Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Иван Юркин

Agabazar05.10.2014 21:1010125 хут пӑхнӑ

ИВАН ЮРКИН

сонет

 

Ӑна Юман Йӳркки Иванӗ тет.

Анчах апла теме сӑлтав ҫукрах-тӑр.

Йӗри-тавра суя хыпар ан сартӑр

Шупашкарти яваплӑхсӑр "эстет".

 

Хуҫа пулмашкӑн тивӗҫ харпӑр автор

Хӑй ячӗпе хӑех: суйлать — "тӗртет",

Ҫапла вара культурӑна кӗртет.

Ку тӗлӗшпе тупаймӑн урӑх "фактор".

 

Ҫыравҫӑ Юркина халалласа

Хитре сонет ҫырасшӑнччӗ —пулмарӗ...

Уни-кунилӗх илчӗ тӑлласа.

 

Ытти валли ак вырӑн та юлмарӗ.

Апла пулин те тепӗр яхӑнта

Тӗллевӗм пурнӑҫланӗ, тупата!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Неважно // 4168.22.3213
2014.10.06 11:46
Agabazar // 4003.66.5772
2014.10.07 18:18
Agabazar
Ăна Юман Йÿркки Иванĕ тет.
Анчах апла теме сăлтав çукрах-тăр.


Кунта Юркин хăйне хăй Юркки Иванĕ теменни пирки сăмах пырать. Çĕнĕ фактсем çакнашкал шухăшларăша çĕклесе çапма пултараççĕ. Мĕнех, пулсан пулать. Сăвăлла текст çапах хăй вырăнĕнчех юлать.
Agabazar // 4003.66.5772
2014.10.07 20:39
Agabazar
Пĕр япалана ниепле те ăнланаймастăп.

Çак "Çыру" реестра кĕмен халлĕхе. Сайтăн тĕп страницинчи баннерсенче те вăл çук. Тĕнчене тухман эппин.

Анчах та çав "Неважно" текенскер кунта епле хăйĕн "çăпата йĕррине" хăварма пултарнă-ши?

"Хакерсен" меслечĕпе кĕрсе кайса комментари хăварнă пулмалла.
Agabazar // 3974.47.4037
2014.10.10 17:09
Agabazar
"Сувар" тенине мĕншĕн пĕрмай янратаççĕ

Чăвашсен пăлхарлăхĕ хăшĕсене канăç памасть. Тÿрех татса каласчĕ лешсен "чăваш пăлхар мар" тесе — мая килеймест. Ирĕксĕрех чее меслетсем шырама тивет хайхисен.

Çавнашкал чее меслетсенчен пĕри — хайхи сувар халлапĕ. Йытта шăмă пăрахса панă пек "эсир сувар!" теççĕ те — ĕçĕ те пĕтнĕ! Хайхи пăлхарлăх хамăр сисмесĕрех шăнкăлт! çеç тухса ÿкет!

Вăт çавнашкал ШУÇ ЧУМАН çине лартса яраççĕ пирнешкел айвансене!..

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем