Sergey // 2349.03.7963
2014.03.19 11:30 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: | |
Владимир // 8565.7.2829
2014.03.19 11:46 | |
Митингра чăваш чĕлхипе çырнă плакатсем курăнмарĕç. Ку чăн-тĕрĕс. Анчах та мĕнле майпа автор чăвашла плакатсем курăнман пирки пашалăха икĕ питлĕ тесе айăплать? Е, кам-та-кам чăвашла "Эпир Крым халăхĕсемпе пĕрле!" тесе çирнă плакатсемпе тухнăшăн судпа айăплаччĕç тесшĕн-ши? Чăнах та Крымра 2,5 пин майлă Чăваш çĕрĕнчен тухнă çин пурнать, вĕсем хушшинче чăвашсем те пур ĕнтĕ, паллах. Çавăнпа та пирĕнтен, чăвашсенчен, хамăр чĕлхепе тухса калани тата чăвашла çирнă плакатсемпе тухни пахарах пулнăччĕ ĕнтĕ. Анчах та кам пире чарнă? Е пире кам та пулин хушман-и? Ку пирĕн, чăвашсен екĕпитлĕхне палăртать те! Вулăр И. Яковлевăн халалĕсене тимлĕрех! | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.03.19 12:18 | |
Володя, Турцире те чăвашсем пурăнаççĕ — тен вĕсене те кайса хӳтĕлемелле? Ав, унта та пикет-митингсем нумай пулмасть иртсе... Кайса хӳтĕлес... хамăр салтаксене йĕрке тума ярас...
«Анчах та кам пире чарнă?» Володя, ку митинга влаç йĕркеленĕрен, вĕсен чăвашла та вырăсла та хатĕрлесе тухмалла пулнă — чăваш чĕлхине те хисепленине кăтартма. Ахаль халăх йĕркелемен вĕт! Чылайăшне тата тухма хистенĕ ĕнтĕ. Апла тăк лешсене мен панă, вĕсем çавна йăтнă. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.03.19 12:24 | |
Эп И. Яковлев халалĕнчи вырăссемпе туслă пурăнмалли йĕркене йышăнма хатĕр енчен те вырăссем те пире пĕр тан халăх пек курма тытăнсан. «Говорите по-русски» тесе хистеме пăрахсан. Ирĕксĕрех вырăс чĕлхипе усă курма тивнине пăрахăçласан (судсенче, администрацисенче). // Ав, «Почта России» те вырăс чĕлхине çул шая хурать — адреса чăвашла республикăра çӳрекен çыру таврашĕнче кăна çырма юрать. Унта та пулин! чăвашла çырсан вырăсла вариантне çырса хумалла! Тепĕр май — пурĕпĕр вырăсла çырмалла. |