Оперăпа балет театрĕнче Литература çулталăкĕпе К.В.Иванов çулталăкне уçрĕç. Пурте йĕркеллĕ пек, анчах та пĕр самант кăмăла хуçрĕ. Валери Туркайпа тутар поэчĕ Ринат Харис та сцена çине тухрĕç. Ринат Харисăн сăмахĕ пит вырăнлă пулчĕ, анчах Туркай сăмахĕ вара кăмăла хуçрĕ. Сăвви кулăшла терĕ те — пăсăк сăвви пулчĕ вăл. Вырăнлă пулмарĕ. Чăваш халăх поэчĕн ятне йÿнетни пулчĕ. Акă, итлĕр: (çырма намăс, ЧНТ пăхăр!)
Эвлэн // 1667.03.2880
2015.01.25 19:55 | |
Сăвви,чăнах та, вырăнсăр.Аса илсен, хама та уншăн халь те намăс. Ара, мĕн чĕхлĕĕ сумлă хăначчĕ. Ытлашшипех "çиçни-ши" ку? Мухтанчăк хăйĕн туйĕнче намăс курнă теççĕ. Халăх умĕнче кăштах сăпайлăх кирлех. | |
Аксар Чунтупай // 2682.76.6658
2015.01.25 20:13 | |
![]() |
Акакпасар чăваш халăх чĕлхине пĕлмест те иккен... "Турăм, турăм..." тени мĕн пĕлтернине ялти шĕвĕрккерен ыйтсан та лайăх пĕлет вара... |
Аксар Чунтупай // 2682.76.6658
2015.01.25 20:17 | |
![]() |
Паллах, ку криминал мар, анчах намăс-симĕсе чухламаллах ĕнтĕ, халăха хисеплемеллех чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕн тĕп редакторĕн... |
Аксар Чунтупай // 2682.76.6658
2015.01.25 20:20 | |
![]() |
Çакăн пек пысăк форумра пурте намăс-симĕссĕр калаçсан мĕн пулать вара? Ĕрет-нисĕпе çухатни патне илсе çитерет... |
Agabazar // 4147.85.7829
2015.01.25 20:24 | |
![]() |
Цитата:"Акакпасар чăваш халăх чĕлхине пĕлмест те иккен... "Турăм, турăм..." тени мĕн пĕлтернине ялти шĕвĕрккерен ыйтсан та лайăх пĕлет вара..."
"Арăм турăм" тени авланнине пĕлтерет!!!Арапуç хĕрне арăм турăм = Арапуç хĕрне качча илтĕм |
Мачча // 4117.51.7078
2015.01.25 20:29 | |
Акапасар, эс малтан текстне пӗтӗмпех тишкер, вара калаҫ. | |
Agabazar // 4147.85.7829
2015.01.25 20:29 | |
![]() |
Эсир кунта контекстран кăларса илнĕ сăмахсемпе тĕлентересшĕн иккен... :-( Контекст кирлĕ, контекст!!!Унсăрăн "питлеме" мекĕçленни усăсăр. |
Agabazar // 4147.85.7829
2015.01.25 21:42 | |
![]() |
Мачча // 4117.51.7078 2015-01-25 20:29:<<Акапасар, эс малтан текстне пӗтӗмпех тишкер, вара калаҫ.>>
Ну тавайăр эппин хайхи текста кунталла? Мĕн вăтанса тăратăр? Вăтанасса вăтанам пекки тăватăр-ха та, темине кунта кĕртсе яма, ав, пачах та вăтанман! |
Конмич // 1164.52.6560
2015.01.26 02:20 | |
Ытла та кĕвĕç чунлă-çке эпир. Вулама та йывăр кĕвĕçÿпе, ăмсанупа наркăмăшланнă сăмахăрсене, ачасем. Ку наркăмăш чуралăх саманинчен юлнăскер. Чунăрсене унран тасатма тăрăшăр. Поэзи лаççинчен усал-тĕселе хăвалăр. | |
Конмич // 1164.52.6560
2015.01.26 02:22 | |
Мĕскер супса ларатăр. Сайтра эпĕ миçе хут регистрациленмелле! |