ҫуккипе спектакль пулмасть», — терӗҫ. Юрӗ-ха. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсем ҫинчен кӑтартакан спектакле, ахӑртнех, куракан килӗштермест, паянхи пурнӑҫ ҫинчен ҫырнӑ — октябрӗн 22-мӗшӗнче пулакан «Кӗтӳҫ» спектакле — килсе курма шут тытрӑм. «Куракан ҫуккипе спектакль те пулать, те пулмасть. Паллӑ мар», — хуравларӗҫ мана.

Октябрӗн 22-мӗшӗнче нумай вӑхӑт хушши чирленӗ хыҫҫӑн СССР халӑх артистки, К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Вера Кузьминична Кузьмина пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр). Тӗплӗнрех пӗлес тесе Чӑваш Ен телерадиокомпанийӗн каҫхи хыпарсен кӑларӑмне пӑхас терӗм. Сенкер экрана ятӑм та хам хӑлхапа хам илтрӗм, диктор ҫапларах пӗлтерчӗ: «В Чувашском драматическом театре — траур. Вечернего спектакля не будет. В афише — постановка «Ялта», в которой Вера Кузьмина должна была выйти на сцену». (Ӗненмесен — вулӑр. Интернетра пур). Пӗр вӑхӑт аптраса лартӑм. Ӗнер мана «Кӗтӳҫ» спектакль куракан ҫуккипе пулмасть терӗҫ, паян вара театрта куракан ҫуккине театр пуҫлӑхӗсем СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан вилӗмӗпе ҫыхӑнтарчӗҫ. Ӗненмесӗр театр сайтне кӗтӗм. Афиша ҫине пӑхрӑм. Мӗн куратӑп-ха? «Ялта» спектакль октябрӗн 26-мӗшӗнче пулать. Апла мӗншӗн куракана ҫавӑн пек суймалла пулнӑ? Мӗншӗн театр пуҫлӑхӗсен Вера Кузьминан сӑваплӑ ячӗпе витӗнмеллеччӗ-ши? Вӑл та мар-ха. Тепӗр кунне — Чӑваш наци конгресӗн пухӑвӗнче — театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев ертсе пыракан театр труппи конгреса хутшӑннӑ ҫынсен умӗнче каҫса кайсах юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗ. Ҫакӑ, ман шутпа, питӗ хитре мар пулчӗ. Хӑйсем сенкер экранпа «театрта — траур» тесе пӗлтерчӗҫ, хӑйсем чӑваш халӑхӗн чи юратнӑ, чи сӑваплӑ, чи сумлӑ артисткин ӳчӗ ҫӗре кӗмесӗрех артистсене сцена ҫине ертсе тухрӗҫ, курнӑҫланса тӑчӗҫ. Ҫакӑ, чӑн та, вырӑнлӑ-и? Конгресс членӗсене савӑнтарма урӑх коллектив чӗнме май пулман-им-ха?

Турра шыракан чиркӗве ҫӳрет, илемлӗх шыракан театра ҫӳрет. Иккӗшӗ те — ҫутӑ, таса, сӑваплӑ вырӑнсем. Унта та чуна тасатаҫҫӗ, кунта та. Пӗринче сана итлеҫҫӗ, пулӑшма хӑтланаҫҫӗ пулсан, тепринче — Чӑваш театрӗнче — сана сӑмса шӑтӑкӗ таран путарса лартма пултараҫҫӗ. Унта — театрта — пытармасӑр калатӑп: сахал мар ҫын куҫҫулӗ тӑкӑннӑ, сахал мар ҫын шӑпи хуҫӑлнӑ, сахал мар чун аманнӑ. Ҫук, сцена ҫинче кӑна мар, пурнӑҫра та.

Ман шутпа, Чӑваш театрӗ — чӑваш тӗнчи. Унта чӑвашӑн таса чунӗ, ҫутӑ сӑнарӗ, илемлӗхӗ, сӑпайлӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ, тӑрӑшуллӑхӗ, тӗрӗслӗхӗ, хастарлӑхӗ пулмалла, анчах та пурнӑҫра пач урӑхла — вуншар ҫул театрта ултав, суя, икӗпитлӗх, мӑнкӑмӑллӑх, йӑпӑлтату, чапраслӑх, тӗттӗмлӗх, намӑса ҫухатни, професси шайӗ чакни аталанса пырать. Ҫакӑ ҫулсерен тар пек ӳте касса кӗрет, нумайӑшӗ ӑна туйми, сисми пулать.

Иртнӗ уйӑхра паллакан артиста тӗл пултӑм. «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун!» спектакльте вӑтӑр икӗ ҫын ларатчӗ, антракт хыҫҫӑн сакӑр ҫын кӑна юлчӗ», — пӑшӑрханса калаҫрӗ вӑл манпа. Ун чухне QR-кодпа кӗртме пуҫламанччӗ-ха. Эпӗ унран ыйтатӑп: «Эсир, хисеплӗ артистсем, куракансӑр мӗнле вылятӑр?» Унӑн хуравӗ мана тӗлӗнтерсех ячӗ: «Эпир ӗнтӗ хӑнӑхнӑ. Чи кирли — курав залне пӑхмалла мар». Чим-ха, чим!.. Вара спектакль вӑхӑтӗнче кураканпа артист хушшинчи ҫыхӑну пулмасан — мӗнле пултарулӑх пирки сӑмах пырать? Спектакль — кинофильм мар, театр — кинозал мар. Кунта чӗрӗлӗх, чунлӑх, туйӑм кирлӗ. Курав залӗнчи ҫемҫе пукана хӑвӑн чунна уҫса параймастӑн. «Паян пӗрех куракан ҫук, лӑпӑр-лапӑр вылясан та юрать», — тени пӗрре кӑна пулнӑ-им? Нумай пулнӑ. Тен, ҫавӑнпах спектакльсенчи чылай артистӑн ӗҫӗ мана пачах тыткӑнлами пулчӗ: хӑшӗ-пӗри чӑвашла тӗрӗс мар калаҫать, теприн пуплевне ӑнланма йывӑр, виҫҫӗмӗшӗ культура институтӗнче артист ӑсталӑхне вӗренмен те тейӗн. Кунта, ман шутпа, артистӑн айӑп ҫук. Ара, вӗсенчен ыйтаканӗ ҫук. Пӗтӗм инкек — театр режиссерӗсем артистсемпе ӗҫлеменнинче.

Нумаях пулмасть Надежда Кириллова критик Чӑваш театрӗнче профессионализм ҫитменни ҫинчен пӑшӑрханса пӗлтерчӗ. «Режиссерсем Чӑваш театрӗнче ҫукпа пӗрех. Вӗсене хатӗрлемеҫҫӗ те. 1967-мӗш ҫулта Чӑваш театрӗ валли ГИТИСри режиссер уйрӑмӗнче юлашки хут Валерий Яковлева вӗрентсе кӑларнӑ. Унтанпа кӗҫех 55 ҫул (!) ҫитет. Куҫӑмлӑ никам та вӗренмен», — терӗ вӑл «Никита Бичурин. Кам вӑл?» статйинче.

Пӗр ҫич-сакӑр ҫул каялла эпӗ хамӑн пьесӑна М. Гафури ячӗллӗ Пушкӑрт патшалӑх академи драма театрне ярса патӑм. Кӗтетӗп, кӗтетӗп — хурав ҫук. Ирӗксӗрех театрӑн литературӑпа драма пайне шӑнкӑравларӑм. Пушкӑрт хӗрарӑмӗ манпа кӑмӑллӑн калаҫрӗ: «Ҫапла. Ҫитрӗ. Тавах. Анчах пулӑшма пултараймастӑп», — терӗ вӑл. «Мӗншӗн?» — тетӗп. «Пирӗн пата тепӗр чухне кунне вуншар пьеса килсе выртать. Вӗсене вулама вӑхӑчӗ те, майӗ те ҫук, — сӑмахне малалла тӑсрӗ литература пайӗн ертӳҫи. — Театра режиссерсем хӑйсем суйласа илнӗ пьесӑсемпе килеҫҫӗ. Сирӗн ҫавсемпе ҫыхӑну тытмалла». «Хӑшӗнпе-ши?» — тӗпчетӗп эпӗ. «Пирӗн кунта вӑтӑра яхӑн режиссер. Тахӑшне сӗнмелле? Хӑвӑр суйлӑр», — терӗ. Эпӗ, паллах, вӗсен ятне-шывне пӗлменскер, пӗринпе те ҫыхӑну йӗркелеймерӗм. Ӗҫӗ унта мар. Пушкӑртсен вӑтӑра яхӑн режиссер пур пулсан, эпир — чӑвашсем — алӑри пӳрнесене ӗхлете-мӗхлете хуҫлатсан та чӑвашла пӗлекен виҫӗ режисер тупаймӑпӑр. Тупсан та, пурте куҫӑмсӑр вӗреннӗскерсем. Акӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче тахҫантанпах Мускавран чӗнсе илнӗ режиссерсем спектакльсем лартаҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах юлашки ҫулсенче асӑннӑ коллектив конкурссенче, фестивальсенче пӗрре мар ҫӗнтерчӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитсе килчӗҫ артистсем, тав сӑмахӗ сахал мар илтрӗҫ. Профессионаллӑ режиссер профессионаллӑ спектакль лартать. Чӑваш театрӗнче — эпӗ астӑвасса — нихӑҫан та Мускав режиссерне спектакль ларттарман. ГИТИСра та ятарласа режиссера вӗрентмен. Сӑлтавӗ паллӑ: нумай режиссер пулсан — чапа тухма йывӑр.

Эпӗ ятарласа Раҫҫейри театрсен сайчӗсене уҫса пӑхрӑм. «Академи» ята тивӗҫнӗ театрсенче икшер, виҫшер режиссер ӗҫлет. Акӑ, тӗслӗхрен Мускаври Е. Вахтангов ячӗллӗ Патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи — Римас Туминас, театрӑн тӗп режиссерӗ — Юрий Бутусов, тата тепӗр режиссер пур. Манӑн Культура министерствинчен, театр пуҫлӑхӗсенчен ҫапларах ыйтас килет: Чӑваш театрӗнче тӗп режиссер штачӗ пур-и е ҫук-и? Пур пулсассӑн — ӑҫта вӑл? Ҫук пулсассӑн — мӗншӗн ҫук? Е ӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи хӑйӗн айне пӗтӗрсе чикнӗ? Мӗншӗн Чӑваш театрӗнче штатпа пӗр режиссер кӑна ӗҫлет? Тӗп режиссер штачӗ ӑҫта кайса кӗчӗ? Тахҫан кивӗ афишӑра вуланӑ пек те астӑватӑп: «Театрӑн художество руководителӗ тата тӗп режиссерӗ ... » тенӗччӗ унта. Эппин, театрӑн тӗп режиссерӗ пулнӑ. Ман шутпа, илемлӗх ертӳҫи пулас текен ҫыннӑн чи малтанах тӗп режиссерта ӗҫлесе паха опыт пухмалла. Апла-тӑк, театрӗн тӗп режиссерӑн штатне туртса кӑлармаллах. Кайран каллех ҫурӑк валак кутӗнче тӑрса юлӑпӑр, акӑ.

«ХХI-мӗш ӗмӗрте Чӑваш театрӗнче режиссер искусстви В. Н. Яковлев тӑрӑшнипе пӗтсе ларчӗ. Чӑваш театрӗсене профессионал-режиссерсем, профессионал-актерсем, профессионал-сценографсем, профессионал-дрмататургсем кирлӗ. Ҫавӑнпа вӗсене пурне те аталантарма тӑрӑшмалла. Эпир вара ҫул парас, аталантарас вырӑнне вӗсен ҫулӗсене хупса пыратпӑр», — тесе пӗтӗмлетет хӑйӗн калаҫӑвне Надежда Кириллова критик. Эпӗ ӗҫтӗшӗмӗн сумлӑ сӑмахӗсен ҫумне нимӗн те хушса калаймӑп. Вӑл пӗтӗмпех тӗрӗссине калать.

Театр — пьесӑсӑр — театр мар, Чӑваш театрӗ — чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсӑр — Чӑваш театрӗ мар. Чӑвашла пьеса кам ҫырать-ха? Паллах, чӑваш драматургӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче — Раҫҫей патшалӑхӗ вӑй илнӗ тапхӑрта — эпӗ театрӑн илемлӗх ертӳҫи патне икӗ ыйтупа ҫитрӗм. Пӗрремӗшӗ: Раҫҫейри РАО (авторсен пӗрлешӗвӗ) пьеса авторӗсенчен питӗ нумай укҫа сӑптарса илнӗрен (сӑмахран: 15 процент — комисси пуҫтарӑвӗшӗн, 10 процент — укҫа куҫарса панӑшӑн, 13 процент — налукшӑн, пӗтӗмӗшле автор гонорарӗнчен 38 процент укҫа тытса юлатчӗҫ) авторсене театр кассинчен тӳрремӗнех тӳлеме ҫук-ши, ҫакӑ чӑвашла ҫыракан пьеса авторӗсене питӗ хавхалантарнӑ пулӗччӗ терӗм. Манӑн вӑл вӑхӑтри заявленисем, договор хучӗсем халӗ те пур. Сыхланса юлнӑ. Иккӗмӗшӗ: Чӑваш театрӗнчех чӑваш драматургӗсемпе ӗҫлекен лабаратори уҫсан аванччӗ терӗм. Мӗн тетӗр? СССР халӑх артисчӗ В. Н. Яковлев хирӗҫ пулчӗ. Пӗр ыйтӑвне те татса партармарӗ. Халӗ, хисеплӗ вулаканӑм, шутлӑр! Тутарсем тепӗр виҫӗ ҫултан авторсемпе ӗҫлекен пӗрлешӳ йӗркелерӗҫ, тутар авторӗсене Хусантах автор гонорарӗ тӳлеме пуҫларӗҫ. Манӑн ӗмӗт Чӑвашра мар, Тутарта пурнӑҫланчӗ.

Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсен вӗҫӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, драматургӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Борис Чиндыков мана Чӑваш драматургӗсен ассоциацийне йӗркелеме сӗнчӗ. «Пӗрлешсен кӑна театр пуҫлӑхӗсемпе кӗрешме пулать», — терӗ вӑл. Эпӗ вӑл вӑхӑтри драматургсемпе калаҫса пӑхрӑм. Пӗри те килӗшмерӗ. Вӗсене ӑнланма пулать: театрӑн илемлӗх ертӳҫине хирӗҫ кайсан — хӑвӑн пьесуна нихӑҫан та сцена ҫинче кураймӑн. Борис Чиндыков хирӗҫ тӑрса пӑхрӗ те — унӑн пьесисене театрта лартма пӑрахрӗҫ. Эпӗ те театр пуҫлӑхӗсене хирӗҫ пултӑм та — манӑн пьесӑсене В.Н. Яковлев вун ултӑ ҫул Чӑваш театрӗн сцени ҫинче ларттармасть. Халӗ шутлӑр, эпир иккӗн кӑна вун ултӑ ҫул хушшинче Чӑваш театрне мӗн чухлӗ пьеса ҫырса панӑ пулӑттӑмӑр!..

Ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Чӑваш театрӗнче Арсений Тарасов драматург палӑрчӗ. Вӑл театр валли «Инҫет телей ҫути», «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» (тепӗр авторпа пӗрле), «Мунча кунӗ», «Туя туй пек тӑвар-и?» пьесӑсем ҫырса пачӗ. Чӑваш театрӗ «Инҫет телей ҫути» спектакльшӗн Раҫҫей Патшалӑх премине илме тивӗҫ пулчӗ. Мӗн тетӗр? Преми илнӗ ҫынсен хушшинче Арсений Тарасов ячӗ пачах ҫук. Автор ятне театрӑн илемлӗх ертӳҫи В.Н. Яковлев списокран кӑларса пӑрахнӑ. Пирӗн паллӑ ҫыравҫӑ асӑннӑ пьесӑна ҫырман та тейӗн. Тепӗр паллӑ драматург Владислав Николаев театр валли «Пихампар чунӗ манра» ятлӑ пьеса ҫырса пачӗ. Ӑна сцена ҫинче СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартрӗ, вӑлах ӑна Чӑваш патшалӑх премине илме тӑратрӗ. Мӗн тетӗр? Каллех преми илме тӑратнӑ списокра автор ятне курмарӑм. Унӑн та ячӗ ҫук. Ҫакӑн хыҫҫӑн чӑваш авторӗсен мӗнле-ха ҫанӑ тавӑрса ӗҫлес килтӗр? Ирӗксӗрех ҫапла шутлатӑн: режиссерне — вӑкӑр пуҫӗ, авторне — пулӑ пуҫӗ.

Юрий Петрович Матросов — Чӑваш театрӗнчи сцена, театр искусствине ӑнланакан ӑста, сумлӑ художник — тивӗҫлӗ канӑва кайрӗ те — театр чӑвашла пӗлекен сценографсӑр тӑрса юлчӗ. Халӗ нумай спектакле театрӑн илемлӗх ертӳҫи В.Н. Яковлев илемлетет. Ӳкерме пӗлмест пулин те. Эпӗ тахҫан унӑн пӗр ӳкерчӗкне алла тытса курнӑччӗ. Режиссер шур хут ҫине пӗр ҫынна ӳкернӗччӗ: пуҫӗ — пӗчӗкрех ҫаврашка, кӗлетки — пысӑкрах ҫаврашка, алли-ури — тӑватӑ патак. Ача пахчинчи виҫ-тӑватӑ ҫулхи ача ҫапларах ӳкерет. Тӗрӗссипе, ӳкерме пӗлни мӗн тума кирлӗ? Театрта художниксен цехӗ ӗҫлет-ҫке. Калатӑн та — ӳкерсе параҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче ҫапла майпа пилӗк-ултӑ спектакль художникӗ пулчӗ театрӑн илемлӗх ертӳҫи. Пӗр эскиз, пӗр костюм ӳкермесӗр!.. Эпӗ ятарласа Раҫейри театрсен сайтне кӗтӗм, спектакль режиссерӗсен ячӗсене, ӗҫӗсене тӗпчерӗм. Нихӑш режиссер та спектакль художникӗ пулнине курмарӑм. Чӑваш театрӗнче вара ун пек майпа укҫа ӗҫлесе илме юрать. Пирӗн республикӑра паллӑ, сумлӑ, талантлӑ сценографсем ҫук мар. Акӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗн Валентин Федоровӑн ӗҫӗсӗне Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейра та аван пӗлеҫҫӗ. Мӗншӗн ӑна чӑваш спектаклӗсене илемлетме чӗнмелле мар? Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче те художниксем хатӗрлекен уйрӑм пур, студентсене ҫак ӗҫе явӑҫтарсан питӗ паха пулмалла та...

Театр ӗнерхи кунпа мар, паянхи кунпа пурӑнать. Хисеплӗ ятсене сцена ҫине ҫакса хума ҫук. Куракана ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ, илемлӗ, чуна, ӑс-кӑмӑла хускатан спектакльсем кирлӗ. Ӑна пӗрмай «Ялта» спектакль кӑтартмалла мар, сцена ҫинче ҫӗнӗ сӑнар шырамалла. Театра тахҫанах ҫӗнӗ ӑру, ҫӗнӗ куракан килнӗ. Апла-тӑк, нумай япала ҫине ҫӗнӗ куҫпа пӑхмалла, ҫӗнӗ шухӑш, ҫӗнӗ тӗллев, ҫӗнӗ меслет тупмалла. Пирӗн Чӑваш театрӗ вара ҫулӗпе кӑна мар, чунӗпе те ватӑлса ларчӗ. Юлашки ҫулсенче чуна тыткӑнлакан, шухӑшлаттаракан, хумхантаракан спектакльсем пачах курӑнми пулчӗҫ. Чӑваш театрӗ ҫав-ҫавах премьерӑра пӗрре пӑхмалӑх спектакльсем кӑларать, иккӗмӗш хут каятӑн та — зал пуш-пушӑ. Вӑл та мар. Нумай чухне куракан — уйрӑмах антракт хыҫҫӑн — спектакльсенчен туха-туха каять. Унӑн сцена ҫинчи илемсӗрлӗхе, тӗрӗсмарлӑха пӑхса ларма вӑйӗ те, вӑхӑчӗ те, кӑмӑлӗ те ҫук.

Ман шутпа, Чӑваш театрӗн инкекӗ — Чӑваш театрӗнчех. Культура министерстви ку ыйтупа пачах кӑсӑкланасшӑн мар. Эппин, тулаш енчен нимӗнле улшӑну та, пулӑшу та пулмӗ. Вырӑссен каларӑш пур: «Спасение утопащих — дело рук самих утопающих». Нимӗн те тумасан кӗрсе ӳкнӗ шурлӑхран нихӑҫан та тапаҫланса тухаймӑпӑр. Эпӗ Чӑваш театрӗн артисчӗсене ҫапларах каласшӑн: куҫа уҫма вӑхӑт мар-и? Хӑвӑрӑн ҫине тӑмалла пулӗ. Мӗншӗн Чӑваш театрне куракан ҫӳремест? Мӗншӗн спектакльсен пултарулӑх шайӗ ытла пӗчӗк? Мӗншӗн пьесӑсене пӗтӗм коллектив умӗнче вулама ирӗк памаҫҫӗ? Халӑхпа суйласа илнӗ пьеса халӑха килӗшмеллех. Мӗншӗн?.. Мӗншӗн?.. Ҫӗр тӗрлӗ ыйту. Ман шутпа, ҫак ыйтусене татса памаллах. Е эсир, хисеплӗ артистсем, ҫаплах чӗлхесӗр янавар пек пурӑнасшӑн?

Юрӗ. Паянлӑха ҫитӗ. Театр пирки ӳлӗм те калаҫӑпӑр-ха.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2946.16.5816
2021.11.10 00:33
Agabazar
Миçе пус параççĕ-ши çакна унта-кунта унашкал сÿпĕлтетсе çÿренишĕн??? Ĕнсене кăрт-карт хыçса илесси çеç юлать кунта...
Микула // 1077.37.9691
2021.11.10 18:16
Варык кам юррине юрлан,ӑспа мар "блатпа" е "ятарласа сӑтӑр тума " ҫемҫерех пукансем ҫине лартнисенне-и ? Вӑтӑр кӗмӗл укҫашӑн пӗтӗмпех сутас текеннисем майлӑ юптаран ? Тутарстанра нимле "специалист " те малтан килте калаҫӑр теме хӑймасть пулсан пирӗн мӗншӗн сан пек наукӑна хирӗҫлисенне итлемеле ? Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫукки вӑл наукӑна анчах мар этемлӗхе хирӗҫ пулнипе пӗрех.
Малай // 2151.10.6915
2021.11.10 22:19
Чӑваш республикин тӗп хулинче тӗп халӑхӑн хӑйӗн чӗлхипе ача сачӗсем ҫук пулсан ку чӑваш нацилле халӑх ҫук тенине пӗлтерет.
Agabazar // 8675.1.2931
2021.11.11 13:19
Agabazar
Ну, Малайпа Микулай тĕрĕс калаççĕ тейĕпĕр. Малалла мĕскер?

Эсир ку шухăша шăпăр шăтăкĕнче мар, парламентра, пысăк пухура, министăрсен ларăвĕнче калăр.

Шăпăр шăтăкĕнче ăна эп те миллион хут калама пултарап.
Вулакан // 2605.48.4451
2021.11.13 13:57
Туркайăн шухăшлав шайĕ паллă ĕнтĕ.Пур çĕрте те тавăру тĕллевĕпе курайманлăх хуçаланать.Унăн телейсĕр ачалăхĕшĕн тĕнче айăплă иккен.Тĕрĕссипе, хăй Çеçпĕл ячĕпе укçа пухса аванах ĕçсе-çисе пурăнать.Тĕче пĕртте чăрмантармасть.В.Яковлев пирки каланинче те тавăру туйăмĕ тапса тăрать.Ун пьессине йышăнман иккен.Тен,çырма ăсталăхĕ çитмен? Айванлăхĕ сăвă пеккисенче те паллă. Яковлевне те хĕрхенетĕп.Хăй тунă йăнăшсене тÿрлетме вăхăт юлманнине ăнланать-ши вăл?Е"мания величия"текенни халĕ те хăй ытамĕнчен ямасть? Хÿтлĕх шраса пуль Конгресс çумне çыпçăнать тенине те илтнĕччĕ.Хăйĕнне хăй пĕлĕ.Курăпăр-ха.
Marta123 // 3680.19.5670
2021.11.14 17:49
Спасибо, а ему за смелость и правду.Этот человек скольким людям судьбы ломал!!! Я знаю, Николай Иванович во всем прав!!!
Agabazar // 1653.58.0893
2021.11.14 19:12
Agabazar
Вырăсла каласа кама хăратасшăн?

Енчен те чăвашла калама йывăрлăх пуррипе вырăсла каланă тесен, ăçтан тĕрĕс хаклама пултаратăр эсĕр лару-тăрăва? Пултараймастăр. Лару-тăрăва тĕрĕс хаклас тесен чăвашла пĕлмелле.
Валери ТУРКАЙ // 2491.10.9618
2021.11.16 06:22
"ВУЛАКАН": "Туркайăн шухăшлав шайĕ паллă ĕнтĕ.Пур çĕрте те тавăру тĕллевĕпе курайманлăх хуçаланать.Унăн телейсĕр ачалăхĕшĕн тĕнче айăплă иккен.Тĕрĕссипе, хăй Çеçпĕл ячĕпе укçа пухса аванах ĕçсе-çисе пурăнать".
Вулама пӗлни епле паха, амикке - веҫ пӗлен, веҫ пӗлен!..Туркайăн шухăшлав шайĕ паллă сана, унăн телейсĕр ачалăхĕшĕн тĕнче айăплине те пӗлен эс, вӑл Çеçпĕл ячĕпе укçа пухса аванах ĕçсе-çисе пурăннине те... Маттур! Саламлатӑп! Так тершать!
Анчах та ман "телейсӗр ачалӑхӑм" пирки питӗ суятӑн эс, хаклӑран та хаклӑ ҫыннӑм! Эп НИХҪАН ТА, НИҪТА ТА "ман ачалӑхӑм телейсӗр пулчӗ" тесе каламан! Пушшех урӑхла - эп яланах "Ман ачалӑхӑм питӗ телейлӗ пулчӗ!" тенӗ, тетӗп.
"Ӗçсе-çисе пурăнать" тенӗрен... Ия, ырӑ ҫыннӑм, эп ӗҫеп те, эп, тав Турра, ҫиеп те!.. Эс, мӗн, ӗҫмесӗр-ҫимесӗр пурӑнатӑн-им? Мана та вӗрент-ха, тархасшӑн! Эп те сан пек пурӑнам!... Тата вулама вӗрент мана, ухмаха!.. Вулама пӗлменни пӗтерет мана!
Валери ТУРКАЙ, Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнелти ВОРОБЬЕВА Хветуҫӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ.89278555480
Agabazar // 2633.83.8329
2021.11.18 20:54
Agabazar
«Так тершать» мар. «Так-чершач» пулма тивĕçлĕ.
Евразиец // 3753.90.6577
2021.11.19 09:40
Я так и предполагал, мои догадки подтвердились... Так-чершите, так...

Страницӑсем: [1], 2, 3

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем