| Agabazar // 1610.37.6692 2014.02.07 13:35 | |
|  | |
| Атнер // 3913.58.4645 2014.02.07 15:34 | |
| Люда Осипова пек нумайĕшĕ шутлаççĕ.Мĕншĕн тесен вĕсем кулленхи пурнăçра ним тума пултарайман тата нимпе чăваш ĕçĕнче палăрман тата килте ачисене те "атте-анне"теме вĕрентеймен акасапарсене курса йăлăхнă.Тимруксем,Порсем,Еххĕмсем,Атнерсем,Исмуксем шел пулин те сахалрах халлĕхе.Анчах та ята яман-ха вĕсем:маттур чăвашсем. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2014.02.07 16:41 | |
|  | Атнер!!! Çитет пулĕ Акапасар çине тапăнма! Йăлăхтаратăр. Акапасар сирĕншĕн мĕн, Элтепер-им? Кашни чăвашшăн яваплă-им? | 
| Микула // 3913.58.4645 2014.02.07 17:48 | |
| Люда Осипова пек нумай хулари чăваш шутлать.Çур миллион чăваш шучĕ чакни те çакна кăтартать.Мĕн турĕ конгресс? | |
| василий // 1294.86.0191 2014.02.07 20:35 | |
|     Юптару: 
 Вăрман турри патне вăрманти хурăнсем делегаци янă: -" Эй, Турă , пĕтерет вĕт пире тимĕр пуртă,вăрманти пĕр хурăн юлмиччен касса тăкать, пĕтетпĕр вет - чар-ха çав пуртта"- тесе çăхавлаççĕ. Турри вара -"Çак пуртă-и ?" тет , пуртă аврисĕр тимĕр пуртă кăтартса. " Çук- теççĕ лешсем - вăл пурттин пуртăшĕ пур -унсăрăн вăл касаймас çав" теççĕ. Хурăнтан тунă пуртă аври пулар мар, чăвашсем! | |
| Тимӗр // 4916-2612 2014.02.08 09:38 | |
| Конгресс çине шанса нумай çухату тÿсрĕмĕр.Халăх туймарĕ унăн витĕмне,хÿтлĕхне.Угаслов тăнлă çын.Хăй 'сĕкĕнмен"конгреса ларма.Пырăр,çÿрĕр тĕрлĕ сĕнÿсем парăр.Анчах бесплатный советсемпе ан чăрмантарăр.Ĕçпе кăтартăр хăвăра.Конгресс алăкĕ яланах уçă. | |
| Agabazar // 3640.4.2670 2014.02.08 13:52 | |
|  | Timer:"...бесплатный советсемпе ан чăрмантарăр..." Юрĕ, малашне тÿлевлĕ канашсем пама пуçлăпăр. Пĕр канашшăн миллионшар тенкĕ илме пуçлăпăр.
 Ку Тимер текенскер, Конгресс ячĕпе калаçаканскер, ахăртнех пысăк ШИШКА пулмалла асăннă тытăмра. | 
| Микулай // 3913.58.4645 2014.02.08 14:47 | |
| Халлĕхе Акапасарăн канашĕсемшĕн виç пус та памаççĕ пуль.Нимех те çĕннине илтеймерĕмĕр.Канаш параканнин малтан ĕçпе кăтартсан авантарах пулнине палăртнă пулас конгресрисем. | |
| Тимӗр // 4916-2612 2014.02.08 15:48 | |
| Акапасар.Эсĕ канса ил кăштах.Кунта каланă:малтан ĕçпе кăтартнă пулсан,вара конгреса пырса канаш пама пултаратăр.Виртуаллă Акапасар виртуаллă кăна совет парĕ.Ĕç кирлĕ.Ĕç. | |
| bor1959 // 1039.8.4424 2014.02.08 17:26 | |
| Акасапар сан канашусем "йывăç" миллионĕсем кăна тăраç пулĕ. Манса каясран çырса хур,чăвашлăх пĕтсен санăн хунавсене кĕнеке кăларма кирлĕ пулаç.Каллех Акасапар ним тумасăр укçа сăптăрасшăн-пĕтĕмпех çавăн пек янтă пулăмсемпе пĕтĕрĕнеть. | |

2014-02-07 10:49<<Без русского языка потеряемся. А с чувашским пропадем.>>
Ăçта кунта леш хайхи шутсăр деловой çынсем? Акапасара тăрă шыв çине кăлармалла чухне шăна-пăван пек явăнаççĕ. Чăнласах сайтра чăваш чĕлхине хÿтĕлемелле чухне таçта тарса çухалаççĕ çав УЛĂПСЕМ. Тимруксем, Порсем, Еххĕмсем, Атнерсем, Исмуксем...