Agabazar // 2590.70.8688
2020.02.13 19:55 | |
Миçе чăвашла ача сачĕ уçма шутлан? Пĕрре те çурă чухлĕ? Е виçĕ штук патнелле те капашасшăн? | |
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.02.14 11:49 | |
Садикне ыранах уҫма пулӗ ха та,тем ялсенче чӑваш ачи-пчи вырӑсла кӑна перкелешет.Эпир ӳснӗ чух пӗр вырӑс сӑмах пулман ялта.Садиксем те пулман. | |
KIREMET SIGCHI YURGAN TURINGE // 2291.81.1801
2020.02.14 12:37 | |
Микула, уç тархасшăн чăваш чĕлхеллĕ ача сачĕсене (саккун тăрăх уйрăм/частный те юрать)... -питĕ пархатарлă ĕç. Тулĕк пăрах, чирпе тытăклă этем евĕр, пĕр минренĕ шухăшна пур çĕрте те палăртма..: "Горная Сторона стала огромным военным лагерем - Чувашией (Герберштейн) - по названию военного сословия. Чавуши - чуваши ,должность в армии Турции и Крыма получает широкое распространение в Казанском Ханстве во времена Сахиб -Гирея и Сафа-Гирея", Çитменнине тата, ху та малтан çыран..: "Чуваши на этих "присурских" землях появились лишь во времена Казанского Ханства в 15-16 веках". Çапла.., Чăваш (нимĕнле "чавуш" па çыханман) сăмах 15 ĕмертех пулнă, тень тата та маларах. Анчах "Чăвашсен кĕнекине ĕне çисе янă евĕр", чăвашсем çинчен 1469çулсенче Ибрагим переписĕ, тата Лызлов асăннă хутсем çухалнă (е юри пĕтернĕ)... Ан пул - ЧАВĂШ (кривой/косой), пул тÿрĕ/тĕрĕс ЧĂВАШ.
| |
Agabazar // 1273.25.2295
2020.02.14 13:18 | |
Эпĕ урăххинчен хăрап.
Чăвашла ача сачĕсем талккăшпех лартса тултарăпăр-ха та, анчах та вырăслисем пирки те манас марччĕ. Вырăсла витерекен ача сачĕсем, темиçе штук та пулин, пулмаллах. Паллах, вырăссем пурăнакан çĕрте. Вăт çавăн пирки манас марччĕ. Вăт çакă çав тери пуçа çĕмĕрет. Анчах та вырăсла витерекен ача сачĕсенче те, — çула май тенĕ пек, — чăваш чĕлхине пурпĕрех вĕрентмелле. Вăт çавнашкал уйрăм курăм. Атту кунта тек Микулан уйрăм курăмĕсене çеç мала кăларса тăратаççĕ. Акапасарăн уйрăм курăмне те, кăштах та пулин, шута илĕр-ха! Тархасшăн, шута илĕр! Туринке! Чăваш вăл — пăлхар! Çак япаларан пĕр шит те, мĕр миллиметр та ан чак! Тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ майпа кам мĕнле ят пани нимех те пĕлтермест! | |
Мила.Ника // 2714.1.0322
2020.02.15 00:31 | |
Катек, ăçти сăмах. Пирен ял Виç Катек, пурĕ пĕрле таврара çичĕ Катек. | |
Мила.Ника // 2714.1.0322
2020.02.15 00:36 | |
Тепĕр майлă Энĕшкассы Виç Катек теççĕ ваттисем. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.02.15 09:36 | |
Микула хӑех пӗлет пулӗ " хӑҫан ӑҫта мӗн каламаллине", садиксем те истори пирки те? Кунта пӗрисем Микула вӗсенчен те ӑслӑрах пуласран хӑраҫ пулмалла ? Микула ҫырнин сӑслтавӗсем пирки шутласшӑн та мар . Сӑлтавӗ мӗнре ? Сӑлтавӗ -ҫыракансем ҫуккинче.Ку енпе тӑрӑшакансем пур пулсан тен Микула сирӗн пек ӑслисене чӑрмантармӗччӗ те пулӗ ? Ҫук ҫав,ҫук. Пӗтӗмӗшле,анлӑн та тарӑн чӑвашӑн историне тӗпчекен ҫук халӗ. Историкӗсем пур, анчах та совет саманинчи калӑпӗсенчен тухаймаҫҫӗ. Паллах Микулан ӗҫӗ академиксене вӗрентесси мар, Микула сире "ытларах шутлӑр" тет кӑна. Садиксем пирки . Шупашкарта чӑвашла та ӳстермелли (воспитание на чувашском языке) ача сачӗсем уҫӑлма пуҫличченех Микула сире кун пирки аса илтерсе тӑрӗ. | |
Agabazar // 1522.85.7901
2020.02.15 11:04 | |
"Чăвашла та...." тесе йкĕлтесе ан тăр Микула. "Ытларах шутлăр..." тесе йĕкĕлтеме те кирлĕ мар. Ытлашши иртĕнсе кайнă пурте. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.02.15 11:16 | |
Кетек ятлӑ ялсем ытти ҫӗртре те чылай . Чӑвашла та ҫармӑсла та "пысӑккин пайӗ" тесе ӑнланмалла. Сӑмахран каласан, Канаш ят "канлӗ вырӑн" тени пулать. Тарӑн ят та пур чух (глубокий ) пулмаҫ. Мочарсен чӗлхинче те чӑвашсен те "пысӑк ҫурт" ,"башня" .Турун тесе ҫар пуҫӗсене те каланӗ. Пирӗн ӑсчахсем ,именсе, юратаҫ ку ҫармӑссен,ку тата тутарсен ,тата ытисен тесе ҫырма,анчах та ытларах чух чӑваш чӗлхипе усӑ курсах тупсӑмне палӑртма пулать. |