Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки

Софья Савнеш17.04.2015 20:3632162 хут пӑхнӑ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.

• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.

• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.

• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.

• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.

• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.

• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.

• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.

• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.

• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.

• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.

• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен

• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.

• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.

• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2547.79.6585
2015.05.05 22:49
Agabazar

Сывă пултăр Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарни! Ура! Ура! Ура!

Тимӗр // 4916-2612
2015.05.05 22:51
Акапасар тӗлӗнтерме пӑрахмасть.Ют ҫынна чӑваш мӗн авалтанпах ЭСӖ тенине ку сайтра пурте пӗлеҫҫӗ.Никамах та хирӗҫ мар пулас.Ваше высокоблогородие тееси пулмасть ӗнтӗ пиртен.
Agabazar // 2547.79.6585
2015.05.06 01:00
Agabazar
Вăт тÿрех çакăн пек укерчĕк куç умне тухса тăчĕ:

Таймер текен чăваш Зюганов текен вырăспа тĕл пулнă та лешне çине-çине "ты Зюганов, ты Зюганов, ты Зюганов" тет...

Е тата: Таймер Легостаев прокурорпа калаçать:" Ты, Легостаев, ты Легостаев, ты Легостаев..."

Мĕнле пек ку ÿкерчĕксем?

Паллах кунашкал нĕрсĕр ÿкерчĕксем те Аслă Çентерÿ 70 çуллăхне пăсаймĕç! Ура!
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.06 05:08
Agabazar пиар ҫынниех вара. Нимле ҫветтуй япала та ҫук уншӑн, пӗтӗм сумлӑрах пулӑмпа усӑ курса пиар еннелле туртӑнасшӑн.
Ют Ҫын // 2067.29.4494
2015.05.06 08:16
Ку Agabazar точнӑ Совет системинчен тухнӑ экс-кӑмсамул вожакӗ. Темӑпа ҫыхӑнса мӗнте пулин вырӑнлине ҫырсан аванччӗ.
Атила // 3913.58.4645
2015.05.06 08:47
Акапасар охмаха перет.Ку темӑна тахҫанах хопнӑ.Чӑваш чӑваша пит хисеплесе,йоратса Эс тенӗ.Вырӑсене тата французсене мӗнле ыйтаҫ,ҫавӑнпак каланӑ поль.Акапасар француз мар-и?.
Agabazar // 3835.63.9202
2015.05.06 16:08
Agabazar
Аттила:"...Вырӑсене тата французсене мӗнле ыйтаҫ, çавăн пак кала..."

Чăвашсене те çаплах: Мĕнле ыйтаççĕ — çавăн пек калаççĕ! Мĕншĕн тесен вăл вырăсран та, хрантсусран та, чукчăран те катăкрах, начартарах мар!



Атила:"...Чӑваш чӑваша пит хисеплесе,йоратса Эс тенĕ..."

Вăт эсĕр Атила чăваш, эп те, Акапасар, чăваш. Эп сире шутсăр хисеплесе, юратса "хăвашшист" теем, сăмахран. Е "йĕксĕк" теем (каллех шутсăр юратса тата хисеплесе!). Килĕшнĕ пулаттăр-и эсĕр çакăнпа? Э?

Тепĕр тесен Атила, бор, Таймер е Ют Çын Акапасара "шутсăр хисеплет, юратать"

тенине çапса пăрахсан та ĕненместĕп!

Agabazar // 3835.63.9202
2015.05.06 16:16
Agabazar
Ют Ҫын: <<Ку Agabazar точнӑ Совет системинчен тухнӑ экс-кӑмсамул вожакӗ. Темӑпа ҫыхӑнса мӗнте пулин вырӑнлине ҫырсан аванччӗ.>>

Сирĕн вара кунта темăпа çыхăнни мĕн пур?

"Сывă пултăр Аслă Çĕнтерÿ!" — тенĕ сăпайлăн кăна Акапасар. Темăпа хăш енчен хирĕçлет вăл? "Тĕп пултăр!" темеллеччĕ-им? :-(
Ют Ҫын // 2490.6.7880
2015.05.06 16:40
Юратать тенипе хисеплет тени хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пур. Никам та форумра Agabazar текене юратма сӑмах паман,ҫавӑн пекех Ют Ҫына,Тимӗре,Бора, ... .Тем более,псевдонима. А эсӗ тӳрех "хăвашшист" Е "йĕксĕк" сӑмахсем ҫине куҫса каятӑн. Хӑвӑн характерӗ куштан,ахӑртнех.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.05.06 18:55
"Сывă пултăр Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарни! Ура! Ура! Ура"-ку сӑпайлӑн мар,чунтан мар, иронипе калани. Витӗр курнат мӗнле куласшӑн ҫав Уявпа кӑсӑкланакансенчен. Камит вӗт.

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем