Тимĕр Акташ // 3466.11.0422
2018.01.13 19:09 | |
Питĕ пĕлтерĕшлĕ статья, сĕнÿ! Питĕ кăсăк! Анчах, кам çак ĕçне тăвать? Пур-и халь çакăн пек ăслă, ятарлă аслă филологийĕ пĕлÿ илнĕ, хастар чăвашсем? Чăн-чăн чăваш патриочĕсем? Кам вĕсене ĕç укçи тÿлĕ? Чăваш патшалăх гуманитарийĕн ăслăлăх институчĕн ĕçченĕсем? Мĕнле чăваш чĕлхеçĕсем шутлаççĕ? | |
Базиль Кириллов // 3365.59.9415
2018.01.14 02:55 | |
Хузангая хушмалла, вӑл араб графикине чухлать. Гуманитари институчӗ унпа договор тусан аван пулмалла, | |
Agabazar // 1473.12.1978
2018.01.14 11:47 | |
Никам та хатĕр пĕлÿпе çуралмасть.
Енчен те çын араб графикине чухламасть пулсан, вăл ăна ятарласа вĕренме пултарать. Кам чарать вĕренме? 1990-мĕш çулсенче пайтах çын филологи ăславĕсен кандидачĕ пулса тăнă. Вăл шутра чăваш чĕлхине тĕпчесе те. Паян мĕн тăваççĕ çав çынсем? Эп ăнланнă тăрăх, ĕçсĕр лараççĕ е урăх енĕпе ĕçлеççĕ.Наука тени çавнашкал япала: чăннипе унта тăрăшма никамшăн та чару çук. Ав, Кĕркури Перельман Интернетра тем çут тĕнчене кăларнă та, талккăшпех паллă пулса тăнă. Кĕсъе тулли дипломсем пурри ĕçе вырнаçнă чухне кирлĕ пуль-ха ĕнтĕ, анчах та кирек кам та чылай чухне результат кăтартма пултарать. Е — пултараймасть. Результат пур-тăк — эс профессионал. Результат çук пулсан — профессионал мар. А дипломусене кун пек чухне КШ-не чиксе хур, иçмасса! | |
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.14 17:52 | |
Акапасарăн киревсĕр ĕçне асăрхакан çук пулмалла. Кулса ,мăшкласа вăл ПУЛХĂР тесе çырнă. Закиевран та кунта нимĕн те туртса килме кирлĕ мар. Ун пек историк çук. | |
Agabazar // 4232.26.5086
2018.01.14 23:32 | |
Ялтан мар, чăннипе Кремĕл таврашĕнчен килнĕ Хоспочын,
сÿпĕлтетсе лариччен тыт та асăннă сăмахсара ăстала. Ытти енчен нимле те "чышма" çук та, çак япалана туртса кăларчĕ аптранă енне. Тÿрех паллă, çинунсемпе алаттарсен камандинчи çын. Вăтăрмĕш, çирĕммĕш çулсенче пурте тенĕ пекех пулхăр тесе çырнă: Петĕр Хусанкай та, Митта Ваçлейĕ те .... Çапла халлĕнех çавнашкал хурăмпа вĕсен вилĕмсĕр хайлавĕсене ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă. Пулхăр чĕлхи тенĕ, Дунайçи пăлхарсен чĕлхипе пăтраштарас мар тесе. Ăславра ку, пăтрашуран пăрăннни, питĕ хытă пĕлтерĕшлĕ. | |
Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.15 05:32 | |
Чăваш Ен вырăнне Чăваш Ĕн тесе çырнă пекех пулса тухать. Хăр тенине "засохни " тесе ăнланмалла ? Пулнă та хăрнă? Пулхар е пулкар харăс пул е пĕрле пул (патшалăх пĕльтерĕшлĕ).Çавăнтан хăрать Акапасар? | |
Илле // 1542.67.9238
2018.01.15 10:40 | |
Маттур чăваш Иван Юркин чăвашсен чи малтанхи хаçатне те "Пулхăр" ятпа кăларасшăн пулнă. Шел, вăй çитереймен. |