Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Софья Савнеш: Чӑваш чӗлхи пирки

Софья Савнеш30.04.2014 21:2018715 хут пӑхнӑ

Пӗр сайтра (http://forum.na-svyazi.ru/) чӑваш чӗлхине сӳтсе явни пирки вуласа пӗлтӗм. Унта чӑваш чӗлхи пирки интереслӗ темиҫе факта илсе кӑтартнӑ, вӗсем тавра «калаҫнӑ».

1. Чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхин пӑлхар ушкӑнне кӗрет. Ҫак ушкӑнра вӑл – пӗртен пӗр «чӗрӗ» чӗлхе.

2. Чӑваш чӗлхинче музыка инструменчӗсемпе «вылямаҫҫӗ» - «калаҫҫӗ». Тӗслӗхрен, флейтӑпа кала.

3. Чӗлхере «да» сӑмах ҫук. Ун вырӑнне глагола тепӗр хут калаҫҫӗ. Тӗслӗх: Эсӗ килетӗн-и? – Килетӗп. («Ӑхӑ» сӑмахпа усӑ курма юрмасть-ши вара?)

4. «Ҫиллен» сӑмах «ҫил» сӑмахран пулнӑ. Вырӑсла «ветриться». (Сӑмах «ҫилӗ» («обида») сӑмахран пулнӑ мар-и?).

5. Литература чӗлхин никӗсӗ – Тутарстанри Буинск хулин чӗлхи. (Анатри чӑвашсен чӗлхи мӗнле-ши вара?)

6. Чӑваш чӗлхинче «красивый» сӑмах валли 50 синоним тупма пулать. (Тӑрӑшсан – чӑннипех те пулать!)

7. Чӑваш чӗлхинче атте тата анне енчи ватӑ ҫынсене расна сӑмахсемпе палӑртаҫҫӗ: асанне, кукамай. Вырӑсла «дедушка» ҫеҫ. (Мӗнех, илемлӗ сӑмахсем).

8. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхи авалхи чӑваш чӗлхинчен (пӑлхар) 100 яхӑн сӑмах йышӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – «жемчуг», «овраг», «серьга, «хозяин»…

9. «Радуга» чӑвашла «мост Азамата» куҫать – «Асамат кӗперӗ». (Шухӑша ячӗ. Мӗншӗн ҫапла куҫарнӑ-ши?)

10. Чӑваш чӗлхинче «р» сас паллинчен пуҫланакан сӑмах ҫук, вырӑс чӗлхинчен йышӑннисене шута илмесен. (Кун пек сӑмах шыраса тупма хӑтлантӑм – хальлӗхе тупаймарӑм-ха).

11. Чӗлхере янӑравлӑ хупӑ сасӑсенчен пуҫланакан сӑмах ҫук, вырӑс чӗлхинчен йышӑннисене шута илмесен.

12. «Урай» сӑмах этимологийӗ – ура айӗ.

13. Чӑваш чӗлхинче местоимени арҫын е хӗрарӑма палӑртмасть. «Вӑл» «он» та, «она» та, «оно» та пулма пултарать. (Тӗлӗнмелли ҫук пек).

14. Чӑваш чӗлхинче вӑрӑм сӑмахсем тума пулать. Тӗслӗхрен, «ытарсапӗтермеллемарскерӗмӗрсем», куҫарсан «вы мои, ненаглядные». (Халӗ чӗлхери ҫӗнӗ правилӑсем ку сӑмаха уйрӑм ҫырма ыйтаҫҫӗ-ха та…)

15. «Воскресение» сӑмах «русская пятница» пек куҫать – «вырсарникун». Чӑваш чӗлхинче «хӑрах» сӑмаха «один из двух» куҫарма май пур.

16. Чӑваш чӗлхинчи глаголсен (ӗҫхӗл) тӗп формине словарьте хушу наклоненийӗпе кӑтартаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «лар» - сиди. Глаголӑн палла мар форми «ларма» пулать.

17. Чӑваш чӗлхинче вырӑслинчи пек вид категорийӗ ҫук. Тӗслӗхрен, «делать» тата «сделать» сӑмахсене контекстра ҫеҫ ӑнланма пулать. Тӗслӗхрен, он видел (сам лично) – вӑл курчӗ, он видел (говорят, вроде как, по рассказам) – вӑл курнӑ.

18. Чӑваш чӗлхинче синоним нумай. Чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри – «ҫу» - 1. Масло; 2. Лето; 3. Май. 4. Некрещеный. 5. Мыть; 6. Идти (об осадках).

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 4247.73.9091
2014.05.04 23:22
Agabazar
Admin:"...Асамат кĕперĕ пулса танă. Кăна ытти тĕрĕк чĕлхисене пахса илме пулать — чăн малтанхи ятне вĕсенче тупма пулать."

Тутарсем Салават кÿпперĕ теççĕ.
Софья Савнеш // 2637.94.8479
2014.05.05 10:50
Софья Савнеш
10-мĕшĕнче пирки. Форумра, ахăртнех, чăн чăваш сăмахĕсем пирки унта. Икĕчĕлхелĕх пирки нимĕн те каламастăп. "Р"-ран пуçланаканни нмай паллах. Ав, Agabazar, эсир илсе кăтартнă тĕслĕхсенче те чăн чăвашла - Ăрсай, Ăракасси...
Agabazar // 4287.98.9253
2014.05.05 15:47
Agabazar
13. Чăваш чĕлхинче местоимени арçын е хĕрарăма палăртмасть. «Вăл» «он» та, «она» та, «оно» та пулма пултарать. (Тĕлĕнмелли çук пек).

Чăнах та тĕлĕнмелли çук. Çитменнине тата ку "местоименисене" çеç мар пырса тивет: глаголсене, япала ячĕсене ытти ят сăмахсене....
Agabazar // 4287.98.9253
2014.05.05 15:53
Agabazar
14. Чăваш чĕлхинче вăрăм сăмахсем тума пулать. Тĕслĕхрен, «ытарсапĕтермеллемарскерĕмĕрсем», куçарсан «вы мои, ненаглядные». (Халĕ чĕлхери çĕнĕ правилăсем ку сăмаха уйрăм çырма ыйтаççĕ-ха та…) Чăннипе вара çĕнĕ правилăсем апла çырма ыйтсах каймаççĕ. Ыйтаканни, пытармасăр каласан, пĕртен-пĕр çын: Виноградов хоспочын.
Софья Савнеш // 2637.94.8479
2014.05.06 10:44
Софья Савнеш
"Виноградов хоспочын" ыйтать пуль-ха, шкулта та çаплах ытаççĕ вара ))
Agabazar // 8119.3.2384
2014.05.06 11:23
Agabazar
Кунта вара çакăн пек ыйту сиксе тухать: Мĕн тума кирлĕ "Правилăсем", енчен те эпир вĕсем çине мар, тĕрлĕрен "хоспочынсем" ("юлташсем") çине таянатпăр пулсан? "Правилăсене" ячĕшĕн çеç ăсталанă пек пулса тухать капла. Мĕн усси "Правиласене" пĕлнинчен, енчен те "Хыпарта" текстсене пурпĕрех Леонтьев хоспочын (юлташ) хушнă майлăн улăштараççĕ пулсан? http://chuvash.org/blogs/comments/2039.html
Agabazar // 3489.56.2748
2014.05.07 18:41
Agabazar
16. Чăваш чĕлхинчи глаголсен (ĕçхĕл) тĕп формине словарьте хушу наклоненийĕпе кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, «лар» - сиди. Глаголăн палла мар форми «ларма» пулать.

Сăмахсарсенче "лар" тенисене "сиди" мар, "сидеть" тесе палăртаççĕ. Çапла йышăннă. (Тутарсен принципĕсем, сăмахран, пачах урăхла: Глаголсене унта лару, тăру, калаçу, мухтану евĕрлĕ палăртаççĕ; ман шутпа, пирĕн ăнăçлăрах). Инфинитива глаголăн паллă мар форми тени чăтма çук ăнăçсăр!!! Ытах "чăвашлатас" тесен ГЛАГОЛĂН ПАЛЛĂЛĂХСĂР ФОРМИ теме пулать.
2014.05.07 18:57
Аксар Чунтупай
Чĕлхе саккунĕсене пĕлмен çын сÿпĕлтетĕвĕ ку... Çавă çеç. Нумайрах итлĕр кун пек дилетантсене - ухмаха юлатăр. Вулăр филологи наукисен кандидачĕн Эдик Фоминăн "Чи илемлĕ чĕлхе" кĕнекине - тĕлĕнсе те савăнса çеç ларăр вара...
Agabazar // 3489.56.2748
2014.05.07 22:04
Agabazar
Аксар Чунтупай // 1413.70.4490
2014-05-07 18:57 <<Чĕлхе саккунĕсене пĕлмен çын сÿпĕлтетĕвĕ ку...>>

Ну ăнлантарса парăр, кам сÿпĕлтетет:
1)18 пункта шухăшласа кăларнă çын?
2)Скобкăсенче çав 18 пункта хак паракан Иринук?
3)Комментарисем çыракан Акапасар?
4)Комментарисем çыракан Админ?
5)1 комментари хăварнă Васса?

Ну, хăшĕ?
Agabazar // 3489.56.2748
2014.05.07 22:07
Agabazar
Тата мĕн килĕшменнине пÿрнепе тĕллесе кăтартăр, тархасшăн. Атту курттăммăн палăртатăр та, темĕн ăнланмаллах мар....

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем