Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владислав Николаев: Валери Туркай «Салам» хаҫата панӑ интервью

Владислав Николаев01.11.2014 14:1941342 хут пӑхнӑ

«Салам» çырни тӳрре тухрĕ: «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ Каçал чăвашех пулчĕ — Валери Туркай

 

Чăваш халăх поэчĕ чăваш халăх хаçатне ертсе пыма пуçласан пĕрремĕш интервьюне «Салам» хаçата пачĕ

 

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствинче «Хыпар» издательство çурчĕн директорне-тĕп редакторне суйлас енĕпе конкурс пулнă. Тăваттăн хутшăннă унта: ЧР Ялхуçалăх министерствин ĕçченĕ Александр Кириллов, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, «Самант» фирма ертӳçи Петр Михайлов тата Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ ыркăмăллăх фончĕн пуçлăхĕ Валери Туркай. 23-мĕшĕнче вара конкурса пĕтĕмлетсе комисси çĕнтерӳçĕ ятне пĕлтерчĕ _ малашне чăваш халăх хаçатне Валери Туркай ертсе пырĕ. «Салам» хаçат çырни тӳрре тухрĕ иккен: «Хыпар» хаçата чăннипех те Каçал районĕнче çуралса ӳснĕскер алă пусса пичете ăсатĕ малашне.

 

Тепĕр енчен пăхсан, эпир палăртнă пекех нумайăн хутшăнман конкурса (астăватăр-и, теори шайĕнче пăхсан «Хыпара» ертсе пыма пултаркансене 18 çын таран тупса палăртнăччĕ хаçатăн 9-мĕшĕнче, унтан тепĕр номерте тата 4 çын хушнăччĕ). Ку та хăйне май тишкермелли пулăм-тăр: мĕншĕн самай хăватлă журналистсемех хутшăнас темен ăмăртăва, мĕншĕн? Хăранă-и? Апла мĕнрен, камран хăранă? Алă сулнă-и? Ку тата хăрушăрах япала, «ничего нет страшнее равнодушия» теççĕ вырăссем. Çавăнпа та информполитика министерствинче ĕçлекенсен те, «Хыпартисен» те пуçватмалăх пур ку ыйтура. Конкурс пĕтĕмлетĕвне пирĕнсĕр пуçне те тишкерекенсем пулĕç-ха, эпир вара çĕнĕ ертӳçĕпе паллаштарар вулакансене.

 

Кам-ха вăл Валери Туркай?

 

Туркай (Воробьев) Валерий Владимирович 1961 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă. Поэт, куçаруçă, публицист, общество деятелĕ. 1991 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнче, ГИТИС çумĕнчи театр курсĕсенче вĕреннĕ. Чăваш АССР Писательсен союзĕнче, «Молодой коммунист» хаçатра, «Хавхалану» тулли мар яваплăхлă юлташлăхра, Чăваш Енри профессионал писательсен пĕрлĕхĕнче ĕçленĕ.

 

Пĕрремĕш сăвви 1977 çулта Комсомольски районĕн хаçатĕнче кун çути курнă. Унăн «Çăлкуç çути» (1989), «Шурă фарфор чашăк» (1994), «Турă питĕнчи куççуль» (1996), «Пурăнатпăр-ха!» (1999), «Вĕçленми Вĕçев» (1999), «Чунăм, манăн чунăм...» (2003), «Ночь-мелодия» (2004), «Ку эпĕ _ Валери Туркай» (2013) кĕнекисем тата ыттисем пичетрен тухнă. Унăн пьесисемпе Çамрăксен театрĕнче «Телейпе юнашар», Чăваш академи драма театрĕнче «Каçар мана», «Ăçта эс, çăлăнăç?» спектакльсем лартнă. 2010 çулта мăшăрĕпе Ольга Туркайпа пĕрле «Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля» кĕнеке кăларнă. 2011 çулхине вара «Моя бунтарская карма» публицистика кĕнеки кун çути курнă. Унăн сăввисемпе вуншар юрă хывнă. Муса Джалиль, Мустай Карим, Габдулла Тукай, Расул Гамзатов, Кайсын Кулиев, Алим Кешоков, Валентин Колумб тата ыттисен сăввисене чăвашла куçарнă, уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. Туркайăн сăввисене вырăс, тутар, азербайджан, украин, латыш тата ытти чĕлхесене куçарнă.

 

Валери Туркай — Чăваш Республикин тата Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ, Пушкăртстан Республикин М.Карим ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ, Остер хулин (Украина) хисеплĕ гражданинĕ.

 

Валери Туркай 2003 çулхине «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

 

— Эсир конкурса тăваттăн хутшăннă, тăватă пултаруллă çын, журналистикăра ĕçлесе курнă çынсем, комиссире те сумлă çынсем ларнă, мĕнле шутлатăн, мĕне пула эсĕ çĕнтерме пултартăн?

 

— Кăна манран ытларах, паллах, комисси членĕсем тата республикăна ертсе пыракансем пĕлеççĕ пуль тесе шутлатăп. Мана пĕлме паман мĕне пула комисси членĕсем тата ытти юлташсем ман кандидатурăна суйласа илнине.

 

— Урăхларах çавăрттарса ыйтатăп эппин, сан шутупа, ыттисеннипе танлаштарсан санăн хăш енӳсем пĕлтерĕшлĕрех пек, хăш енсене пула вĕсене çĕнме пултартăн пек туйăнать?

 

— Ахăртнех шута илчĕç пулмалла ман ыттисеннипе танлаштарсассăн вăй-хăватăм пысăкраххине, сăпайлах мар пуль те кун пек калани, тен, ятăм-шывăма илсессĕн, халăхра ытларах палăрнине шута илчĕç пуль, тата эпĕ яланах çĕннине шыранине, лăпкă пурăнма пĕлменнине, çакăнпа пĕрлех эп тахçанах экстремист, анархист пулма пăрахнине шута илчĕç пулмалла. Маншăн пĕрремĕш вырăнта ĕç тăрать, тата, паллах, тăван халăхăн пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Тăван халăхăн пуласлăхĕ вара «Хыпар» хаçатсăр тата издатетельство çурчĕ кăларса тăракан хаçат-журналсемсĕр çук.

 

— Кашни кандидат анлă программăпа хутшăннă конкурса, кĕскен çеç паллаштараймăн-и вулакансене хăвăн программупа?

 

— Ман программа вăл вăрăм пулмарĕ, тăватă абзацран çеç тăратчĕ. Унта эпĕ шăпах палăртрăм «Хыпар» издательство çурчĕн çĕнĕлле ĕçлеме пикенмеллине, паянах, вăраха ямасăр. Паянхи вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хистет, самана уйăхсерен мар, кунсерен улшăнса пырать. Журналистсен чăннипех те хаçат тата журнал вулакансене тивĕçтерекен, кăсăклантаракан тата усăллă материалсем хатĕрлемелле, çакна палăртрăм эпĕ. Кунсăр пуçне, «Хыпар» издательство çурчĕ вăл патшалăх структури пулнине шута илсе, «Хыпарăн» тата ытти хаçат-журналăн республика влаçне политика, экономика, социаллă сфера, культура тата ытти тĕлĕшпе татса паман ыйтусене, проблемăсене татса пама пулăшмаллине палăртрăм. Ку çапла пулать те. Кĕскен çапла.

 

Программине çырма пулать Библи хулăнăш та, анчах унтан килмест-çке-ха. Программăна çырма тĕрлĕ экспертсене те явăçтарма пулать, унтан килмест. Ман шутпа, «Хыпара» тата ытти хаçат-журнала ертсе пыраканăн чунĕ таса пулмалла. Унăн хăйне юратнинчен ытларах хăйĕн ĕçтешĕсене, хăй ертсе пыракан коллектива юратмалла. Тăван халăх, тăван çĕршыв тени уншăн пушă сăмахсем пулмалла мар.

 

— Енчен те коллектив пирки сăмах пуçартăн тăк, эпĕ ăнланнă тăрăх, кадр ыйтăвĕ, чăвашла çыракан журналистсем çитменни питĕ çивĕч тăрать издательство çуртĕнче. Кадрсемпе ĕçлес ыйтăва эсĕ мĕнле куратăн?

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Халăхра çапла анекдот çӳрет, чăваш чĕлхинче пур 2 диалект — анатри тата тури. Юлашки çулсенче тата 3-мĕш диалект хушăнчĕ — «Хыпар» хаçат чĕлхи. Чылайăшĕ «Хыпар» чĕлхине йывăр, ăнланмастпăр теççĕ, кун пек калакансен йышĕ ӳссех пырать. Эсĕ çак ыйту çине мĕнле пăхатăн, тен, ĕлĕкхи орфографи патне таврăнмалла мар-и?

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Паян «Хыпар» издательство çуртĕнче 16 кăларăм, мĕнле шутлатăн, çывăх вăхăтрах кăларăмсен шучĕ чакмĕ-и, пурте кирлĕ-и вĕсем? Паллах, ку ыйтăва кунта киличчен тишкернĕ-ха ĕнтĕ эсĕ.

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Туркай поэта пурте пĕлеççĕ, Туркай журналиста питех пĕлсе каймаççĕ. Сана халĕ поэзипе публицистика тата ертсе пырас ĕçре пайланса кайма йывăр пулать вĕт-ха, хăшне кăшт аяккинерех тĕксе хума та тивĕ, тен, сăввисем сахалтарах çырăнĕç, тен, куçарăвĕсем сахалтарах пулĕç... Хăшĕ пĕрремĕш вырăнта пулĕ-ши?

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Çакăн пек каланисене илтме тӳр килчĕ юлашки кунсенче: Валери Туркай Чăваш наци конгресĕнче революци турĕ, Валери Туркай писательсен союзĕнче революци турĕ, Валери Туркай «Хыпарта» та революци тăвĕ те пĕр-икĕ çултан ытлашши ĕçлеймĕ. Вăл хăйĕн ĕçне тăвать те каять текенсем пĕр-икĕ çын çеç пулмарĕç, çавсене хирĕç мĕн каланă пулăттăн?

 

— Конгреса илес пулсассăн, эпĕ унта штатра 1995 çулта 3 уйăх çеç ĕçлерĕм. Манăн хамăн ирĕкпе кайма тиврĕ Чăваш наци конгресĕн вице-президентĕнчен, анчах та çак ĕç ман ĕç кĕнекине çырăнса юлчĕ. Çавăнпа та конгресра революци турĕ тесе ман пирки калама çук. Конгреса йĕркелекенсенчен пĕри пулнă эпĕ. Чăваш аталану партине йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Кунпа никам та тавлашма пултараймасть. Писательсен союзĕнче, çапла, хăйне кура революци тунăччĕ. 2000 çулта мана суйларĕç çак организацие ертсе пымашкăн. Эпир начар ĕçлемен, кăна эпĕ фактсемпе çирĕплетме пултаратăп. Аргументсемпе. Анчах та влаçсем чăваш литератури çине, унăн пуласлăхĕ çине еплерех пăхнине курса тăрса эпĕ хам çак политикăпа кăмăлсăр пулнине тӳрремĕнех палăртма пуçларăм та, паллах, «хура списока» лекрĕм. Тата вĕт 8 çул, писательсен союзне 8 çул ертсе пыни вăл, сахал мар. Пĕрре те сахал мар. Кунтине илес пулсан, пурăнатпăр _ куратпăр. Мĕн пулать _ çав пулать. Эпĕ нихăçан та карьерист пулман, кăна алла чĕре çине хурса калама пултаратăп. Карьерист пулнă пулсан халиччен пĕр-пĕр ăшă вырăн, тупăшлă вырăн тупаттăмччĕ-тĕр. Дон Кихот пек çил арманĕсемпе çапăçса пурăнмастăмччĕ пуль. Çавăнпа та эпĕ пуласлăх куçĕнчен пăхма хăрамастăп. Эп пĕлетĕп, енчен ты çыннăн чунĕ таса пулсассăн, енчен те ĕçрен хăрамасассăн, вăл пурнăçа, çынсене, çĕршыва, халăха юратсассăн, унăн пуласлăхĕ пулатех.

 

— Эсĕ директор çеç мар, тĕп редактор та. Санран килет хаçата мĕнле материал каясси. Калăпăр, сан умра халăха кирлĕ, халăх нушине ăнланса çырнă статья выртать, анчах та вăл республика ертӳлĕхне, влаçрисене пырса тивекен материал, эсĕ ăна номере лартатăн-и е лартмастăн-и?

 

... хуравне хаçатра вулама пулать ...

 

— Ăнăçу сана çак çăмăл мар ĕçре.

 

­— Тавах.

 

 

Владислав Николаев калаçнă.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1103.26.1279
2014.12.06 19:21
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424 2014-12-06 16:51:<<...Собчачка ...Балаболка "дочка юриста">>

Ку этем Жириновскийĕн йăмăкĕ-ши, аппăшĕ-ши? Çулĕсене кура йăмăкĕ пулма тивĕçлĕ.

Пĕри — сын юриста, тепри — дочка юриста. Пĕртăвансем!
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.06 19:37
Якапасара ан тĕкĕн,Акасапар. Хăвăншăн ответ тыт! Эсĕ навальнăйпе ют машинсене тапăнма шухăш тытнă пулмалла.
Agabazar // 3791.95.7175
2014.12.07 08:18
Agabazar
Якапасар тата Акапасар пĕр çын мар.
bor1959 тата Навальный вара пуçаналлă тенине илтнĕ.

Ик пуçана — пĕр çуна!

Анчах та кунта вĕсем çинчен мар, Валери Туркай тавра калаçмалла.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.07 12:22
Акасапар:"Якапасар тата Акапасар пĕр çын мар"-ара çапла пуль-ха.Çавна ăнлансах Бор çырать:"Якапасара ан тĕкĕн,Акасапар"-тесе.Анчах та Акасапар никама та итлеместь, курмасть.Вăл итлет хăйне-"ВЕЛИКОГО" анчах.Ку культ е мĕскер ку?
Agabazar // 8423-9240
2014.12.07 12:59
Agabazar
Якапасар // 5991.5.4441 2014-12-06 12:59: <<Туркай Хыпар журналисчĕсене тĕп тăвать-Надя Смирновăна паян-ыран кăларса ярать терĕç. Паллă та сумлă журналиста Миша Арланова вара ĕçрен хăтарнă....Вăйлă фотографа Гена Верблюдова та тĕп турĕ Тургай. Тата мĕн туса кăтартать-ши ку ача?>>

Вара мĕн?
Ма хăвăр шухăшăра малалла тăсмастăр?
Атту епле пулса тухать-ха? Пăсарас та тарас тенĕ пек вĕт? Е апла мар-и?

bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.07 13:57
Акасапар хăта,Сорос мĕн çырнине ăнкар-ха,Кремль ПУЛ-ĕнчи журналист мар:"Когда Порошенко и другие нынешние украинские лидеры публично говорят,что ведут войну за Европу,они ни на гран не ошибаются.Действительно войну,и действительно за Европу.Правда,не они ее ведут.Тут украинцы малость свою роль переоценивают.Войну ведут ими.США и некоторые силы в ЕС просто воспользовались Украиной в своих целях.Главной задачей является связывание экономических,социальных и далее политических возможностей России.Отвлечение ее сил от процесса евро-азиатской экономической и политической интеграции.Судьба самих украинцев «цивилизованный мир»не интересует.Кто-нибудь спрашивает мнение свиньи, которую отправляют на котлеты.

Якур // 2682.43.7493
2014.12.07 22:56
Акасапар ыйтать-"Вара мĕн?". Вара мĕн каламалла-ши Акапасара ку Якапасарăн? Мĕн чăмласа памалла кун пек тăнлă Акапасара( тĕрĕссипе каласан, "пăсарнипе" тĕслĕх илсе кăтартни иккĕлентереть унăн тăнлăхĕ çинчен)?
Agabazar // 1642.29.6790
2014.12.08 12:51
Agabazar
Якур: << "пăсарнипе" тĕслĕх илсе кăтартни...>>

Кун пирки кунта пăхăр: http://ru.wikihow.com/пукать-без-шума
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.08 13:55
Акасапар:"пăсарнипе" тĕслĕх илсе кăтартни питĕ вырăнлă.Тавах нумай-нумай чăвашран/вырăсран адрес:http://ru.wikihow-панăшăн.П-и-и-ттт хаклă информаци,пит хаклă,те пуç таймалла,те кукленсе лармалла.Эпĕ малтанах пĕлнĕччĕ-ха Акасапар çав енĕпе пысăк специалист пулнине.Паян тĕпĕпех ăнланса çитрĕм.
Agabazar // 5702.3.4097
2014.12.08 16:11
Agabazar
Якапасар // 5991.5.4441 2014-12-06 12:59: <<Туркай Хыпар журналисчĕсене тĕп тăвать-Надя Смирновăна паян-ыран кăларса ярать терĕç. Паллă та сумлă журналиста Миша Арланова вара ĕçрен хăтарнă....Вăйлă фотографа Гена Верблюдова та тĕп турĕ Тургай. Тата мĕн туса кăтартать-ши ку ача?>>

Вара Туркая ма редактора лартнă пулать?
Пурте ĕлĕкхи пекех юлас-тăк, редактора улăштарма кирлĕ те мар! Нимĕн те улăштарас килмест пулсан, Элекçей Леонтьевах редакторта хăвармалла пулнă! Лартăрччĕ вăл çав креслора мĕн.... виличчен! Çĕнĕ шăпăр паллах çĕнĕллех шăлать!

Страницӑсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем