Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Пурне те ӑнланмалла е хамӑрла?

Аçтахар Плотников21.02.2018 18:2812876 хут пӑхнӑ

Паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявлать.

Кунталӑкра (календарьте) ҫакнашкал уяв пуррине халӑх пӗлсех каймастчӗ. Чӑваш чӗлхин уявӗ тесен акан 25-мӗшне аса илетчӗҫ. Чӗлхе пирки калаҫма, унӑн йывӑрлӑхӗсене сӳтсе явма халӑхӑн ҫав кун кӑначчӗ. Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ те пурри пирки пӗлсех каймастчӗҫ.

Ҫавах та юлашки ҫулсенче ку уяв пӗлтерӗшӗ ӳссе те ӳссе пырать. Ҫулран ҫул ӑна анлӑрах та анлӑрах паллӑ тӑваҫҫӗ. Гуманитари институчӗпе вӗренӳ заведенийӗсенче уява халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Тепӗр май каласан, пирӗн тӑван чӗлхен шӑпи халӑха вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пӑшӑрхантарма пуҫлани курӑнать.

Паллах, Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫак куна хӑйне май палӑртмасӑр ирттерсе яма пултараймасть. Ҫавӑнпа та эпир паян пӗр ыйту ҫӗклесшӗн. Вӑл вырӑсла калаҫассипе, тӗрлӗ мероприятисенче сӑмах каланӑ чухне вырӑс чӗлхи ҫине куҫнипе ҫыхӑннӑ. Ытларах чухне вӗсем ҫакна «пурне те ӑнланма пултӑр» тенипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вырӑсла куҫнӑ чухне те малтан кун пирки асӑнса та хӑвараҫҫӗ.

Ман шутпа ҫакӑ чӑваш халӑх культурин, уйрӑмах унӑн чӗлхин, чи хӑрушӑ чирӗсенчен пӗри. Сире аса илтерме те кирлӗ мар, халӑхра ҫапла пулӑм анлӑ сарӑлнӑ: вунӑ чӑваш пухӑннӑ вырӑна пӗр вырӑс килсе тӑрсан пурте вырӑс чӗлхи ҫине куҫаҫҫӗ. Мӗншӗн? Ара, мӗн калаҫнине пурте ӑнланччӑр теҫҫӗ…

Ку япала йӗркеллӗ-и? Лайӑх пек. Ара, пурте ӑнланмалла калаҫсан ҫакӑ пурне те хисеплени пек пулса тухмасть-и? Пурте калаҫӑва хутшӑнайраҫҫӗ, пурте мӗн каланине ӑнланайраҫҫӗ. Вырӑсӗ, чӑвашла пӗлменскер, хӑйне ухмах пек туймасть.

Анчах ку тепӗр пысӑк ыйту ҫуратать. Пурте ӑнланччӑр тесе вырӑсла кӑна калаҫас пулсан хӑҫан вара чӑвашла пуплемелле? Республика пирӗн пӗчӗк пулсан та, кунта нумай-нумай халӑх пурӑнать. Чӑвашӗсем йышӗпе утмӑл ытла процент йышӑнаҫҫӗ тейӗпӗр, анчах та чӑваш маррисен йышӗ те пӗчӗк мар. Вунӑ ҫын хушшинче сахалтан та пӗр виҫӗ ҫын урӑх халӑх ҫынни пулатех. Тепӗр май каласан — калаҫакансен йышӗнче чӑвашсем кӑна пуласси сайра хутра кӑна пулма пултарать. Ку принципа тӗпе хурсан ытларах чухне вырӑсла ҫеҫ калаҫма тивӗ.

Чӑвашла вара... Ҫӳлерех асӑннӑ тӗслӗхре леш, хайхи, вырӑсне кутран тапса хӑваласа ярсан кӑна май пур. Сӑмах май, ку ҫулпа чеченсем кайрӗҫ пулас. Вӗсен республикинче халь вырӑссен пайӗ питӗ сахал, ҫавна май чӗлхе проблеми те ҫук темелле. Пирӗн вара мӗн тумалла? Вырӑса тухмалла-шим? Ялан вырӑсла кӑна калаҫа-калаҫа, тӑван чӗлхепе усӑ курас майӗ хутран-ситрен кӑна лекнӗ чухне, паллах, вырӑса тухатӑн, тӑван халӑх чӗлхине манса каятӑн. Кӑна эпир паянхи кун питӗ лайӑх куратпӑр. Вырӑсланса пынин тӗп сӑлтавӗ «чӑвашран тарасчӗ» текенни мар, «пурте вырӑсла-тӑк, хам ачана та вырӑсла ӳстерӗп» текенни.

Паллах, вырӑс чӗлхи кирлӗ. Енчен те ытти патшалӑхсемшӗн «тӗнчене тухма» май паракан чӗлхе акӑлчан чӗлхи пулса тӑрать пулсан, Раҫҫей Федерацийӗн лаптӑкӗнче пурӑнакансемшӗн унашкалли — вырӑс чӗлхи. Хамӑр культурӑна тӗнче шайне кӑларас тесен калӑпӑр, тӗпчевсене чӑвашла кӑна мар, вырӑсла та хатӗрлемелле. Ҫак тӗллевпех ӗнтӗ «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа тухакан кӗнекесене малашне икӗ чӗлхепе кӑларма пуҫлӗҫ. Чи малтан салтак юррисене ҫапла хатӗрлӗҫ. Чӑваш юррисемпе чӑвашла ҫеҫ мар, тӳрех вырӑсла та паллашма май пулӗ. Чӑвашӗсем кӑна мар, вырӑсла пӗлекен ытти халӑхсем те пирӗн культурӑна «тутанса» пӑхма пултарӗҫ.

Чӑвашла та вырӑсла та пӗр тан усӑ курма май пур-ши? Ман шутпа, паллах, пулать. Пирӗн республикӑра та, тулашра та, чӑвашсемпе ытти халӑхсем хутӑш пурӑнакан вырӑнсем ҫук мар. Хӑш-пӗр ялсенче чӑвашӗсемпе ирҫисем, чӑвашӗсемпе тутарӗсем ҫумма ҫуммӑнах пурӑнаҫҫӗ. Чӑвашӗ тутарла пӗлет, тутарӗ — чӑвашла. Чӑвашӗ ирҫелле пӗлет, ирҫи — чӑвашла. Ҫавна май унашкал ялсемпе тӑрӑхсенче мӗнле чӗлхепе калаҫас текен ыйту та тӑмасть. Чӑвашӗ патне ирҫи хӑнана килсен чӑвашла калаҫать, чӑвашӗ ун патне кайсан — ирҫелле. Икӗ чӗлхи те пӗр тан. Нихӑшӗ те тепӗрне «ҫисе» ямасть, нихӑшӗ те тепӗрне пӗтермест. Мӗншӗн? Сӑлтавӗ кунта — кашни халӑхӗ тепӗрне хисепленинче. Иккӗшӗ те пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ пулсан вӗсенчен нихӑшӗ те хӑйне мӑнна хурса «эп хам чӗлхене кӑна пӗлетӗп» тесе хӑйӗн чӗлхипе кӑна калаҫтармасть.

Паллах, пӗри хӑйне мӑнна хурать пулсан вӗсен хушшинчи пӗртанлӑх тепри те хӑйне мӑнна хурсан кӑна пулайрать. Пӗри «эп хам чӗлхепе кӑна калаҫатӑп» тет пулсан, тепри те ӑна ҫавнашкалах хуравласан калаҫу йӗркелеме вӗсен ҫавах пӗр-пӗрин чӗлхине вӗренесех пулать. Апла-тӑк, паянхи пирӗн пурнӑҫра вырӑс чӗлхи хуҫаланнинче хамӑр айӑп та пур — эпир хамӑра тивӗҫлӗн кӑтартайманни курӑнать: вунӑ чӑваш хушшинче пӗр вырӑс кӗрсе тӑрсан «эпир те санашкал ҫынсемех, сана пула кӑна вырӑс чӗлхи ҫине куҫмастпӑр. Ӑнланас килсен — вӗрен» тесе калама хӑюлӑх ҫитерейместпӗр.

Пӗтӗмлетсен ҫапла калӑп: халӑх пек сыхланса юлас тесен, тӑван чӗлхене упраса хӑварас тесен пухусемпе мероприятисенче пирӗн тем тесен та хамӑрла калаҫма тӑрӑшмалла, хамӑр тӑван чӗлхепе. «Пурне те ӑнланмалла пултӑр» текен принципран пӑрӑнма вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ. Калаҫу мӗн пирки пынине пӗлес текенни вӑл вӗренӗ. Вӗренме унӑн сӑлтавӗ те пулӗ.

Тепӗр тесен пирӗн культура ытти халӑхсемшӗн кӑсӑклӑ пулсан кӑна интереслентерме пултарӗ. Кӑсӑклӑ пулсан вырӑсла е акӑлчанла куҫарса памасӑрах тӗпчеме пуҫлӗҫ. Турккӑсем чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланаҫҫӗ-ҫке. Вӗсен кӑсӑкланӑвӗ тем тесен те вырӑсла куҫарса панинчен мар пуҫланнӑ.

Ҫавӑнпа та вӑйлӑ пулар! Хамӑра ытти халӑхсенчен катӑкрах тесе шухӑшлама пӑрахар!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 9749-4061
2018.02.21 21:09
Agabazar
Ĕнтĕ кунта чăвашла статьясем çыраканнисем те пĕртен-пĕр Астахар Хоспочын çеç юлчĕ пулмалла. Ыттисем, Станьялтан пуçласа NN таран, пурте вырăсла шарлантараççĕ. Ну, Станьялăн чăвашла çырнисем те пур ĕнтĕ.
Agabazar // 9749-4061
2018.02.21 21:12
Agabazar
"Пурте чăвашла пĕлмеççĕ" тенине иккĕлле ăнланма пулать.

Апла ан пултăр тесен "Чăвашла пурте мар пĕлеççĕ" тесен аван. Урăхларах вариантсем те пур.
Тимĕр Акташ // 2581.93.5174
2018.02.21 22:29
Астахарпа килешмеллех. Елек (мана 1958-1968) Шупашкарти шкулсенче ачасене вырасла кана верентрес. Пухусем те вырасла кана ирттерчес. Шупашкарти хулари сынсем чавашсене йекелтерес. Перестройка чух (1988-1991) кана шупашкарти чавашесем пуссене секлерес. Чавашсен пухусенче, урамра, транспортра таван челхепе каласма пусларес. Эпир хаюлларах пулма пуслармар. Словарьсем, курссем, хасат-журнал, радиопа ТВ тарах, йахташсемпе каласса, таван челхене веренме пусларамар...
Анчах, нумай хулари чавашесем чавашла пелмессе. Весене чертме малтан вырас челхе уса курса та чавашлаха явастарас тивет... Паллах, чаваш челхе уса курса, таван халах челхе патне майепен сывхартса...
2018.02.22 04:40
Таисия Ташней
Тăван ывăл-хĕрĕпе чăваш ашшĕ-амăшĕ тата мĕн тесе вырăсла калаçать-ши? Хула шкулне е садикне çÿреме кирлĕ тесе вĕрентчĕр-ха вырăс чĕлхине, анчах вĕренсе çитнĕ хыççăн мĕн ячĕпе вĕсемпе килте тата урамра вырăсла пуплемелле-ши? Е ун пеккисем хăйсен ачисем ытла та тăмсай, ăша ик чĕлхе харăс илмелĕх ăсĕ те вĕсен çук тесе шухăшлаççĕ-ши?
<br> Хамăртан, хамăр килте епле тытнинчен нумай килет. Мирун Тольлисемпе Аçтахар Плотников пеккисем чăваш чĕлхи хыçне пĕркенсе вăрттăн-хыттăн никама та çыртмаççĕ, митинга та тухмаççĕ, хăйсен ĕçне шăппăн, çынна усал тумасăр тăваççĕ. Чăваш юнĕллĕ мĕнпур этем çапла пурăнсан çеç тăван чĕлхемĕре упраса хăварма тата аталантарма май килĕ тесе шухăшлатăп эпĕ.
<br> "Чăвашла калаçасчĕ", - тесе çынна каласа ларса хамăр ачамăрсене тăван чĕлхене вĕрентменни, вĕсемпе ют чĕлхепе пакăлтатни демагоги çеç.
Agabazar // 1085.33.0125
2018.02.22 08:28
Agabazar
Ашшĕ-амăшĕ тăван ывăлĕ-хĕрĕпе вырăсла калаçма тăрăшни — паян-ĕнер пуçланнă япала мар. Кунашкал стереотип тахçанах çирĕпленнĕ. Çапла пултăр тесе патшалăхпа çыхăннă мĕнпÿр тытăмсем те тар кăларса ĕçленĕ. Çав стереотипа аркатма ай-хай çăмăл мар.
Паллă ĕнтĕ, ниме пăхмасăр çĕнĕ çул-йĕрпе пырас пулать. Урăхла май çук. Урăхла çул-йĕр тамăк патнелле çеç илсе пыма пултарать.
"Обиды не страшась, не требуя венца..." ©

Ыйту кунта ансат. Çав тери ансат! Вĕлерсе ярасла ансат! Калаçсан — чăваш чĕлхи пур. Калаçмасан — çук.
<br>
2018.02.22 10:55
Аçтахар Плотников
Ман пӗр юлташ чӗлхе проблеми пирки калаҫу пуҫлансан ҫапла калать: чӑваш чӗлхи пирки мар калаҫас пулать, чӑваш чӗлхипе усӑ курас пулать.
Agabazar // 1085.33.0125
2018.02.22 15:47
Agabazar
Калаçмалла. Анчах пĕччен тăпсакайĕнче калаçнипе çеç усси сахал.
Нумайăн тата нумай калаçмалла. Мĕн чухлĕ нумайрах — çавăн чухлĕ лайăхрах. Лайăххин вара вĕçĕ-хĕрри çук. Халăх çинче калаçмалла. Çынсем хушшинче калаçмала. Ирĕклĕн калаçмалла.
Çапла пултăр тесен, паллах, малсăлтавсем, умсăлтавсем кирлĕ.

Хăйне хай нимĕн те пулмасть. Хамăртан пиçмест, хамăр начар текелесе ларни — ĕç мар.
Атнер // 1726.84.3785
2018.02.26 14:46
Тӗрӗс.Пустуй ачасемпе килте калаҫса лармалла мар.Ҫуралсанах вӗсене вырӑсла кӑна вӗрентмелле.Чӑвашла вара кайран садикре вӗрентчӗр чиновниксем.Каярахпа шкултан ыйтма пулать.а килте ухмах та вӗрентме пултарать.
Agabazar // 1702.75.3746
2018.02.27 14:31
Agabazar
Атнер Хоспочын,
кунта юри провокацилесе ан лар.
Калăн, эсĕ, Шупашкарта пурăнсах, пĕр кĕтÿ куллен чăвашла калаçса çÿрекен ача-пăчă ÿстернĕ!
Акă челевисăрпа (823-мĕш кнопка) Елена Османован концертне куртăм. Сцена çине ăна саламлама мăнукĕ тухрĕ.
Шарлантарса вырăсла саламлама тытăнчĕ. Вара эсĕр, Атнер, мĕн каласшăн кунпа? Чăвашла калаçма пултарайман мăнук çитĕнтернĕшĕн Елена Османована персе пăрахмалла тесшĕн-и?
Мĕншĕн-ха кун пек пулса пырать?
Çамрăк ача сцена çине тухса калаçни пирки кунта. Кулленхи калаçу пирки мар. Анчах та сцена çине тухса ячĕшен те пулин пĕр-ик сăмах чăвашла калайман çын, паллах, кулленхи пурнăçра та çаплах. Ку — айвана та паллă.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем