Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Васильевсем хӑйсен хушамачӗсенчен «тараҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2018 13:2310932 хут пӑхнӑ

Пӗрре пӑхсан, Васильев хушамат пӗрре те япӑх мар пек. Вӑл хушаматпа пурӑнакансем чӑвашсем хушшинче сахал мар. Паллах, Ивановсем тата та ытларах. Ак, сӑмахран, нумай пулмасть Иванова министра лартрӗҫ тесе пӗлтерсен ман ыйту ҫуралчӗ: киввине е урӑххине? Чулхулара ӗҫленӗ чухне пӗрре пай ертӳҫи те манран ыйтсаччӗ: «Сирӗн унта пурте Иванов хушаматлӑ-им?» Мӗншӗн? Ара, Шупашкарти пирӗн уйрӑмра ӗҫлекенсен йышне курнӑ та... Унта вара пӗр пилӗк хушамат Иванов пулнӑччӗ пулас.

Ҫакнашкал лару-тӑрӑва пулах ӗнтӗ пирӗн ҫыравҫӑсем чылай чухне псевдоним йышӑнаҫҫӗ. Чылай Яковлев хушаматлӑ ҫынна, сӑмахран, эпир пач урӑх ятсемпе пӗлетпӗр. Тӗслӗхрен, Иван Салампекӑн чӑн хушамачӗ Яковлев пулнине нумай пулмасть ҫеҫ пӗлтӗм.

Малтан хушаматсем мӗнле ҫыртарасси кӑсӑклӑрах пулнӑ пулас. Халь вӑл ашшӗ хушамачӗпе (ытларах чухне) пырать, малтан вара урӑхларах йӗрке пулнӑ. Ман хамӑн хушамат, сӑмахран, Плотников. Аттен хушамачӗпе. Апин — Степанова. Аттен хушамачӗ пирки калас пулсан вӑл ҫаплипех куҫса пынӑ пулас. Ни асатте, ни атте хӑй платник пулман. Апи хушамачӗ вара ашшӗ ятӗнчен. Кукаҫи ман Ҫтаппан пулнӑ та вара хӗрне те Степанова Лидия Степановна тесе ҫыртарнӑ пулас. Кукаҫин хушаматне, шел те, тӳрех калаймастӑп. Ҫапла май ӑру хыҫҫӑн ӑру тӗрлӗрех хушаматпа ҫӳренӗ.

Паянхи саккунсем ҫыннӑн хушаматне ҫеҫ мар, ятне те улӑштарма май параҫҫӗ. Вӑл ҫеҫ мар, ашшӗ ятне те чиперех урӑххине йышӑнма пулать — сӑмахран, Иванович пулас килмесен 2000 тенкӗ тӳле те сана темиҫе кун хушшинче урӑх ашшӗ ятне ҫырса хураҫҫӗ. Паспорт улӑштармалла та — ҫӗнӗ ҫын пулса тӑрӑн.

Ӗнер Никита Васильев та хӑйӗн хушаматне улӑштарни пирки пӗлтерчӗ. Текех пирӗн паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Васильев мар, Тӗнче хушаматлӑ пулӗ. Никита Тӗнче (хут ҫинче, темшӗн Тенче ҫырса хунӑ-ха...).

Чӑвашлӑх тӗнчинчи ҫынсене сӑнанӑ май мана ку питӗ кӑсӑклантарса ячӗ. Хушаматсене улӑштаракансен йышӗнче Васильевсем питӗ нумай. Эпир пурте паллакан ҫынсем хушшинче унччен Владимир Болгарский пурччӗ, кайран чӑвашлӑх анинче Суварин хушамачӗ тухрӗ. Ак халь ӗнтӗ тепӗр хушамат ҫуралчӗ — Тӗнче. Вӗсене пӗрлештерекенни — пурте вӗсем маларах Васильев хушаматпа ҫӳренӗ: Владимир Васильев, Андрей Васильев тата Никита Васильев. Ивановсем те, Николаевсем те, тата ытти анлӑ сарӑлнӑ хушаматлӑ ҫынсем чӑвашлӑх анинче сахал мар, анчах шӑп та лӑп Васильевсем хӑйсен хушамачӗсенчен «тараҫҫӗ», хӑйсене валли индивидуаллӑхне палӑртаканнине суйлаҫҫӗ.

Ятра-хушаматра чӑвашлӑха палӑртни час-часах тӗл пулать. Юлашки вӑхӑтра, сӑмахран, чӑвашла хушма ятсем йышӑнасси йӑлана кӗчӗ. Ачасене чӑвашла ят парасси темшӗн вӑй илеймест (ман шутпа питӗ сахал), хушма чӑваш ят илесси вара ку тӗлӗшрен вӑйлӑрах палӑрчӗ. Мӗншӗннине те палӑртма йывӑр мар пулӗ. Ята тем тесен те ашшӗ-амӑшӗ парать. Ачи ҫитӗнсен кам пулассине ниепле те пӗлме май ҫук. Ӳссе ҫитсен вара чылайӑшӗ тӑна кӗрет, хӑйӗн чӑвашлӑхне палӑртасшӑн пулса тӑрать. Ҫапла Илтимерсемпе Аҫтахарсем, Юмансемпе Алпарухсем йышланаҫҫӗ. Чӑн ята улӑштарма ҫавах та ҫӑмӑл мар: ӑна тем тесен те ют ҫын мар, тӑван атте-анне панӑ-ҫке! Ҫавӑнпа та хушма ятсем вӑйра. Хӑш-пӗр ҫыннисен хушма чӑваш ячӗсене ҫеҫ пӗлетӗн, чӑн ятне хутшӑннӑ чухне аса та илместӗн.

Паллах, хушаматсене улӑштарнине япӑх хак пама май ҫук. Саккун чармасть пулсан — ку кашни ҫыннӑн хӑйӗн ирӗкӗ. Эпир ӑна ҫакӑншӑн хурлама пултараймастпӑр. Хушаматсен расналӑхӗ ӳсни, ҫӗнӗ хушамат чӑвашлӑхпа кӑсӑклантарма май пани — лайӑх енсем тесе шутлатӑп.

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Владимир Болгарский, Андрей Суварин, Никита Тӗнче

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимĕр Акташ // 2044.26.3461
2018.05.19 15:25
Тата "чăваш" хушаматсем: александров, алексеев, борисов, григорьев, данилов, константинов, михайлов, николаев, петров,
сидоров, тимофеев, филиппов...
Тата "чăваш" "Василий Ивановичсен" çинчен, астăватăп, Сбоев, Юман Мĕтри (Петров) çырнăччĕ.
Май пулсан, çак ĕлĕк пупсем вăйпа панă хушаматсене улăштармаллаччĕ.
Тимĕр Акташ // 2044.26.3461
2018.05.19 18:30
Тата Никитинсем, Трофимовсем, т.ы.те.
Микула // 9259.3.8429
2018.05.20 05:13
Юман чăвашла ят ? Айдар чăвашла ят пулмаç ? Тахçанхи истори хучĕсенче сыхланса юлнă ячĕсенче чăвашсен " юмансем" пулман. Ячĕсем ытларах мусульман тĕнĕпе çыхăннă пулнă. Пабыка Китов, Айдар, Алдеяр Агичев, Адар (Айдар) Юнин, Тотай Чорачиков, Бекяй (Бинай) Аксарин «стоварыщи» (т.е. со своими людьми). Чăвашсен ячĕсем çавăн пек пулнă. Кайранхи "языческие " имена тенин ытларах пайне шутласа кăларнă .
2018.05.20 07:01
Микула, Нарспи, Илемпи, Сарпи чăваш ячĕсене ăçта хăваратăн çĕтсе? Тĕрĕс Айдар чăваш ячĕ мар. Тата çакна та калас килет: пур тĕрĕк халапĕсенче хура хĕр, хура каччă теççĕ, чăвашсен вара сарă хĕр, пике , сарă каччă. Ку мĕскерпе çыхăннă? Хушамат улăштарни вара: кашнийĕн хăйĕн сăлтав пур, тата хушамат капăрлатмасть этеме, этем капăрлатать хушамата. Анчах та çакăн йышши тĕслĕх те пур пирĕн патшалăхра: военный лётчик Дудаев, Воронеж тăрăхĕнчен, тивĕçет герой наградăна, анчах та Джохар Дудаев сы вă пулнăран памаççĕ. Вăт çавнашкал пирĕн патшалăхра
Микула // 9259.3.8429
2018.05.20 15:29
Айдар чăвашла ят мар тет . Кам каланă сире ун пирки ? Чăваш вăл пуринчен те уйрăм халăх пулнă ? Тĕнĕ те тĕнчере ун пекки пулман ? Ун пек нихăçан та пулман .

Айдар та чăвашла ят, Федоров та Сидоров та чăвашла хушаматсемех. Чăваша Сванидзе хушамат парсан та чăваш тени чăвашах юлать.
2018.05.20 17:58
Микула, Айдар хăш енчен чăваш ячĕ пултăр? Пулать ĕнтĕ мода хыççăн кайса Барак ят памашкăн та. Анчах та чăн чăваш ячĕ пулас çук. Тĕнĕ язычество пурин те пулнă, кун пирки сăмах та çук, анчах ытти пурте от лукавого. Чăваш историне тĕпчеместĕр эсир, хăвăр çĕнĕрхут çырас тетĕр, анчах та аваллăх кашни шăтăкран уççăн палăрать. Кирлĕ мар çĕнĕ истори çырма

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем