Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Хыпарта» Виталий Родионовӑн статьине мӗншӗн вырнаҫтарнӑ? Версисем

Аçтахар Плотников25.03.2015 09:5243207 хут пӑхнӑ

Ӗнерхи «Хыпарта» Виталий Родионовӑн «Тăван çирĕ тăванах...» статьине вырнаҫтарнӑ. Унччен Валери Туркая хуравласа ҫырнӑ ҫак статья, аса илтеретпӗр, тӗнче теттелӗнчи «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатӑн чӑвашла версийӗнче кун ҫути курнӑччӗ. «Хыпар» та ӑна пичетлеме хӑват тупни вара халӑха чӑн та ӗнер калаҫтарчӗ теме пулать. Тӗрлӗ версисем ҫуралчӗҫ ҫынсен. Хайхи эп вӗсемпе сире паллаштарасшӑн (хам илтнисемпе).

1. «Хыпар» плюрализм текен япалана малашне ют мар пулӗ. Ку, паллах, лайӑх та ырӑ япала. Тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен статьисене пичетлеме хӑват сахал мар кирлӗ. Уйрӑмах, влаҫ органӗсен шутланакан хаҫатра. Валери Туркайчченхи хаҫатра, Алексей Леонтьев вӑхӑтӗнче, унашкал сас-хурана — «ман статьяна пичетлемеҫҫӗ» текеннине — сахал мар илтнӗ. Ку версийӗн ӗненме йывӑр енӗ «Хыпар» хаҫат влаҫ органӗсен пулнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑра ҫавах та плюрализм валли вӑхӑт ҫитеймен-ха тесе шухӑшлатӑп.

2. Валери Туркая хӑратнӑ. Ку версипе иккен Валери Туркай хӑйӗн статьине хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ пек ҫӳлтен хушнипе мар, чун ыйтнипе ҫырнӑ, хисеплӗ Атнер Хусанкая «вараласа» тӑкнӑ. Апла ун тума юраман имӗш, ҫапла май вара хальхинче ҫӳлтен хушса Виталий Родионовӑн статьине вырнаҫтарнӑ.

3. Статьяна Валери Туркая кӑтартмасӑр вӑрттӑн вырнаҫтарнӑ. Ку версине ӗнентерекенни — Виталий Родионовӑн статьине епле редакциленипе ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» версийӗнче статья «„Хыпар" хаçатра февралĕн 27-мĕшĕнче хаçат тĕп редакторĕн...» пуҫланать. «Хыпарта» вара — «Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫатра пичетленнӗ пӗр статья...». Валери Туркай, пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, уйӑхсен чӑвашла ячӗсене хирӗҫ. Тата статьяна редакцилекенӗ феврале «кӑрлач» тесе ят панӑ…

4. Шӑв-шав ҫӗклесси. Пирӗн сайтра та хальхи вӑхӑтра тӗпрен илсен пӗр Валери Туркай пирки кӑна сӑмахлаҫҫӗ — сӳтсе яваҫҫӗ, «Хыпар» хаҫат редакторӗн хӑтланӑшӗсем тавра пакӑлтатаҫҫӗ. Тепӗр енчен пӑхсан ку лайах та пулӗ — «Хыпара» чӗрӗ хаҫат пек кӑтартать.

Хӑш версийӗ тӗрӗс — Валери Туркайпа «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем кӑна пӗлеҫҫӗ пуль. Е, енчен те ҫӳлтен хушнӑ пулсан — влаҫри ҫынсем. Эсир вара хӑвсамӑра кӑмӑла каяканнине суйлама пултаратӑр. Ку статьяна вырнаҫтарса «Чӑваш халӑх сайчӗ» 4-мӗш версине вӑй хушас тӗллевпе лартать :).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микуль // 4292.84.0894
2015.04.04 06:58
Статьин уйрӑм вырӑнӗсене илсен ытлашши темех ҫырман пек туйӑнать. Пирӗн хӑнӑхмалла ҫивӗҫ статьясене хаҫатра пичетленине. Кашни номерте вӗри стиатьясем пулмалла.Вара дискусси тума юрать.
Agabazar // 1951.70.7101
2015.04.04 13:24
Agabazar
Ăçта темех çырман? Туркай пасквилĕнче е Родионов статйинче? Мĕне "хăнахмалла" пирĕн? Пасквильсене "хăнахмалла"-и?

Родионов статйине илес пулсан, унта "хăнахмалли" нимĕн те çук! Мĕншĕн ăна "Хыпар" пичетлесе кăларнă-ши? — Ак мĕнре ыйту!
Ют Ҫын // 2365.71.5408
2015.04.04 18:54
Нимех те мар Agabazar тете версисем пурри, пичетлени тата лайӑхрах. Малтанхи редактор нумай статьяна пичетлемен,Туркай тытнӑ та "плюрализм" пенлеттернӗ. Agabazar тетен е Админ тетен тепрер статья ярса памалла Туркая. Тен,вӗсене те пичетлеме шухӑш тытӗ.
Хамăр çын // 4117.51.7078
2015.04.04 20:03
"Вирьял чĕлхишĕн" кар! тăрар! Маразм дебилизма куçса пырать: "Хыпарăн" эрне кунхи номерне вулăр.
Agabazar // 9293.1.6277
2015.04.05 11:57
Agabazar
Хамăр çын // 4117.51.7078 2015-04-04 20:03:<<"Вирьял чĕлхишĕн" кар! тăрар! Маразм дебилизма куçса пырать: "Хыпарăн" эрне кунхи номерне вулăр.>>

"Хыпарти" материалсене, электронла версие çырăнман пулсан, Интернетра туллин вулама май çук.

Вирьял чĕлхи пирки сÿпĕлтетни паллах, чăваш патне тата тепĕр хăрушлăх çывхарса пынине систерет.
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.05 12:16
Акапасар хӑҫан та пулин хӑйне валли шыраса тупать.Провокатор.Халь тата вирьялсене кӳрентерес терӗн-им?.Тыт та ҫыр Хыпара хӑвӑн ятупа,виртуаллӑ акапасар.
пасар // 4117.51.7078
2015.04.05 15:56
Аркатуçăсен самани! ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ пайлама пуçларĕ Хыпар
(каçарăр, Туркай). Акапасар, мĕн тумалла ку аркатуçăсемпе? Тяпкин-ляпкинсен (классиксене вуласчĕ хăшĕ-пĕрин)самани камшăн лайăх? Провокаторсемшĕн! ЧĂНЛĂХ: пирĕн, тăвансемĕр, ПĔР ЧĔЛХЕ: ЧĂВАШ ЧĔЛХИ!
Agabazar // 2735.35.3842
2015.04.05 19:00
Agabazar
Timer // 4916-2612 2015-04-05 12:16: <<Акапасар хӑҫан та пулин хӑйне валли шыраса тупать.Провокатор.Халь тата вирьялсене кӳрентерес терӗн-им?>>

Ак тата тепри, "Хыпарта" та мар, кунтах! Бензин-краççын сапаса тăраканскер! Ахăртнех, хаçатри "статьяна" та çавах çырнă пуль-и тен.

Цитата:"Тыт та ҫыр Хыпара хӑвӑн ятупа,виртуаллӑ акапасар."

Сайтри скриншотсене пичетлесе кăларма "Хыпара" никам та чармасть. Интернетра нимĕнле виртуаллăх та çуккине вара сĕтел айĕнче упаленекен çулталакри ача та пĕлет!

Agabazar // 2735.35.3842
2015.04.05 20:13
Agabazar
Тĕрĕссипе вирьял диалекчĕ стандартлă чĕлхерен виç-тват уйрăмлăхпа çеç уйрăлса тăрать. Вăл уйрăмлăхсене пурте пĕлеççĕ. Кулленхи пурнăçра çын çав уйрăмлăхсене палăртса калаçать-и е палăртмасăр-и, ку пĕтĕмпех унăн ирĕкĕ. Кунта нимĕнле проблема та çук.

Уйрăмлăхсем Вирьялта çеç мар, кирек ăçта та пур! Вĕсен калăпăшĕ чылай чухне Вирьялтинчен те пысăкрах. Сăмахран, Елчĕкре çĕрулмие кантук теççĕ, пырать, каять йышши сăмахсенчи юлашки сасса çемçетмесĕр калаççĕ. Тата ытти те. Тăхăрьялти е Чăнлă тăрăхĕнчи чĕлхе пирки лекци вуласа пама пултаратăп. Куславккасен кăмоко, хăмло тенисем мĕне тăраççĕ тата! Тĕрĕссипе темле диалект, калаçу, уйрăмлăх пеккисем мар, пĕтĕм чăваш чĕлхи хăрушлăхра!. Паллă ĕнтĕ, чăваш чĕлхи пĕтсен УНĂН ДИАЛЕКЧĔСЕМ ТЕ ПĔТЕÇÇĔ.

Чăваш чĕлхи хăй пĕтĕмĕшле сыхланса юлсан, диалекчĕсем те пулĕç. Тĕнчере диалектсемсĕр (идиомсемсĕр) чĕлхе çук!
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.05 20:41
Атьсемĕр, йÿтеме чарăнсамăр. Пирĕн ПĔР ЧĔЛХЕ! Туркай йÿтевне парăнар мар. Чăваш литература чĕлхин сыхлавçисем (тăнла, Туркай) - кайса ан ÿкĕр - вирьял маттурĕсем: Н. Ашмарин, Н.Никольский, И.Андреев, Н.Петров, М.Скворцов, Л.Сергеев, В.Сергеев профессорсем, И. Павлов, Г.Дегтярев т. ыт. Паллах, улăпсенчен тепри - анат чăваш М. Федотов. Туркай, кайса ан ÿк! Эх, сăвар-пăлхар-анат-вирьялланма пуçларăмăр тăк - кам эпир? Сÿ-тĕк-сем!!!!!!!!!!!!!
Йÿтев процесне кам чараять?

Страницӑсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем