Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫинҫе е Иван Купала?

Аçтахар Плотников07.07.2015 22:3816761 хут пӑхнӑ

Хайхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ачасем Иван-Капала каҫне уявланӑ пулать. Ку вара чӑваш культури пӗтсе пынине кӑтартакан паллӑ пулни пӗрре те иккӗленӳллӗ мар. Мӗншӗн-ха ҫав ачасенех Ҫинҫе уявне уявлас мар? Мӗншӗн Иван-купала? Ҫатракасси ялӗнче вырӑс ачисем пурӑнмаҫҫӗ вӗт, чӑваш ачисемех. Иван Купала уявӗ чӑвашсемпе мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ма чан ҫапмасть ЧНК? Ӑҫта «Хыпар»? (Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан тӳре-шарана асӑнас та килмест...) Чӑн та ҫапларах ыйту ҫине ыйту ҫуралать.

Тӗрӗссипе кунти ыйтусем вулавӑш ӗҫченӗсене пырса тивӗҫҫӗ — уявне вӗсем йӗркеленӗ-ҫке. Мӗншӗн вӗсен пуҫне «Иван Купала каҫӗ» пырса кӗни те вӑрттӑнлӑх мар пуль. Сӑлтавӗ — вӑл уяв пирки халӑх ытларах пӗлет. Пирӗн пурнӑҫа телекурав ярса илнӗ пирки вырӑс культури ҫинчен эпир пурте тенӗ пекех сахал мар пӗлетпӗр. Чӑвашӑн йӑли-йӗрки пирки вара сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Ак, пӗр пӗлӗш хӗре тӗслӗх пек илсе кӑтартма пулать (йӑмӑк упӑшкин йӑмӑкӗ). Вӑл хӑйӗн ушкӑнне, ҫулӑмпа тӗрлӗ номерсем хатӗрлесе кӑтартаканне, вырӑс туррин ятне панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ чӑваш. Хӑй те чӑваш. Анчах чӑваш йӑли-йӗрки пирки пач илтменрен уншӑн вырӑс вут-ҫулӑм турри ҫывӑхрах пулса тӑнӑ...

Юрать, Акатуйӗ хӑлхаран тухмасть, анчах «Ҫинҫе» текен уявсем пирки пи-и-итӗ сахал чӑваш пӗлет. Вулавӑшри кӗнекесене илес пулсан та, пӗлсех тӑратӑп, Иван-Купала пирки ҫырнисем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракассинче ытларах. Тен, Ҫинҫе пирки каласа паракансем те пур пуль те, анчах вулавӑш ӗҫченӗ вӗсене шаларах пытарса хунӑ пулинех…

«Хыпар»-тан тата ЧНК-ран ыйтиччен ҫак уяв пирки малтан хамӑртан пуҫлас терӗм. Ҫапла вара ятарласа Ҫинҫе уявӑн страницине ҫырса тултартӑм — вулаччӑр, пӗлччӗр. Кунта ман Владислав Николаевӑн «Асамат & Шевле» журналне ырӑпа асӑнас килет. Пӗлтӗрхи 7-мӗш номерне вӑл шӑп та лӑп ҫак уяв статьипе пуҫланӑ иккен. Кӗскен пулин те уяв пирки туллин ҫырса кӑтартнӑ. Шел, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫак журнала сахал ҫырӑнса илеҫҫӗ пулас...

Ҫинҫе уявӗ вара чӑваш йӑли-йӗркинче уйрӑм вырӑн йышӑнать тесен те йӑнӑш мар. Вӑл — канмалли уяв. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна йраш шӑркана ларсан уявлама пуҫланӑ. 12 кун тӑршшӗ тӑсӑлнӑ вӑл. Уяв вӑхӑтӗнче ҫӗр чавма, ҫум ҫумлама, шӑтӑк алтма юраман. Кану вӑхӑчӗ пулнӑ вӑл — малалла утӑҫи тата вырма пуҫланмалла-ҫке. Шурӑ тум тӑхӑнмалла пулнӑ. Улине тӑхӑнсан ятланӑ, хывтарнӑ та.

Ҫинҫе уявне халӑх пачах та манса кайман. Статья валли информаци шыранӑ май Шупашкарта вӑл уява пӗрре (пӗлтӗр) ирттерни пирки те тупрӑм. Тата 2011 ҫулта Ҫӗмӗрле ачисем ӑна уявлани пирки хыпар пур. Кусем вара ятарласа шурӑ кӗпесемпех тухнӑ.

Тӗрӗссипе, Ҫинҫе йӑли-йеркине хальхи саманара та тытса пыма май пур ӗнтӗ. Ара, икӗ эрне хушши «отпуск» тума кам чарать? Хулара пурӑнакансем унсӑр та ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлемеҫҫӗ, 12 кун ним мар «дачӑна» каймасӑр ирттерме пултараҫҫӗ. Шурӑ тум та тӑхӑнса ҫӳреме йывӑр мар.

 

Ҫинҫе уявне манар мар! Ӑна паянхи саманара ҫӗнӗрен чӗртме вӑхӑт ҫитнӗ!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 04:58
Agabazar

çĕнĕрен йăла кăлармастпăр, кивĕ йăлана пăрахмастпăр!

Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 04:59
Agabazar
ЧНК текеннисем халлĕхе Акапасар "вырсарни шкулĕ" уçса парасса кĕтеççĕ.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем