Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валери Туркай: «Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ...»

Валери Туркай29.02.2020 10:2118633 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче,

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Ӑнсӑртран «ҫулпуҫ» вӑл пулчӗ.

Чӑн та пулчӗ ӑнсӑртран.

Влаҫӗпе пайтах ыр курчӗ,

Ыр курма юратнӑран.

 

Халӑха шута хумарӗ.

Кулчӗ ҫеҫ лӗх-лӗх унран.

Ун пек ӑслӑ ҫын та ҫукчӗ, —

Вӑл ҫапла шутланӑран.

 

Никама та пулӑшмарӗ, —

Ҫын лексен йывӑрлӑха.

Ӑслине вӑл ҫул памарӗ,

Пачӗ ҫул пур йӑх-яха.

 

...Аҫа ҫапрӗ те кӗрлерӗ

Аслати кӗтмен ҫӗртен!..

Ҫук «ҫулпуҫӑн» текех влаҫӗ!..

Ҫук ӑна хӗрхенекен!..

 

Ыттисем халь пысӑк влаҫлӑ.

Ман шанас килет: вӗсем

Халӑха, тен, шута хурӗҫ,

Пулмӗҫ нишлӗ йӗксӗксем...

 

...Чӑваш намӑсӗ, инкекӗ

Халь ларать-тӗр килӗнче.

Иртнине аса илет-тӗр

Выртнӑ чух диван ҫинче.

 

Валери ТУРКАЙ,

Чӑваш халӑх поэчӗ

29.02.20

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 7671.0.0611
2020.03.01 07:40
Agabazar
Игнатьева мĕншĕн мухтамалла пулман? Мĕн намăсĕ пулнă Игнатьева "мухтанингче"?

Паянхи "Хыпар" та, авă, Олег Николаева "мухтать". Вара мĕн? Мĕн начарри пур кунта?
Микула // 9259.3.8429
2020.03.01 12:14
Начарри ним те ҫук,пурин те хырӑм выҫать,эпир хутте кама мухтӑпӑр ,пире укҫа патӑр кӑна тесе калать суя акапасарӗ ? Курӑнать, йӗм ҫӗтсе ларакан шайкӑран. Эрдоган ҫумма килмен,пирӗн ун ҫумне кайнӑ "йӗрке" тума. Тӗрӗксен тӗреклӗхне ахалтен тӗрӗслеме кирлӗ мар тесе калать Микула,акапасарсен ӗҫӗ мар вӑл.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.01 12:21
Чи пысӑк намӑс вӑл Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем ҫукки. Чи пысӑк намӑс вӑл ҫавна курма пултарайман интеллигенци ,хӑйсемшӗн кӑна пулса,влаҫ умӗнче сӗртӗнсе ҫӳрени. Ытти нимех те мар. Темле влаҫа та юрама хатӗррисем ҫӳлелле те ҫӳлелле тупӑша-тупӑша,пӗрне пӗри тӗртсе кармашаҫҫӗ. Апла пулсан вӗҫӗ те инҫетре мар.
Agabazar // 7671.0.0611
2020.03.01 12:25
Agabazar
Эс мухтама пăрахнипе сан йĕммÿ çинчи саплăксем çухалмаççĕ. Чăваша юратман çынсем пек: <<хамарьяльник! хамарьяльник! хамарьяльник! хамарьяльник! >> — тесе кăшкăрса ларасшăн-им?

Вăт çавăн пек уçăлаççĕ Микуласен чăн-чăн сăн-сăпачĕсем.

Николаев килĕшмест-и?
Апла-тăк кай Путин патне евчĕне!
Кайса ыйт Вайно Хоспочынран, Кириенко Хоспочынран! Сан валли шăкăрин хатĕрлесе хунă вĕсем юрăхлă кандидадсем.

А чăваша ячĕшен тунă пĕр-ик <<Потёмкинла ача сачĕ>> кирлĕ мар. Чăваш чĕлхи кашни ача садĕнчех пулмалла. Ан тив, тĕрлĕ шайра пултăр, анчах — кашнийĕнчех. Ма вăрçмастан унчченхи министăра Кудряшова ку ыйтăва татса паманшăн?
Микула // 9259.3.8429
2020.03.01 12:53
Мӗнле кӗске шухӑшлӑ, ҫынна курайман пулмалла ? Акапасарсен тӗксӗмлӗхӗ . Микула сан пек ҫулласа чупмаҫ кашни начальник хыҫҫӑн. Тиркеме те васкамаҫ. Пурӑнсан курӑпӑр ,халлӗхе ӗҫне иртерех хаклама . Системи ҫавах пулсан ырӑ енне улшӑнасси те иккеленӳллӗ. Халӑха пӗр пуслӑх усӑ паманнисем ,акапасар пеккисем, хумханма тытӑннӑ. Ыттисене ҫавах ,хутте кама лартсан та,урамран пӗрремӗш кӗрекен пулсан та. Ҫулталӑкне виҫӗ хут улӑштарсан та ӗҫӗ те вӗҫӗ те пӗрех пулӗ.
Agabazar // 7671.0.0611
2020.03.01 13:38
Agabazar
Манăн, ачам, нимле наччальник те çук.
Олег Николаев ман начальник мар. Михаил Игнатьев та ман начальник пулман. Эп весене нихсан та курман, млашне те пит курасси пулас çук, ахăртнех.

Анчах та вĕсем санăн наччальниксем те мар. Вăт, эсĕ, калăпăр, хурала çурен. Хуралсăра ĕçлен. Кашни хуралăнах хăйĕн наччальнике пур. Ытларах отставкăри милицционерсене лартаççĕ. Вăт çав хурал пуçлăхĕ — сан наччальник.

Çулатна эс унăнне, çуламастна — эп пĕлместĕп. Пырса тĕрĕслеме пулать.

А Эрдоганран ним те хăраманнипе никам та тĕлĕнтерейместĕн. Игнатьев пирки е Николаев пирки <<хамарьяльник">> е <<колхозник!>> тесе çухрашнипе те никама та тĕлĕнтерейместĕн. Кунта санăн паттăрлăх пачах та çук.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.01 14:36
Микула хӑйне хӑй начальник,ҫавӑнпа та темле начальник те уншӑн ҫын кӑна. Тӗлӗк куран пулмалла кӑнтӑрлах эс, кайран аташан ? Игнатьев пирки те ман "нейтралитет" ,Николаев пирки те .Ӑнланма пултарайатӑн ҫавна ,е ҫук ? Историк дипломӗ пурнӑҫ ҫине ҫавӑн пек пӑхтарать. Мӗнле намӑссӑр елекҫӗ эс,Микула яланах лӑпкӑн калать,"колхозник" те "хамӑрьяльник" тесе те нихӑҫан та никама та каламан вӑл. Галюцинаци тата ан пуҫлантӑр,кӑштах лӑплан.
Agabazar // 2109-1298
2020.03.01 14:53
Agabazar
Хамарьялник е колхозник тесе сÿпĕлтетмен пулсан — аван. Ырлатăп. Малашне те ан кала.

Санпа манăн наччальник пур-и, çук-и, анчах та вăл Игнатьев та мар, Николаев та мар.

Халлĕхе унашкал пуçлăх вырăнне пирĕн пата пĕр-пĕр варяга килсе яман (сулахай хулпуççи урлă сурса, йывăçа шаккаса: тьху!тьху!тьху!). Çавăншăн та пулин савăнма пĕлес пулать. Пирĕншĕн ку халĕ мăй таран çителĕклĕ. Унтан ытлине хапсăнма пултараймастпăр паян. Хуть те мĕн чухлĕ мекĕçленсен те.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.01 17:05
Варяг мар тесшӗн? Шутла анлӑрах. Чутайри Чорбайран яман вӗт ӑна,Мускавран кильнӗ. Рекомендацине те чӑвашсен "Ваттисен Канашӗ" паман. Варяг мар теме ҫок малтанах,кайран кӑна курӑнӗ кам. Хусан Ханствинчи чӑвашсем мӗншӗн хӑйсен ирӗкӗпе хансене унтан та кунтан та "выписывать" тунине манса ан кай. Иртӗхме пуҫласанах хвалама май пулнӑ. Паллах ҫапла тунинин ҫитменлӗхӗсем те пулнӑ. Паян килӗшменнисене кӑлармалли механизм Республикӑра ҫук пулсан пирӗншӗн кашниех варягран та варяг? Чура юррине ӗнерлесе ларан Акапасар ,кун пек те ҫителӗклӗ тесе ан суйнӑ пултӑр. Республикӑра пурӑнаканнисен кӑна ирӗкӗ пулмалла кама суйласа лартасси е кӑларасси .
Agabazar // 2109-1298
2020.03.01 17:19
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: дубль

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем