Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5242386 хут пӑхнӑ

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Айван // 2528.00.4208
2015.04.20 13:07
Ҫук,ӗненместӗп. Agabazar ӗ укҫалла илнӗ пулинех. Кун пек калаҫакансем профессор ҫухне те пыраймаҫҫӗ. Профессор текенни по определению СӐПАЙЛӐ ҫын.
Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 15:36
Agabazar
Çак Айван шутсăр сăпайлă та, çавна кура хăйне прахвиссăр туса хурасса кĕтет, шанать пулмалла...
Кĕтсе илеет-ши?

Сас-хура тăрăх, Валери Туркай та шутсăр сăпайлă теççĕ те, пурпĕрех, ав, халь те прахвисăр ята кĕтсе илеймест....

Виталий Родионов "Эп — сăпайлă!" тесе мухтанса çÿремест, апла пулин те тахçанах прахвиссăр.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.20 17:17
Тӗрӗс мар ҫак-"Сас-хура тăрăх, Валери Туркай та шутсăр сăпайлă теççĕ ..". Тем тесен те тӗрӗс мар, эпӗ пулнӑ Каҫал ӗҫченӗсен "землячество" текен Уявра. Район Аксакалӗсем аран чаратчӗ ҫак поэта нумай калаҫасран.
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.20 17:40
Виталий Родионов халӑх профессорӗ.Питӗ юратать чӑваша.Вирьял чӗлхине хисеплет.Сыхласа хорма хошрӗ пере.
Agabazar // 3595.28.0701
2015.04.20 17:41
Agabazar
Нумай калаçни шăпах сăпайлăха пĕлтерет те ĕнтĕ. Каппайчăксем шăп! çÿреме юратаççĕ
Ют Ҫын // 5413.1.0500
2015.04.20 21:00
Ку Agabazar текенни паян пӗр майлӑ,ыран тепӗр майлӑ шаплаттарать. Пӗррехинче-"Каппайчăксем шăп! çÿреме юратаççĕ"-тет, тепрехинче-"сӑпайлисем шăп! çÿреме юратаççĕ"-тет. Чӑвашла пӗлменнии ҫухалса каять. Мӗнле капла,атьсем?
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.21 08:19
В.Родионов профессор,ҫавӑнпа ун статьине Хыпарта вырнаҫтарнӑ.Agabazar халлӗхе профессор мар,ҫавӑнпа ун хайлавӗсем Хыпар хаҫатра ҫук.
Agabazar // 3246.1.1387
2015.04.21 09:41
Agabazar
Профессор пулнăран мар.
Влаçшăн шанчăклă çын шутланнаран. Кунта çав тери пысăк уйрăмлăх. Збигнев Бжезинский те прахвиссăр. Анчах ун статйисене "Хыпарта" нихçан та пичетлес çук.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.21 11:20
Agabazar -"Збигнев Бжезинский те прахвиссăр. Анчах ун статйисене "Хыпарта" нихçан та пичетлес çук" -1.Збигнев нихҫан та Хыпара ҫырмасть-ҫырман статьяна мӗнле вырнаҫтаран?
-2.Ытти хаҫатсенчен перепечатка тусан укҫа тӳлемелле-кирлӗ и Збигневӑн статьи Хыпар вулакансене?.Тӗрӗс,кирлӗ мар,сӑмахран, Agabazar текен прахвиссăра кирлӗ мар.
-3. Збигнев уже вес не имеет в политкругах США, отработанный материал-труха.
Agabazar // 1190.78.0439
2015.04.21 15:44
Agabazar
"...отработанный материал-труха..."

Мĕн, Виталий Родионова "отработанный материал, трухха" теме çук-и? Пулать! Факультетне те, деканатне те сирпĕтрĕç. Хăй те халь тин ĕнтĕ декан мар. Чăваш литературине вĕренекенсен йышĕ çултан-çул хăватлăн чакса пырать. Вĕренекенсен çеç мар, вулакансен йышĕ те! Туннель вĕçĕнче нимĕнле çутă та курăнмасть.

Укçа енне кайсан, Родионовăнне те тÿлевсĕрех пичетлемен пуль-ха? Е тÿлевсĕрех-ши? Эппин Збигнев юлташăнне те тÿлевсĕрех пичетлеме пулать. Унăн вăртахĕсем "Хыпарта" укçа шыраса çÿрес çук-тăр. Тĕнчере вăл çеç-им прахвиссăр? Рамзан Кадыров, ав, прахвиссăр кăна та мар, академик теççĕ...

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем