Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: АПТРАМАНИСТАН

Agabazar23.12.2013 18:3327182 хут пӑхнӑ

АПТРАМАНИСТАН

гимн

 

Хӗвел пӑхать, ҫиҫсе вылять шевле,

Вӗрет сипетлӗ варкӑш каҫӑн-ирӗн;

Канашласа кашлать парка вӑрман,

Уй-хир сасси кӗрет кашни киле.

Ӑҫта-ши ку тавралӑх? — Ку вӑл — пирӗн

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 

Тӳсӗмлӗхпе тӗлӗнтерен чӗлхен

Витӗмлӗхне кунта куллен туятпӑр.

Хӑвачӗ унӑн иксӗлмӗ нихҫан!

Эпир ӗмӗртенпе, ӗмӗрлӗхе

Ҫак аслӑ Атӑл тӑршшӗнче пурнатпӑр.

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Килет пулин те терт ҫине нуша,

Малашлӑхӗ тивлетлӗ тӗп чӑвашӑн:

Нихҫан та пирӗн халах аптраман.

Поэтӑн пиллӗхне хывса ӑша,

Эпир ахальтен мар ҫапла каласшӑн:

Чӑваш ҫӗршывӗ — Аптраманистан!

 

Эс пирӗн шанчӑк, пирӗн ӑраскал,

Нихҫан асран кайми чӑваш ҫӗршывӗ.

Тӗреклӗ ларнӑ эсӗ авалтан,

Паян пире куллен паран вӑй-хал,

Чун-чӗрене аннемӗр евӗр ҫывӑх

Чӑваш ҫӗршывӗ, Аптраманистан!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1545.79.4031
2014.02.02 23:25
Agabazar
bor1959 // 1039.8.44242014-02-02 18:41 <<Высокоблагородие-Акасапар! Ирĕк пар-ха халлĕхе сана хисеплесе"ЭС" тесе чĕнме?>>

1)Кама тата менлерех "высокоблагородие" тенине ак çакăнта пăхăр: http://poiskslov.com/word/высокоблагородие/
2)Ирĕк ыйтнă чухне "пар-ха" темеççĕ, "парăр-ха" теççĕ.
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.03 08:52
Пирĕн ялта эсир тесе иккĕ е тата нумайрах пулсан калатчĕç.Пĕр çын пулсан пурте пурнете Эсĕ тетчĕç.Аптрамалла ку Акапасарпа.Пĕр май пăтратать.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.03 09:36
Мана кама мĕнле Высокоблагородие тесе чĕнмелли кирлех мар, тем более это время,видимо,ушло безвозвратно. Мана Акасапара хисеплесе "Его высокоблагородие,Акасапар"-тесе чĕнсен те çитет. Уш питĕ хăйне хисеплеттересшĕн Акасапар хăта.
Agabazar // 2935.49.9908
2014.02.03 10:12
Agabazar
bor1959:"Уш питĕ хăйне хисеплеттересшĕн"
1001-мĕш хут калатăп: "бор" е ун пек тепĕр инкек-сайтçă "хисеплении" мана ним тума та кирлĕ мар. Унтан та ытларах: Унашкал хисеплеве эп хамшăн мăшкăл вырăнне çеç хунă пулăттăм. Анчах та çăпатан кантри пур, япалан йĕрки пур. Сайта ăна ик-виç çын валли çеç туман.
Agabazar // 2935.49.9908
2014.02.03 10:23
Agabazar
Э-э-э-э.... Тата "суд" пирки каламаллаччĕ вĕт-ха. Анчах унашкал пули-пулми тĕлĕшпе сÿпĕлтетеме халь вăхăт çук. Урăххи пирки каласа хăвармалла.
Çав Гимнан вырăсла текстĕнчи "...и чуваш" пирки манран маларах та пичетре калакан пулнă. Сăмахран, нимĕçлерен чăвашла синхронла майпа куçарса тăма пултаракан В. Иванов профессор. Çавăн пекех гимн виçесĕр мажорлă янрани вырăнсăр пирки те калакансем пулнă халиччен (М.Кондратьев).
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.03 14:18
Акасапара каланăччĕ вĕт-ха:калăпла та ÇÿллĕШайлă Çĕнĕ Гимн вара "и" союз шăпи сана кăсăклантарма пăрахать. Иванов профессор хăй куçарман-ши вырăсла текстне?
Agabazar // 1842.61.7038
2014.02.03 14:53
Agabazar
Гимнăн текстне чăвашла куçараканĕ - Аристарх Дмитриев пулма кирлĕ. Лайăх куçаруçă. Анчах та "прокол" текенни кирек камăн та пулма пултарать. Эп ку тĕслĕхе, ку "прокола" Аристарх Дмитриева лапчăтас шутпа мар илсе кăтартрăм.

Гимн апла пулмалла мар —акă мĕн чи кирли.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.02.03 15:33
Юрать,Акасапар хăта,килĕшмелле. Хуть те кам куçаруçă пултăр тейĕпĕр. Анчах та чăвашла текстчĕ те килĕшмесить-и вара? Килĕшмесен калăпламалла Çĕннине, калаçу çук.
Agabazar // 3444.88.0131
2014.02.10 16:38
Agabazar
Гимна виле пытарнă чухне те юрлаççĕ. http://news.liga.net/video/politics ... mn_ukrainy_video.htm
Хальхи вăйра тăракан Чăваш гимнĕпе апла тума май çук. Сăмахĕсем те, кĕвви те çавна валли юрăхлă мар.
Agabazar // 3444.88.0131
2014.02.10 17:00
Agabazar
Çапла çав.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем