Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Галина Никитина: Хăвăрпа хуçаланма ан парăр

Галина Никитина18.03.2015 20:3521611 хут пӑхнӑ

Хăвăрпа хуçаланма парас мар тесен 12 çак правилăна астуса юлмалла теççĕ психологсем:

1. Сана кирлĕ – эсĕ ту. Енчен те калаçура «çапла кирлĕ» текен сăмах çине-çинех янăрасан, кама кирли пирки шухăшламалла. Çынпа хуçаланма юратакансем кама çапла кирлине палăртмаççĕ. Тĕслĕхрен, «Санăн ĕçе вырнаçмалла», – тесе ашшĕ-амăшĕ ачисене каланине ансат чĕлхе çине куçарсан çапла пĕлтерет: «Эп сана хам ĕнсе çинче лартса ывăнтăм. Тыт та ĕçлеме вырнаç!»

2. Ан шантар. Шантарсан пурнăçла. Çынсем пусахланипе пустуйран мĕн чухлĕ шантармастпăр пуль хăш чухне! Кайран хамăра айăплă туйнипе сăмахăмăра тытма тивет.

3. Ыйтмасан сăмса ан чик. Ырă тăвас тесех тепĕр чух начар туса хума пултаратпăр. Енчен те пирĕнтен пулăшу ыйтман тăк эпир тăрăшнине никам та хакламĕ. Хăш чухне теприсем урăх çыншăн ыйтни те тĕлпулать. Пулăшу алли тăсиччен çапах та теприне сирĕн хÿтлĕхĕр кирлипе кирлĕ маррине пĕлме тăрăшăр.

4. Ырă ĕçĕршĕн тав тунине ан хирĕçлĕр. Çынпа хуçаланма юратакансем тепринпе усă кураççĕ, анчах ăна тав тумаççĕ. Хăвăрпа ун пек хăтланма ирĕк ан парăр.

5. Паянхи кунпа пурăнăр. Ку вăл вылянчăклăха пĕлтермест. «Малтан эсĕ апла марччĕ», – тенине ет ăша хывса ан ларăр. «Малтан апла марччĕ пулĕ, халĕ – çавăн пек», – тесе çирĕппĕнех касса татăр. «Паян эс кпла тумасан Кайран çапла пулĕ», – тесе калакансене те хăвăрпа хуçаланма ирĕк ан парăр. «Ыран апла пулĕ те, анчах паян эсир мана мĕн сĕнетĕр-ха?» – тесе касса татăр.

6. Çынпа ытлашши çывăхланса ан кайăр. Чун-чрепе питĕ çывăхланса кайнă çынпа хуçаланма çăмăл. Çавăнпа та кăмăл-туйăмăра аллăрта тытăр.

7. Тĕллев ан ларт. Ку саккун та ытла та тĕлĕнмелле пек. Тĕрĕссипе вара тĕрĕс тĕллев лартма хăнăхмалла. Сăмахран, сире аслă пĕлÿ илме хушаççĕ. Анчах илессе илĕр-ха, анчах кайран дипломăр сире мĕн парĕ-ха? Çавăнпа та аслă пĕлÿ илме тĕллев лартнисĕр пуçне кайран ăçта ĕçлесси пирки тĕллев лартма, калăпăр, пулать.

8. Ан кансĕрле. Ку тĕлĕнмелле тĕрĕс сĕнÿ.

9. Начар çанталăк пулмасть теççĕ. Этем пурнăçĕнче те çавăн пекех. Çак çĕр çинчи чылай пулăма апла та, капла та йышăнма пулать. Епле йышăнасси пĕр сирĕнтен кăна килет.

10. Ан хурла. Теприсене тиркемесĕр тÿсме тепĕр чух, чăн та, çăмăл мар. Çапах та ан хурлăр. Тиркес килетех тĕк хăвăртан çапла ыйтăр: «Мĕншĕн-ха хамăн шухăшăма тĕрĕс тесе шухăшлатăп?»

11. Тĕрĕслемен, лайăх пĕлмен сăмаха теприне ан калăр. Мĕн хакпа туяннă, çав хакпа сутатăп теççĕ хăшĕсем. Çавăн пек хăть пулма тăрăшăр. Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр.

12. Кирек ăçта та ирĕк ыйтăр. Çакă сире сăпайлă çын пек те кăтартĕ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1344.68.8969
2015.04.02 10:37
Agabazar
Ку Ют Çын текенскер хăй акăлчан-шим вара?
Ют Ҫын // 4026.00.3509
2015.04.02 12:12
Акӑлчансем хӑйсемпе хуҫаланма ирӗк параҫҫӗ. Пирӗн памалла мар,хисеплӗ Agabazar-чӑн=чӑн акӑлчан. Намӑса пӗлмесӗр Ҫич Ют чӗлхипе хӑйӗн ятне ҫырать."Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр".
Agabazar // 2528.03.9291
2015.04.02 17:43
Agabazar
Ку Ют Çын текенскер акăлчансемпе хуçаланать иккен-ха....
Ют Ҫын // 4079.24.7295
2015.04.02 17:49
Акӑлчансем тарама кайччӑр,Йемен текен ҫӗршывра хамӑр ҫынсем хӑрушлӑхра, чӑвашран та пур теҫҫӗ. Мӗнлерех ҫавӑрттарса ячӗҫ йӗркеллех пурнакан ҫӗршыва. Agabazarпа Таймер,Бор каллех эмерӗксем ҫине йӑвантарма пӑхӗҫ.Тен,айӑплисем те пур?
Agabazar // 2528.03.9291
2015.04.02 19:02
Agabazar
Ют Ҫын // 4026.00.3509 2015-04-02 12:12: <<Акӑлчансем хӑйсемпе хуҫаланма ирӗк параҫҫӗ. Пирӗн памалла мар,хисеплӗ Agabazar-чӑн=чӑн акӑлчан. Намӑса пӗлмесӗр Ҫич Ют чӗлхипе хӑйӗн ятне ҫырать>>

Мĕншĕн акăлчан? Венесуэлăран пуль вăл! Уго Чавес чĕлхипе хăйĕн ятне çырать. Намăса пĕлмесĕр çав Çич Ют чĕлхипе ....
Agabazar // 2528.03.9291
2015.04.02 19:02
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: дубль
Agabazar // 2528.03.9291
2015.04.02 19:47
Agabazar
Ют Ҫын // 4026.00.3509 2015-04-02 12:12: <<"Чĕлхĕре ирĕке ярасах килсен, «Те тĕрĕсех, анчах çавăн пек каланине илтрĕм те», – теме те пулин ан ÿркенĕр".>>

Мĕншĕн аплах мекĕçленмелле? :-(

Хăвăрах тÿррĕн каласа кăтаррăр вĕт пурне те.
Цитата:"...Эпӗ сингапурсене вӗрентме нимле хал та ҫитереймӗп,...." Камсен çавнашкал хал çук? Акăлчансен. Кăна эп мар, хăвăрах каларăр. Е пĕтĕпех туллин илсе кăтартмалла-и сăмахăрсене?
Agabazar // 2528.03.9291
2015.04.02 19:47
Agabazar
Ана тăрăх куккурус,
Ăна вырать пĕр вырăс.
Тусăм, мана аса илсен,
Туртса ярах пĕр пирус!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.03 10:42
Маттур,Акасапар хӑта.Кунран ытлашшине санран кӗтмен те.
Ку Акасапар опусӗ ҫак пунктпа килӗшӳллӗн пулмалла:
8. Ан кансĕрле. Ку тĕлĕнмелле тĕрĕс сĕнÿ.
Вара ҫапла каламалла:вырӑс ӗҫлет, эсӗ ӑна ан кансӗрле. Луччӗ айккинче пирус туртса тӑр.
Е кун пек пункт:3. Ыйтмасан сăмса ан чик.
Agabazar // 1306.1.6971
2015.04.03 11:16
Agabazar
Тĕрĕссипе вырăс тенине кунта рифмăшăн çеç чиксе хунă (Рифма та мар-ха ĕнтĕ, консонанс теççĕ ăна, хупă сасăсен шайлашулăхĕ).

Ыйту лартнă та, ирĕксĕрех, кăмăл çук пулсан та, сăмсана чикме тивет. Пирус туртас йăла вара пирĕн çук. Сывлăхшăн сиенлĕ теççĕ.

Кансĕрлесси пирки каласан, хайхи куккурус выракан вырăса 1965-мĕш çултах дачăна помидор ĕрчетме ăсатнă. Ĕнтĕ мĕн халь тин кансĕрлесси пирки калаçмалла? Ара, паянхи кун унăн мăнукĕсем те Эмерĕкре шарлаттарса пурăнаççĕ. (Чĕлĕм туртакан грузинăн хăшпĕр тăхамĕсем те пур унта).

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем