Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Варнава «Хыпар» хаҫата килсе кайни халӑх куҫӗпе

Аçтахар Плотников18.12.2014 11:0914310 хут пӑхнӑ

«Хыпар» издательство ҫуртне ҫак кунсенче Варнава килсе кайнӑ тет. Ку пулӑма сайтҫӑсем епле хакланине уйрӑммӑн илсе кӑтартас терӗм (орфографие упраса хӑварнӑ):

 

Bor1959:
Паян,Конституци кунӗнче,Туркай хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчен Леонтьев Алюшӑн шӑрши-маршине кӑларса ямашкӑн аш Варнавӑна чӗннӗ. "Таса" атте ҫутатса парать пӳлӗме, Хыпар вара аталанса каять. Паллах,ҫутатнӑ хыҫҫӑн Шӑрттан, Вӑлча,Кӑлпасси тата темтепӗр. Кӗтмелли нумай юлмарӗ ХЫПАР вӗҫсе хӑпарассине. Акасапар хӑта, кунҫул уттинчен юлмалла мар, Туркайпа хутшӑнмалла-Туркая пулӑшмалла!

 

Атила:
Васпӑти-васпӑти. Хыпар православи хаҫачӗ пулса каяссинчен Аслӑ Киремет хӑтартӑр пире.

 

Асар:
Никольский портречӗ вырӑнне ку Ҫерҫи Варнава сӑнне ҫакса ан хутӑрах тетпӗр эпир редакцире

 

Vyacheslavna:
Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп. Хам та йывӑр чухне чуна тасатма чиркӗве каятӑп.Хамӑн та пачӑшкӑ ӗҫе килсен кабинета тасаттармалла-ха, усал-тӗсел ман ҫул ҫинчен тасалтӑр, кӗвӗҫ чунлӑ ҫынсем мана ан чӑрмантарччӑр.

 

Agabazar:
<<Варнава редакцине килнинче ним япӑххи те курмастӑп.>>

Маншӑн та пурпӗрех. Хуть те Константинопольри Патриарха Варфоломее чӗнсе илтӗр.

 

Bor1959:
Тинех куртӑм паян телевиденипе Туркайпа Варнава мӗнле редакцинче саркаланнине.Акасапар килӗштереть кун пек утӑмсене,редакцинчи клерксем-килӗштереҫҫӗ.Патшалӑх тахҫанах чиркӳпе пӗрле.Апла пулсан мӗн хумхантаратпӑр сывлӑша?

 

Тимук:
Хыпар хаҫата православи тӗнӗ ҫӗнӗ хӑват парасса иккӗленместпӗр. Чӑваш халӑхӗ Христос Турӑ чури! Ҫавӑнпа та Туркай Хыпара Христос пек чӗртсе тӑратма килчӗ! Аллилуя! Мухтав Турра! Мухтав пире ҫӑлакана — Туркая!! Редакцире ӗҫлекенсем эпир пурте пуҫ ҫапатпӑр ырӑ малашлӑха шанса! Пире ҫӑлакан вӑхӑтра килчӗ! Аллилуя!
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.20 11:50
Туркай хăйĕн шалти туррисене шанать,ĕненеть пулсан-вĕсем пулăшĕç ăна сăваплă та пархатарлă ĕçре.Ăнăçу пулчĕ пулсан сăмсине ан каçăрттăр çеç.Хăмпă пек ан пушантăр çеç.
Микуш // 2804.17.0472
2014.12.20 12:27
Тимĕр, ача ан пул-ха. Тургай санăн туррусенчен лĕх-лĕх кулса Варнава аллине çуллать халь))) Курасчĕ сан çак сценăна Хыпара митрополит килсен, йăванса тÿнсе кайăн. Хыпара Тĕне йышăнтарчĕç вăйпах)))
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.20 21:52
Хăрушă хыпар пĕлтеретĕн Микуш хăта. Чуна ан ыраттар суя хыпар сарса.Ĕненес килмест.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.21 12:13
Микуш хăта, вара Туркайпа Варнавăн темле "тайнăй сговор" пулнă пулĕ? Видео çырнине кăларса хураймастăн-и?
2014.12.21 14:21
Турăпа çыхăннă сăмахсене кăштах шухăшласа çырма сĕнетĕп. Тен шăпах Турă пире пулăшса пырать?Ирсерен радиопа та ятарлă передача параççĕ Турă çинчен, хам ытлашши пурне те ĕненсех каймасан та хирĕçле сăмах калама хăратăп.(Эпир атеизм саманинче çитĕннĕ, пире тĕне те кĕртмен атте-анне, ватлăхра кĕме тиврĕ)
Agabazar // 3611.0.0912
2014.12.21 14:39
Agabazar
Варфоломей Патриархпа хăçан кăмăл пур çавăн чухне тĕл пулаймастăн. Малтанах калаçса татăлса черет йышăнма тивет.
Якур // 2596.35.8819
2014.12.21 14:57
Акапасар хăта каллех Варфоломейпа пăтранать. Калаçу кунта Варнавăпа Туркай çинчен пырать пек.
Атила // 3913.58.4645
2014.12.22 10:23
Вячеславовна, питĕ тĕрĕс.Аслă Киремет веçех курса тăрать.Ирсерен радиопа памасăрах паллă:çĕршер çул вăл пирĕн несĕлсене упраса тата пулăшса тăнă.Епир хамăр турăсене манма шутламан хăть атеизмра,хăть ытти саманара.
Agabazar // 2020.49.7068
2014.12.22 14:37
Agabazar
Варфоломей ятлă çынна эп ÿснĕ таврара Хăмпи теççĕ. "Константинопольри Хăмпи Патриарх".
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.22 15:50
Акасапар саланса кайма пуçларĕ пулмалла. Пурне те кÿрентерме хăтланать.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем